Пӗтӗм тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗ
Пӗтӗм тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗ (выр. Международный стандартный книжный номер, акăл. International Standard Book Number, кӗскен — акăл. ISBN) — кӗнеке кӑларӑмӗн хӑйне евӗрлӗ номерӗ, суту-илӳре кӗнекене сутма тата кӑларӑмпа ӗҫлессине автоматизацилеме кирлӗ. Библиотекӑпа библиографи классификацийӗн (ББК) , универсаллӑ вуннӑллӑ классификаципе (УДК) тата автор паллин индексӗсемпе пӗрле Пӗтӗм тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗ издательство пакечӗн пайӗ пулса тӑрать.
Стандарта Аслӑ Британире 1966 ҫулта тӑхӑр паллӑллӑ стандартлӑ кӗнеке номерне (акăл. Standard Book Numbering code, кӗскен — акăл. SBN code) Гордон Фостер (акăл. Gordon Foster) хатӗрленӗ. 1970 ҫулта кӑштах улӑштарса ISO 2108 тӗнче стандарчӗ пек йышӑннӑ. 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗн ҫӗнӗ стандартне — 13 паллӑллӑ, штрихкодпа пӗр килекен стандартне ҫирӗплетнӗ.
Ҫавӑн пекех периодикӑллӑ кӑларӑмсем валли ҫавнашкал стандарт пур — ISSN (International Standard Serial Number).
Совет Союзӗнче тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗпе 1987 ҫултанпа усӑ курма пуҫланӑ[1], СССР аркансан унта кӗнӗ союзлӑ республикӑсем ISBN индексӗпе хӑйӗн территоринче хӑй тӗллӗн (сӑмахран, Беларуҫ[2]) — 1993 ҫултанпа) палӑртаҫҫӗ.
Номер тытӑмӗ
Кӑларӑмсене идентификаторсем тӗнчери стандартлӑ кӗнеке нумерацийӗ енӗпе ӗҫлекен наци агентствисем параҫҫӗ. Раҫҫейре 2013 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗччен ҫакӑнпа Раҫҫей кӗнеке палати(выр.)чăв., Беларуҫре — Наци кӗнеке палати, Украинӑра — Украина Кӗнеке палати, Казахстанра — Казахстан Республикин кӗнеке палати ӗҫлеҫҫӗ. 2006 ҫулччен тухнӑ кӗнекесене панӑ тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗсем тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗн аббревиатуринчен (кӑларӑм хӑш чӗлхепе тухнине пӑхӑнмасӑр) тата дефиспа е пробелпа тӗрлӗ тӑсӑмлӑ тӑватӑ пая уйӑрнӑ вунӑ символтан тӑраҫҫӗ:
- Кӑларӑм чӗлхипе пӗрлешӗннӗ ҫӗршыв е ҫӗршывсен ушкӑнӗ; ӑна Пӗтӗм тӗнчери ISBN агентстви парать. Ушкӑн идентификаторӗнчи хисепсен шучӗ кӗнеке продукцине кӑларас калӑпӑшсенчен килет (пӗрререн ытларах пулма пултарать), тӗслӗхрен: 0 тата 1 — акӑлчан чӗлхиллӗ ҫӗршывсен ушкӑнӗ, 2 — француз чӗлхиллӗ, 3 — нимӗҫ, 4 — яппун, 5 — вырӑс чӗлхиллӗ ҫӗршывсем (СССР-тан тухнӑ хӑшпӗр ҫӗршывӗсем, Раҫҫей), 7 — китай чӗлхи, 80 — Чехи тата Словаки, 600 — Иран, 953 — Хорвати, 966 — Украина, 985 — Беларуҫ Республики, 9956 — Камерун, 9948 — Эритрея. Пӗтӗмӗшле илсен, ушкӑнсене 0—5, 7, 80—94, 600—649, 950—993, 9940—9989, тата 9900—99999 номерсене панӑ[3];
- издательство кочӗ; ISBN Наци агентстви ҫирӗплетет, ҫав хушӑрах издатель кӑларма палӑртнӑ кӑларӑмсен шутне те шута илеҫҫӗ. Пысӑкрах издательствӑсене кӑларӑмсен нумерацийӗ валли ытларах паллӑ тума кӗске номер тивӗҫнӗ (Раҫҫей агентстви сыпӑнтаракан ISBN валли издательпа кӑларӑм номерӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ саккӑрпа танлашать);
- кӑларӑмӑн хӑйне евӗрлӗ номерӗ (Раҫҫейре — 6-ран 1 паллӑ таран)[4];
- тӗрӗслев хисепӗ (0-10: арабсен 0-ран пуҫласа 9 таран тата римсен X — 10 валли; ISBN хисеп пайӗн тӗрӗслӗхне тӗрӗслемешкӗн усӑ кураҫҫӗ. Ку хисепе ISBN наци агентстви ҫирӗплетет.
