Пӗтӗм тӗнчери шурӑ упа кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери шурӑ (поляр) упа кунӗ (акăл. International Polar Bear Day) — халӑх хушшинче полярти упасем ҫинчен пӗлтерес тата вӗсене сыхлас ӗҫ ҫине тимлӗх уйӑрас тӗллевпе кашни нарӑсӑн 27-мӗшӗнче палӑртакан уяв. 2008 ҫулта шурӑ упасене сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери Polar Bears International организаци хастарӗсем пуҫарса янӑ[1].

Шурӑ упа — тискер кайӑксен отрядӗнчи сӗтпе ӳстерекенсенчен ҫӗр ҫинче чи пысӑкки шутланать. Ӑна Раҫҫейӗн, Канадӑн тата АПШ Хӗрлӗ кӗнекисене, ҫавӑн пекех Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка сыхлакан союзӑн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ[2]. Юлашки организаци хакланӑ тӑрӑх вӑл «черчен тӗс» категори шутне кӗрет.

Историйӗ

Уява 2000 ҫулта йӗркеленӗ коммерциллӗ мар Polar Bears International (PBI) организаци хастарӗсем шутласа кӑларнӑ, ку организаци 1992 ҫулта АПШ территорийӗнче йӗркеленнӗ Polar Bears Alive активистсен пӗчӗк пӗрлешӗвӗн тӑсӑмӗ пулса тӑнӑ.

PBI хӑйӗн ӗҫне шурӑ упасен йышне упраса хӑварас тӗлӗшпе йӗркеленӗ: МИХсем пулӑшнипе, биолог ӑсчахсемпе тата ытти хастар ҫынсемпе пӗрле ку организаци йышне кӗрекенсем ҫак чӗрчунсем ҫинчен, вӗсен йышне упраса хӑварас тата вӗсене пурӑнма юрӑхлӑ условисем тӑвас тесе мӗнле ӗҫсем тумалли ҫинчен халӑха каласа параҫҫӗ.

Пӗтӗм тӗнчери шурӑ упа кунӗ шайӗнче халӑх умӗнче тематикӑллӑ акцисемпе пӗлӳ паракан мероприятисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Тӗпрен илсен вӗсене ҫутҫанталӑка сыхлакан тата экологи организацийӗсем, ҫавӑн пекех зоопарксемпе[3][4] заповедниксем йӗркелеҫҫӗ.

Раҫҫейре

Раҫҫей 1973 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче Ослора ҫак тискер чӗрчун пурӑнакан тӑрӑх кӗрекен пилӗк патшалӑх — Канада, Дани (Гренланди), Норвеги (Шпицберген), АПШ тата СССР — алӑ пуснӑ нумай енлӗ Шурӑ упасене сыхласа хӑварасси ҫинчен калакан Килӗшӗве пурнӑҫлакан патшалӑх. Килӗшӗве 1960-мӗш тата 1970-мӗш ҫулсенче шурӑ упасене ним йӗркисӗр персе пӑрахма пуҫланӑ тӗслӗхӗсем ӳснӗрен тунӑ. Йӗрке ҫукки шурӑ упасен йышне самай чакарасси патне илсе ҫитернӗ.

2007 ҫултан пуҫласа Килӗшӗве алӑ пуснӑ патшалӑхсем хушшинче тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Вӗсен вӑхӑтӗнче пурнӑҫланӑ ӗҫе пӗтӗмлетеҫҫӗ, малашнехи ӗҫсем пирки йышӑнусем тӑваҫҫӗ.

Тӗслӗхрен, тискер ҫут ҫанталӑкра шурӑ упасен йышне нумай вӑхӑтлӑха упраса хӑварассипе тивӗҫтерме 2015 ҫулта 10 ҫул хушшинче тумалли ӗҫсен циркумполярлӑ планне ҫирӗплетнӗ[5]. 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ку енӗпе тунӑ пӗрлехи ӗҫе пӗтӗмлетсе малашлӑх валли тӗллевсем лартнӑ[6]. Вӗсенчен пӗри — шурӑ упасен йышне туллин шута илни тата вӗсен мониторингӗ, чӗрчунсен ҫак ҫум тӗсӗн миҫе ҫулта пулнин тытӑмӗ ҫинчен калакан сведенисене ҫӗнетни, ҫавӑн пекех 2024 ҫулчченхи тапхӑрта вӗсен йышӗ мӗнле ушкӑнланнине тата вӗсем пурӑнакан вырӑна хаклани.

«Шурӑ упа ҫыравӗ»

Ҫак тӗллевпе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Раҫҫей лаптӑкӗнче Раҫҫей Федерацийӗн ҫутҫанталӑк министерстви йӗркелекен «Экологи» наци проекчӗн «Биологи енчен тӗрлӗлӗхе упраса хӑварасси тата экологи туризмне аталантарасси» федераллӑ проект шайӗнче «Шурӑ упа ҫыравӗ» экспедици пуҫланнӑ.

Унӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ Врангель утравӗ ҫинче иртнӗ, специалистсем унта 864 тискер чӗрчуна шутланӑ. 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Саха (Якути) Республикинчи «Упа утравӗ» заповедникра иртнӗ иккӗмӗшӗ вӑхӑтӗнче пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе усӑ курса 150 ытла шурӑ упа тупнӑ[7].

«Шурӑ упа тӗнчи» пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ

Ку конференци 2017 ҫултанпа Чукотка автономи округӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пуҫарӑвӗпе иртет, унӑн тӗп тӗллевӗ — шурӑ упасене йышне сыхласа хӑварасси, ҫавӑн пекех вӑл ҫак ҫӗр ҫинчи чи пысӑк тискер чӗрчун пирки информацие сарас тӗлӗшпе ӗҫлет. 2021—2023 ҫулсенче «Шурӑ упа тӗнчи» ирттерессине Раҫҫей Арктика канашӗнче председатель вырӑнне йышӑннӑ май тӗп мероприятисен планне кӗртнӗ.

2023 ҫулта Раҫҫей ҫутҫанталӑк министерстви, Росзаповедцентр, Вырӑс географи обществи, РӐА ИПЭЭ тата «Экофактор» экологи центрӗ» АНО пӗрле ӗҫлесе конференцие харӑсах икӗ площадкӑра ирттернӗ — пӗри Мускавра пулнӑ, тепри Анадырьте телекӗпер формачӗпе иртнӗ[8].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Международный день полярного медведя. Общество дикой природы. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  2. ^ Юлия Петрова. Белых медведей защитит международная конвенция. ВОО "Русское географическое сообщество" (12 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  3. ^ Московский зоопарк представит программу сохранения белых медведей - Российская газета (2017-04-24). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ Никита Камзин. Как сохранить популяцию белых медведей, рассказали в Московском зоопарке. Вечерняя Москва (7 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  5. ^ Россия и ещё 4 страны приняли план по сохранению белого медведя. ИА Регнум (10 авӑнӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  6. ^ Пресс-служба Минприроды России. Нацпроект «Экология»: планы Российской Федерации по сохранению белого медведя представлены на международной встрече стран ареала вида. Министерство природных ресурсов и экологии Российской Федерации (11 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  7. ^ Пресс-служба Минприроды России. Чистоплотный охотник и отличный пловец: 27 февраля в мире отмечают День полярного медведя. Министерство природных ресурсов и экологии Российской Федерации (27 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  8. ^ 19-21 марта VII международная конференция «Вселенная белого медведя» объединит экспертов, изучающих крупнейшего наземного хищника планеты. РОСЗАПОВЕДЦЕНТР (15 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.

Вуламалли

Категорисем