Пӗтӗм тӗнчери туслӑх кунӗ
Тӗнчери туслӑх кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Friendship Day, исп. Día Internacional de la Amistad, китай 国际友谊日, фр. Journée internationale de l’amitié) — темиҫе ҫӗр-шыври уяв кунӗ, ӑна туслӑха халалласа, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява йӗркелесси ҫинчен ПНО Тӗп Ассамблейи 2011 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче 65-мӗш сессире (A/RES/65/275-мӗш резолюци) пӗлтернӗ[1].
Чи малтанах ку уява салам открыткисене кӑларакансем сарма хӑтланнӑ. Ҫак куна Кӑнтӑр Азире пропагандӑлакансем 1935 ҫулта Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ҫуралнӑ туссен кунне халалласа йӑлана кӗртесшӗн пулнӑ.
Уяв историйӗ
2014-мӗш ҫулхи юпан 27-мӗшӗнчи ПНО Тӗп секретарӗ Пан Ги Мун тухса каланӑ чухне ҫапла чӗнсе каланӑ:
Кӑҫал Пӗтӗм тӗнчери туслӑх кунӗн вӑхӑчӗ тӗнчери чылай вырӑнта вӑрҫӑсем анлӑ алхаснӑ самантпа, ҫынсем хушшинче пусмӑрпа пӗр-пӗрне шанманни аталаннӑ тапхӑрпа пӗр килет. Унччен килӗштерсе пурӑннӑ ҫынсем хӑйсен кӳршисемпе хирӗҫӳ кӑлартса тӑратакан пулӑмсемпе тӗл пулаҫҫӗ; пӗрле килӗшсе пурӑнмалли чухне ҫынсем пӗр-пӗринчен аякран та аяккарах уйрӑлса пыраҫҫӗ.
Пӗр-пӗринпе тӑшманланассипе хӗр-пӑшал тытса ҫапӑҫма пуҫлассин, ҫак хирӗҫӳсен сӑлтавӗ пулса тӑракан вӑйсем темле хӑватлӑ пулсан та этемӗн чун хавалӗ чылай вӑйлӑрах пулмалла. Ун валли ҫӗнтермелли майсем туса парасси пирĕн сӑваплӑран та вӑваплӑ ӗҫ.
Ҫак йывӑр та малашлӑха палӑртма май ҫук вӑхӑтсенче хирӗҫӳсем сиксе тухасран сыхланмашкӑн тата ҫирӗп мирлӗ пурнӑҫӑн ӗмӗрӗ валли вӑраха тӑсӑлакан никӗҫне хывмашкӑн пирӗн пӗр-пӗрне алӑ тӑсса парас пулать.
Пӗтӗм тӗнчери туслӑх кунӗ ячӗпе, эпир тӗрлӗ раса ҫынни пулсан та, тӗрлӗ тӗне пӑхӑнса пурӑнатпӑр пулин те, пирӗн арлӑх расна пулсан та, ар ҫыхӑнӑвӗ ҫине эпир тӗрлӗрен пӑхатпӑр пулсан та, пире чикӗсем уйӑраҫҫӗ пулин те, атьӑр-ха пире пӗр-пӗрне мӗн пӗрле ҫыхӑнтарни пирки аса илер. Айтӑр пӗрлӗхе аталантарар, мӗншӗн тесен эпир — пирӗн пӗртен-пӗр планета ҫинче пурӑнакан пӗр пӗрлӗх пулма тивӗҫлӗ этемлӗх ҫемйи. Эппин, чӑн-чӑн та ҫирӗп туслӑх йӗркелессишӗн тӑрӑшар.
Уявланин йӑли-йӗрки
Уява тӗнчери нумай ҫӗршывра паллӑ тунӑ май, унпа ҫыхӑннӑ йӑла-йӗрке те кашни патшалӑхрах тӗрлӗрен йӗркеленнӗ, ҫакӑ ытларах чухне вырӑнти культура йӑли-йӗрки ыттисенчен уйрӑлса тӑнипе ҫыхӑннӑ.
Раҫҫейре Туслӑх кунӗнче нацисен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетессине халалланӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Хуласенчи тӳремсенче, импровизациленӗ сценӑсем ҫинче ҫамрӑк актерсем наци культурине палӑртакан театрализациленӗ представленисем выляса кӑтартаҫҫӗ, конкурссемпе викторинӑсем ирттереҫҫӗ.
Пӗрешкел уявсем
- Тус кунӗ(выр.)чăв. (исп. Día del Amigo) — Кӑнтӑр Америкӑри уяв. Ӑна утӑн 20-мӗшӗнче Аргентинӑра, Эквадорта, Бразилире тата Уругвайра, ҫавӑн пекех утӑн 30-мӗшӗнче Парагвайра тата утӑн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Перура паллӑ тӑваҫҫӗ.
- Туссен кунӗ(выр.)чăв. (Пӗтӗм тӗнчери туссен кунӗ) — Раҫҫейре ҫӗртмен 9-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Международный день дружбы | Организация Объединенных Наций. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ День друзей и День дружбы. Когда и в каких странах отмечают. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.