Раҫҫейри вӑрман пушарӗсем (2025)

2025 ҫулхи Раҫҫейри вӑрман пушарӗсемРаҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен вӑрмансене вут хыпса илнин тӗслӗхӗсем.

Прогноз

Рослесхоз информацийӗпе аномаллӑ ҫанталӑка пула 2025 ҫулта вӑрман пушарӗсем ытти чухнехинчен маларах пуҫланма пултараҫҫӗ[1]. Сахал юрлӑ хӗллене пула Тӗп федераци округне (ЦФО) ҫут ҫанталӑк пушарӗсем тухассине яланхи пек ака уйӑхӗн варринче мар пуш уйӑхӗн варринчех хатӗрленме хушу панӑ[2]. Ҫавӑн пекех вӑрманта пушар тухас тӗлӗшпе ҫынсенчен те нумай килет.

Вӑрмансен, вӑрман хуҫалӑхне тӗрӗс-тӗкел аталантарас енӗпе ӗҫлекен эксперчӗ (ҫавӑн пекех вӑл пушарсем тавра та лайах пӗлет) Алексей Ярошенко «Ҫӗр кашнине пырса тивет» проектра ҫапла каланӑ:

2025 ҫулта пушар тухас хӑрушлӑх ӳснин тӗп сӑлтавӗсем — Раҫҫейӗн вӑрманлӑ тӑрӑхсенчи чылай регионта ҫуркунне ир килӗ тесе шутлаҫҫӗ, унсӑр пуҫне ҫӗршывӑн анӑҫ енче питӗ типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Чӑн та ҫанталӑк типӗ пулассине калама йывӑртарах, ку пӗтӗмпех ҫуркуннепе ҫулла мӗн чухлӗ ҫумӑр ҫунинчен килет. Анчах та халех пӗлтӗрхи типӗ кӗркунне тата сахал юрлӑ хӗл тӑпрара тата юр айӗнче нӳрӗкӗн питӗ ҫитменни палӑрать[3].

Пушар тухас хӑрушлӑх 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Тӗп, Кӑнтӑр, Атӑлҫи, Ҫурҫӗр Кавказ федераци округӗсенчи 30 яхӑн регионта вӑйлӑ палӑрать. Ҫавӑн пекех Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче те хӑрушлӑх пысӑк. Йывӑрлӑх ытларах енӗпе Брянск, Белгород, Мускав, Воронеж облаҫӗсене, тата Курск, Орёл, Смоленск облаҫӗсен анӑҫ тата тӗп пайӗсене пырса тивет[4].

Пушӑн 14-мӗшӗ тӗлне пушарпа кӗрешмелли ятарлӑ режима Раҫҫей Федерацийӗн виҫӗ субъектӗнче палӑртнӑ: Калининград облаҫӗн пӗтӗм лаптӑкӗнче, Краснодар крайӗн икӗ муниципаллӑ виҫинче, Тинӗсҫум крайӗн 14 муниципаллӑ виҫинче.

Пушар хӑрушлӑхӗ тухма пултарассине Раҫҫей Федерацийӗн сакӑр субъектӗнче палӑртнӑ: Краснодар крайӗн пӗтӗм лаптӑкӗнче, Карачай-Черкессинче, Кабарда-Балкаринче, Чечен Республикинче, Белгород, Аҫтӑрхан, Калининград облаҫӗсенче, Тинӗсҫум крайӗн 18 муниципаллӑ виҫинче[5].

Пушарсемпе кӗрешессине укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси

Вӑрман пушарӗсемпе кӗрешме 2025 ҫулта федераци хыснинчен регионсене 20 млрд тенке яхӑн уйӑрнӑ, ку 2024 ҫулхи шайран пысӑкрах[6].

Регионсенчи пушарсем

Амур облаҫӗ

2025 ҫулхи ҫуркунне регионӑн пӗтӗм лаптӑкӗнче пушара хирӗҫле ятарлӑ режим йышӑннӑ. Ҫу уйӑхӗнче пушар Амур облаҫӗнчи Свободнӑй районӗнчи вӑрманта пулса иртнӗ, вӑйлӑ ҫиле тата типӗ ҫанталӑка пула вӑл хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ҫав шутра ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫулӑм «Восточный» космодром патӗнчи Циолковский хула патнех ҫитнӗ[7].

Байкалхыҫ крайӗ

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне регионта 57 пин ытла гектар лаптӑк ҫинче 32 пушар алхаснӑ. Тунгокочен, Чернышевск тата Чита районӗсенче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнӑ[8].