- Тӗрӗслев хисепӗн шутлав тӗслӗхӗ[5]
ISBN 2-266-11156-? пӗлтерӗшлӗ 10-мӗш номер валли:
|
Код ISBN |
2 | 2 | 6 | 6 | 1 | 1 | 1 | 5 | 6 | 6 |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
|
Коэффициент |
10 | 9 | 8 | 7 | 6 | 5 | 4 | 3 | 2 | 1 |
|
Произведение |
20 | 18 | 48 | 42 | 6 | 5 | 4 | 15 | 12 | 6 |
- Код хисепне коэффициент ҫине хутласан пулакан хисепсем:
- Сак хисепе 11 ҫине пайласан:
- Тӗрӗслев хисепӗ:
- ISBN тулли номерӗ: 2-266-11156-6.
- Тӗрӗслев хисепне тӗрӗслес йӗрке — код хисепне коэффициент ҫине хутласан пулакан хисепсене хушмалла:
- Хушса пулнӑ хисеп 11 ҫине пӗр юлми пайланмалла:
2007 ҫулхи карлачӑн 1-мӗшӗнчен ISBN ҫӗнӗ стандартне йышӑннӑ — 13-паллаллӑ, малтанхи пекех штрихкодлӑ. Маларах панӑ ISBN (10 хисепрен тӑраканнисем) ҫӗннисене тӳпех куҫаҫҫӗ (978 + ӗлӗкхи ISBN номерӗн малтанхи 9 хисепӗ + тӗрӗслев хисепӗ, ӑна EAN-13(выр.)чăв. йӗркипе шутласа кӑлараҫҫӗ. Тепӗр префикс та уйӑрнӑ — 979.).
ISBN-10: 2-266-11156-6
ISBN-13: 978-2-266-11156-0
Хӑш-пӗр кӗнекесене ISBN10 индекса эквивалентлӑ 10 паллӑллӑ eISBN панӑ, вӑл ҫавӑн пекех ISBN13 (ISBN10 ҫумне 978 префикс хушса, ISBN10 индекса ISBN13 вариант ҫине куҫармасӑр) евӗр[6].
Яваплӑх
ISBN тытӑмне хутшӑнни кӗнеке кӑларакана ҫакӑн пек тума яваплать:
- кӑларӑмра ISBN индекса йышӑнмалла, вырнаҫтармалла;
- ISBN агентстви панӑ ISBN анчах усӑ курмалла;
- ISBN наци агентствине усӑ курнӑ номерсем ҫинчен, ят е юридици адресӗ улшӑнни ҫинчен, ӗҫ-хӗле чарса лартни ҫинчен пӗлтермелле;
- издательство ятне улӑштарсан тата ISBN тытӑмӗнче пӑхса хӑварнӑ ытти тӗслӗхсенче регистрантӑн ҫӗнӗ номерне вӑхӑтра илмелле;
кӑларакан ҫакӑншӑн явап тытать:
- урӑх издательство ISBN индексӗпе хӑйӗн кӑларӑмӗсене ирӗк памасӑр усӑ курнӑшӑн;
- ISBN индексне урӑх издательствӑна панӑшӑн.
Хушма информаци
ISBN издательство пакечӗн пайӗ, тӗп элеменчӗсенчен пери шутланать. Раҫҫейре ГОСТ Р 7. 0. 53-2007 тӑрӑх ӑна титул страницин аялта сулахай кӗтесӗнче е пӗрлехи титул страницин аялти сулахай пайӗнче вырнаҫтараҫҫӗ[7]. Кашни ҫӗнӗ кӗнекен, унӑн кашни кӑларӑмӗн, урӑх чӗлхене куҫарса кӑларнин е ҫӗнӗ калӑпӑшра кӑларнин хӑйӗн урӑх пӗтӗм тӗнчери стандартлӑ номерӗ пулмалла.
