Петров Дмитрий Юрьевич

Дми́трий Ю́рьевич Петро́в (ҫур. 1958 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ, Новомосковск, Тула облаҫӗ) — раççей полиглочĕ[1], синхронла куçаракан, вĕрентекен, 2012 ҫултанпа «Культура» телеканалпа «Полиглот» реалити-шоу телеярăмра ертсе пыракан вĕрентӳçĕ[2].

Биографи

1975 çулта Мускаври Морис Торез ячĕллĕ ют чĕлхесен патшалăх институтĕнче (МГПИИЯ) вĕренсе тухнă[1]. Халĕ вăл унта студентсене пĕлӳ парать[3].

Прессăра публикациленĕ интервьюре, Дмитрий Петров 30 чĕлхене пĕлнине каласа парать[4][5]. Хăй каласа панипе, вăл 50 чĕлхепе вулама пултарать, çапах та 8 чĕлхепе çеç: акăлчан, франс, итал, испан, нимĕç, чех, грек чĕлхисемпе тата хиндипе ĕçлет[6].

2011 çулхи раштав уйăхĕнче Казахстан Республикин Культура министерствин чĕлхесен комитечĕ хушнипе, «Тiлашар ENTER» çĕнĕ телепроект циклĕнче казах чӗлхине вĕренессипе мотивациллĕ курс ирттернĕ[7][8].

Вырăсла намăс такмаксене ют чĕлхесене куçарнă[9].

Прессăра пĕлтернипе, Дмитрий Петров Михаил Горбачёвпа, Борис Ельцинпа, Владимир Путинпа ĕçленĕ[10].

2019 ҫулта «Univer» телеканалпа тутар чӗлхине вӗренмелли уроксен ярӑмне ертсе пырать. Чӗлхесен историйӗ ҫинчен ҫырнӑ «Прямая речь» аудиокӗнекесен ярӑмне хатӗрленӗ, «Магия слова» тата «Язык мира» кӗнекесем, акӑлчан, нимӗҫ, француз, грек тата испан чӗлхисене хӑй тӗллӗн вӗренмелли учебниксем кӑларнӑ.

2012 ҫулта Мускавра Дмитрий Петров лингвистика центрне уҫнӑ, унта хӑй те вӗрентет, ытти преподавательсем те ӗҫлеҫҫӗ.

Çемье

Авланнă, арăмĕ — Анамика Саксена[4][11], Индире çуралнăскер, куçаракан. Вĕсен виçĕ ача: Демьян тата Илиан ывăлсем, Арина хĕрĕ.

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин культура облаҫӗнчи премийӗ (2013 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ)[12].

Ӗҫӗсем

  • Петров Д. Ю., Борейко В. Н. Магия слова. Диалог о языке и языках. — ПрозаиК, 2010. — 208 с. — ISBN 978-5-91631-105-1.
  • Петров Д. Ю. Английский язык 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Английский язык 16 уроков. Продвинутый тренинг
  • Петров Д. Ю. Итальянский язык 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Французский язык 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Испанский язык 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Китайский язык 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Немецкий язык 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Иврит 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Русский для англоговорящих 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Русский для испаноговорящих 16 уроков. Базовый тренинг
  • Петров Д. Ю. Шишкин О. Москва. Путеводитель по истории города
  • Петров Д. Ю. Язык мира

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Дмитрий ПЕТРОВ. Сайт Д.И. Ермоловича. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ.
  2. ^ Новости культуры. Все выпуски программы «Полиглот опубликованы на официальном сайте телеканала «Россия К». Телеканал «Культура» (11 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  3. ^ Ю. Фуколова. Синьор полиглот. Коммерсант.ru (3 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Ларина Ю. Многоязычник. Уникальный полиглот Дмитрий Петров начал телепроект и рассказал Юлии Лариной, как учить языки // Огонёк. — № 3 (5212). — 23.01.2012.
  5. ^ Открытая лекция «Проблемы изучения языка и переводческая деятельность в контексте межкультурной коммуникации». Институт УНИК. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  6. ^ Гарматина Ю. Педагог и полиглот Дмитрий Петров: Иностранный язык можно выучить в любом возрасте! // АиФ. — 31.10.2012.
  7. ^ Казахский язык можно выучить за 2 недели с «Тiлашар ENTER». Новости Казахстана. Tengrinews.kz
  8. ^ З. Давлетъярова. Глаголом по незнанию. Dialog (29 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  9. ^ Киеня Н. Полиглот Дмитрий Петров: Килька плавает в томате, ей в томате хорошо // Известия. — 27.06.2007.
  10. ^ Виктория Юхова. Языковой запас, Журнал «Итоги» (2014, кăрлач, 27). Тӗрӗсленӗ: 2014 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
  11. ^ Свинаренко И. Анамика Саксена: хождение за три моря // Медведь. Первый Мужской журнал. — 24.02.2012. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  12. ^ Распоряжение Правительства РФ от 23 декабря 2013 г. № 2493-р. Правительство Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.

Каçăсем