Петрова Клавдия Васильевна
Петрова Клавдия Васильевна (1927 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ, Шăплат, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2026 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ, Кострома) — совет тата Раҫҫей ӑсчахӗ, ялхуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1971). Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1927 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Чӑваш АССР (халӗ — Чӑваш Республики) Вӑрмар районӗнчи Шӑплат ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш. 1939 ҫулта ҫемье Кострома облаҫӗнчи Караваево ялне пурӑнма куҫнӑ[1].
1942 ҫулта аслӑ пиччӗшӗ ашшӗ хыҫҫӑн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тухса кайсан Клавдия шкула 7-мӗш класра вӗренме пӑрахса Кострома районӗнчи «Караваево» ӑратлӑ выльӑх совхозне ӗҫе вырнаҫнӑ. Малтанах лавҫӑ пулса 35 ҫухрӑмри Спас ҫаранӗсенчен фермӑна утӑ кӳрсе тӑнӑ. Пӗррехинче ҫуркунне урапа пӑр айне анса кайнӑ та, хӗрача тӗлӗнмелле майпа ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. 1943 ҫулта 16-ри Клавдия Васильевӑна дояркӑсене улӑштарма шаннӑ, кӗҫех вӑл хӑйӗн ӗне ушкӑнне илнӗ. Ҫулла дояркӑсем ирхи виҫҫӗре тӑнӑ, хӗлле — тӑваттӑра. Ӗнесене 4—5-шер хут сунӑ, сӗт нумай антаракансене — кун каҫиччен 7 хут. Час-часах фермӑра ҫывӑрнӑ: киле ҫитме вӑй та, вӑхӑт та юлман. Хӑйсем ҫисе тӑранман, анчах ӗнесене кирлӗ пек ҫитернӗ. Уйӑхра пӗрре кашни дояркӑна пӗрер бидон сӗт панӑ, ӑна ялан тенӗ пекех мӗнле те пулин тумтир, атӑ-пушмак туянма кӑштах укҫа пултӑр тесе Костромана пасара кайса сутнӑ[2].
1947 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 8 ӗнерен 4993-шер килограмм сӗт суса илнӗшӗн (190 кг сӗт ҫӑвӗ) Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ.
1948 ҫулта 8 ӗнерен вӑтамран 5564-шар килограмм сӗт (189 кг сӗт ҫӑвӗ) илнӗ[2].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1949 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе 1948 ҫулта совхозӑн патшалӑха выльӑх-чӗрлӗх тата уй-хир ӗҫ планне пурнӑҫлас тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес патшалӑх планне пурнӑҫлас ӗҫре пысӑк ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кӑтартнӑшӑн Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Клавдия Васильевна Васильевана Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[3].
1951 ҫулта совхозӑн тӗп зоотехникӗ С. И. Штейман сӗннипе Кологриври зоотехникума (Кострома облаҫӗ) вӗренме кӗнӗ. Ӑна хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтерсен 1954 ҫулта К. А. Тимирязев ячӗллӗ Мускав ялхуҫалӑх академине вӗренме кӗнӗ. Академи хыҫҫӑн тата 3 ҫул аспирантурӑра вӗреннӗ хыҫҫӑн Клавдия Васильевна 1962 ҫулта Караваево посёлокне ял хуҫалӑх наукисен кандидачӗ пулса таврӑннӑ, Кострома ялхуҫалӑх институтне шултра выльӑх-чӗрлӗх кафедрин доценчӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ[3].
1970 ҫултанпа К. В. Петрова (качча кайнӑ хыҫҫӑнхи хушамачӗ) — ӑслӑлӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректор, 1972 ҫултанпа пӗр вӑхӑтрах кафедра заведующийӗ пулнӑ.
1974—1976 ҫулсенче докторантурӑра вӗреннӗ, 1980 ҫулта вара «Кострома ӑратлӑ выльӑх аш-какай тухӑҫлӑхне йӗркелесси» темӑпа доктор диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
130 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, вӑл ертсе пынипе 7 кандидат диссертацийӗ тата 252 диплом ӗҫӗ хӳтӗленӗ. Кострома патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗнче ӗҫленӗ хушӑра производствӑна яланах пысӑк пулӑшу панӑ, вӑл Кострома облаҫне пӗтӗмпех ҫитсе курнӑ, выльӑх-чӗрлӗхе тӑрантарас ыйтусемпе лекцисем вуланӑ. Кострома облаҫӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен студенчӗсем валли вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫ-хӗлӗнчи ҫитӗнӳсемшӗн К. В. Петрова ячӗллӗ стипенди йӗркеленӗ[4].
Академире ҫеҫ 50 ҫул ытла ӗҫлесе 2012 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Кострома облаҫӗнчи Караваево посёлокӗнче пурӑннӑ. 2026 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче 99 ҫула кайсан вилнӗ[5][6]. Сывпуллашу 2026 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче Караваево посёлокӗнче иртнӗ, кӗлтунине вара Поддубное ялӗнче вырнаҫнӑ Тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакан Николай чиркӗвӗнче ирттернӗ[7].