Кӑларӑмра икӗ тата ытларах тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗ тӑма пултарать, енчен те ку:
- нумай томлӑ кӑларӑм (томӑн номерӗ тата кӑларӑмӑн номерӗ);
- пӗрлехи кӑларӑм (пӗтӗм тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗ хыҫҫӑн вӗсене ҫаврака скобкӑсенче кӑтартса кашни кӑлараканӑн номерӗсем);
- пӗрремӗш хут куҫарура тухакан кӑларӑм (ISBN хыҫҫӑн ҫавра скобкӑсенче кӑтартса ҫырнӑ куҫару номерӗ тата оригинал номерӗ);
- комплектлӑ кӑларӑм, урӑхла каласан, папкӑна, футляра пуҫтарнӑ е пӗтӗмӗшле пӗр хуплашкана калӑпланӑ (хӑйӗн тата пӗтӗм тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗ, пӗтӗм комплект валли пӗтӗмӗшле номер)[4].
ISBN тӗрлӗ информаци ресурсӗсенче конкретлӑ кӑларӑм ҫинчен калакан информацие оперативлӑ шырама, кӗнекесен заказне лайӑхлатма, вӗсене сутнине тӗрӗслесе тӑма май парать.
Издатель ҫинчен калакан хыпарсене (ISBN идентификаторӗсем, адреслӑ даннӑйсем, специализаци) издательствӑсемпе кӑларакан организацисен пӗтӗм тӗнчери кӑтартмӑшне (акăл. Publishers’ International ISBN Directory) кӑларма Пӗтӗм тӗнчери ISBN агентствине параҫҫӗ[8].
Раҫҫей Федерацинче ISBN парассишӗн «Раҫҫей кӗнеке палати» Федерацин патшалӑх ӑслӑлӑх учрежденийӗ яваплӑ. ISBN — тӳлевлӗ, 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ун хакӗ хакӗ 1239 тенкӗ пулнӑ, 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче — 3960 тенкӗ[9].
Уйрӑмлӑхсем
Пӗтӗм тӗнчери стандартлӑ кӗнеке номерӗ ҫак кӑларӑмсене пырса тивмест[10]:
- периодикӑллӑ тата тӑсӑлакан (сериллӗ) кӑларӑмсене (журналсем, хаҫатсем, бюллетеньсем, тапхӑр-тапхӑр тӑсӑлакан сборниксем, ҫулсерен нумерленӗ кӑларӑмсем);
- вӑхӑтлӑх усӑ курма пичетлекен кӑларӑмӗсене (реклама, валеҫӳ материалӗсем, мероприятисен программисем, календарь планӗсем, кӗнеке йышши кӑларӑмсем шутланман календарьсем, тавар ҫинчен калакан документсем);
- кирек мӗнле чарак паллиллӗ кӑларӑмсене;
- листаллӑ кӑларӑмсене;
- нота кӑларӑмӗсене;
- ӳнер кӑларӑмӗсене;
- картографи кӑларӑмӗсене (атлассемсӗр пуҫне);
- диссертаци автореферачӗсене;
- препринтсене;
- нормативпа техника докуменчӗсен уйрӑм кӑларӑмӗсене (патентсем, стандартсем, прейскурантсем);
- лекцисен конспекчӗсене, вӗренӳ программисемпе планӗсене, карточка формиллӗ кӑларӑмсене.
Ӑнлантарусем
- ^ Что такое ISBN (выр.). https://www.libex.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ ISBN (выр.). natbook.org.by. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ Полный список идентификационных номеров стран и групп стран, объединённых языком издания (англ.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 29-мӗшӗ..
- ^ 1, 2 Вестник 4(21). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ Книги и журналы | GS1 (выр.). gs1md.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ Are You Ready for ISBN-13? Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ.
- ^ А. И. Акопов. [http://jour.vsu.ru/editions/books/akopov_publishing.pdf Общий курс издательского дела. Учебное пособие для студентов�журналистов] (выр.). http://jour.vsu.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ Акатан. Что такое ...?(паллӑ мар). www.sesjournal.ru (14 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ Варианты договоров на услуги предоставления ISBN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
- ^ https://gostassistent.ru/doc/6b39e2d2-3855-4fd9-851b-9753567de86a?utm_source=ya.ru&utm_medium=referral&utm_campaign=ya.ru&utm_referrer=ya.ru. gostassistent.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- The International ISBN Agency
- ISBN номерне йышӑнмалли йӗрке
- ISBN, УДК, ББК, штриховые коды, выходные данные (выр.). Издательское агентство «Типограф». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- Раҫҫей кӗнеке палатин официаллӑ веб-сайчӗ
- Издательсене ISBN енӗпе ӑнлантарни
- ISO 2108:2005 на www.iso.org
- Онлайн-конвертер ISBN.Org
- 10 паллӑллӑ тата 13 паллӑллӑ ISBN номерӗсене хархам тӗллӗн тӗрӗслемелли меслет