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Рослесхоз Байкалхыҫ крайӗнче федераци шайӗнчи инкеклӗ лару-тӑру режимне палӑртассине сӳтсе явни пирки пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗ тӗлне, 2025 ҫул пуҫламӑшӗнчен Раҫҫей лаптӑкӗнче тухнӑ мӗнпур вӑрман пушарӗсен йышӗнчен Байкалхыҫа тивекен тӳпе 60% танлашать[9].

2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Байкалхыҫра федераци шайӗнчи инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑннӑ[10].

2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне Байкалхыҫ крайӗнче 576 пин ытла гектарта 45 вӑрман пушарӗ алхаснӑ. Чита муниципаллӑ округне илес пулсан кӑна унта 31 пин ытла гектар ҫуннӑ. Раҫҫей МЧСӗн ҫӑлавҫисен ушкӑнне Сохондо(выр.)чăв., Яблоново(выр.)чăв. тата Тургутуй(выр.)чăв. ялсене куҫарнӑ, ҫулӑма сӳнтерме ҫавӑн пекех Раҫҫей МЧСӗн Ил-76 самолёчӗ хутшӑннӑ[11].

Тинӗсҫум крайӗ

Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче — пуш уйӑхӗнче Тинӗсҫум крайӗнче хӗлле юр сахаллине пула, ҫавӑн пекех ҫынсене пула вӑрмансем йышлӑ ҫунма пуҫланӑ. Вут-ҫулӑма анлӑ сарӑлма вӑйлӑ ҫил пулӑшнӑ.

Ростов облаҫӗ

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Батайск ҫывӑхӗнче Тӑварлӑ кӳлӗпе юнашар ландшафт пушарӗ пуҫланнӑ, типӗ курӑкпа хӑмӑш ҫунма тытӑннӑ. Вӑл кайӑксен йӑвисемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ, хура тӗтӗмпе Дон ҫинчи Ростова хупӑрласа илнӗ[12].

Тӗмен облаҫӗ

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа регионта пушарпа кӗрешмелли тапхӑр режимне йышӑннӑ. Тӗмен хулинче «пушартан сыхланмашкӑн хула вӑрманӗсене халӑха кӗме чарасси ҫинчен» постановлени кӑларнӑ[13].

Хабаровск крайӗ

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Александр Козлов Хабаровск крайӗн пушар хӑрушлӑхне халалланӑ лару ирттернӗ. 2024 ҫулта ку регион Раҫҫейри вӑрман пушарӗсенчен чи вӑйлӑ шар курнӑ пилӗк регион шутне кӗнӗ, кунта вӑрман фончӗн 3,3 % ытла лаптӑкӗ шар курнӑ[14].

Хакаси

Ака уйӑхӗн 19–20-мӗшӗсенче республикӑри тӑхӑр районпа хулара пушар тухнине, ҫав шутра типӗ курӑка ҫунтарни алхасма пуҫланине палӑртнӑ[15].

Буряти

2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен Бурятире вӑрман пушарӗсем алхаснине пула регион шайӗнчи инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи ирхи вӑхӑт тӗлне регионта Баунт эвенк(выр.)чăв. тата Еравнӑй(выр.)чăв. районӗсенче пӗтӗмӗшле 53 208 га лаптӑкра 22 вӑрман пушарӗ алхаснӑ[16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Лесные новости | Рослесхоз (выр.). rosleshoz.gov.ru (12 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ Рослесхоз ожидает лесные пожары в центре России в марте (2025-02-12). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ Худший пожарный прогноз за последние пять лет(паллӑ мар). earthtouches.me (26 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ Из искры: лесные пожары могут начаться в 30 регионах уже в марте (2025-02-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  5. ^ Авиалесоохрана: О лесопожарной обстановке в России на 00:00 мск 14.03.2025 г. НАНС (14 пушӑн 2025).
  6. ^ Дмитрий Патрушев: Для борьбы с лесными пожарами в 2025 году регионы получат из федерального бюджета почти 20 млрд рублей - Арктикпост (выр.). arcticpost.ru (14 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ МЧС России. Telegram. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  8. ^ В Забайкалье горит 32 пожара, с утра их было на три больше (2025-04-07). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
  9. ^ В Забайкалье из-за лесных пожаров могут ввести федеральный режим ЧС (2025-04-17). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
  10. ^ В Забайкальском крае ввели федеральный режим ЧС из-за лесных пожаров (2025-04-23). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
  11. ^ МЧС России. Telegram. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  12. ^ «Апокалипсис рядом с нами»: зарево пожара возле Батайска видно за километры (2025-04-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  13. ^ Тюменцам запретят посещать городские леса. СПИСОК (2025-03-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  14. ^ К глобальным таежным пожарам готовятся в Хабаровском крае (2025-04-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  15. ^ Масштабные пожары охватили Хакасию (2025-04-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
  16. ^ В Бурятии в связи с лесными пожарами объявили режим ЧС (2025-05-13). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Категорисем