Обществӑлла ӗҫ
Обществӑпа политика ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑннӑ: КПСС ХХIV съезчӗн делегатне (1971) суйланнӑ, 1972—1992 ҫулсенче Тӗнчене хӳтӗлекен фондӑн Совет комитечӗн пайташӗ, Пӗтӗм тӗнчери мир майлисен конференцийӗн делегачӗ пулнӑ, Мускав хулинчи халӑх депутачӗсен Тимирязев районӗн, Кострома облаҫӗн тата Кострома районӗн Канашӗсен депутатне пӗрре мар суйланнӑ[3].
Хисепӗсем
- СССР тата Раҫҫей Федерацин хисепӗсем
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (25.08.1948);
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (12.07.1949);
- Ленин орденӗ (12.07.1949 № 105796);
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (12.07.1949 № 4090);
- «Ӗҫри хастарлӑхшӑн. В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса» медаль;
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
- «СССРти аслӑ пӗлӳ парас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» хисеп палли;
- Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ;
- ВДНХ кӗмӗл медалӗ[1].
- Кострома облаҫӗн хисепӗсем
- «Ӗҫ. Мухтав. Чыс» орден (2006) — ӑслӑлӑха, вӗрентӗве тата обществӑна тухӑҫлӑ аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн;
- Кострома облаҫӗн хисеплӗ гражданинӗ (1999)[1].
- Обществӑлла наградӑсем
- Тӗнчене хӳтӗлекен фондӑн Пӗтӗм тӗнче канашӗн «Халӑхсен хушшинчи тӑнӑҫлӑха ҫирӗплетнӗшӗн» кӗмӗл медалӗ;
- Тӗнчене хӳтӗлекен фондӑн Совет комитечӗн медалӗсем;
- Раҫҫей хӗрарӑмӗсен пӗрлӗхӗн медалӗсем.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 И. Н. Мадебейкин. Петрова Клавдия Васильевна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ольга Чагадаева. Доярушки (выр.). Родина (3 ҫӗртмен 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Васильева (в замужестве - Петрова) Клавдия Васильевна (выр.). Урмарский муниципальный округ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ От доярки – до доктора наук: легенда Костромской сельхозакадемии отметила своё 95-летие (выр.). ГТРК «Кострома» (17 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ В Костроме умер легендарный учёный и педагог Клавдия Петрова (2026-08-17). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ Ушла из жизни Клавдия Васильевна Петрова(паллӑ мар). kgsxa.ru (17 ҫурлан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ С глубокой горечью сообщаем(паллӑ мар). apk.kostroma.gov.ru (17 ҫурлан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Блянк, Р. Щедрая жизнь / Р. Блянк, В. Поляновский. — Москва: Совет. писатель, 1977. — 191 с.
- Казанов, А. Пархатарлӑ пурнӑҫ / А. Казанов // Коммунизм ялавӗ. — 1977. — 29 дек.
- Матвеев, Г. Чӑваш хӗрӗ — ученӑй / Г. Матвеев // Коммунизм ялавӗ. — 1975. — 21 окт.
- Матвеева, Г. Пысăк ěç: [Костромари ял хуçалăх академийěнче ěçлекен К. В. Петрова çинчен] / Г. Матвеева // Хěрлě ялав (Вăрмар районě). — 2007. — С. 7. — (Республика тулашěнчи ентешсем).
- Матвеева, Г. Шӑплат паттӑрӗ / Г. Матвеева // Хыпар. — 2013. — 27 нарӑс. — С. 2: сӑн ӳкерчӗк.
- В гостях — Герой Социалистического Труда: [о К. В. Петровой] // Цивил. вестн. — 2007. — 29 июня.
- Гашин, И. Доярка стала ученой / И. Гашин // Наши земляки — Герои Социалистического Труда: [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, Н. С. Павлов. — Чебоксары, 1971. — С. 86-90: фот.
- Мадебейкин, И. Н. Петрова Клавдия Васильевна / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 323.
- Мадебейкин, И. Н. Петрова Клавдия Васильевна / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3: М-Се. — С. 416.
- Павлов, А. От доярки до доктора наук / А. Павлов // Республика. — 2002. — 23 окт. (№ 69). — С. 7.
- Петрова Клавдия Васильевна // Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 315—316.
- Смыслова, Н. От доярки до профессора: [о передовике производства, д-ре с.-х. наук К. Петровой] / Н. Смыслова, Ю. Тимонин // Работники сельского хозяйства: [очерки / ред.-сост. В. Н. Алексеев; авт. предисл. и науч. ред. — Чебоксары , 2014. — С. 293—302: фот.
Каҫӑсем
- Чӑваш энциклопедийӗ. Петрова Клавдия Васильевна
- Наследие Чувашии. Петрова Клавдия Васильевна
- Герои страны. Петрова Клавдия Васильевна
- Люди труда — гордость Чувашии. Петрова Клавдия Васильевна
- Васильева (в замужестве — Петрова) Клавдия Васильевна
- От доярки — до доктора наук: легенда Костромской сельхозакадемии отметила своё 95-летие
- Звёздное призвание Клавдии Петровой
- Человек-легенда
- Доярушки