Раҫҫейри транспорт полицийӗн кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Уяв
Раҫҫейри транспорт полицийӗн кунӗ
ШӖМ ялавӗн пит енӗпе хыҫ енӗ
ШӖМ ялавӗн пит енӗпе хыҫ енӗ
Тӗсӗ Професси уявӗ
Урӑхла Раҫҫей транспорт полицийӗнче ӗҫлекенсен кунӗ
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун нарӑс, 18
Уявлаҫҫӗ Раççей ФедерацийĕFlag of Russia.svg Раççей Федерацийĕ
Ҫыхӑннӑ «Ведомствӑсен чукун ҫул хуралӗн комиссине йӗркелесси ҫинчен» ВЦИК декретне алӑ пусни
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Раҫҫей транспорт полицийӗнче ӗҫлекенсен кунӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти Ӗҫсен министерствин транспортӗнче йӗрке хураллакан уйрӑмӗнче ӗҫлекенсен официаллӑ мар професси уявӗ. «Раҫҫейри транспорт полицийӗн ӗҫченӗсен кунне Раҫҫей Федерацийӗнче ҫулсерен, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче, паллӑ тӑваҫҫӗ[1]. Ӗҫ кунӗ шутланать.

Уяв историйӗ

Раҫҫейӗн совет саманинче Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп Ӗҫ тӑвакан Комитет (ВЦИК) «Чукун ҫул милицийӗпе чукун ҫул хуралне йӗркелесси ҫинчен» декрета 1919 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ кунхине ҫирӗплетнӗ[3][4]. Тӗрӗссипе ҫакӑ РФ ШӖМӗн Чукун ҫул, юханшыв тата сывлӑш транспорчӗн объекчӗсенче йӗрке хураллакан сутрктурӑсен уйрӑмне йӗркеленин, ҫавӑн пекех Совет Союзӗнче ятарлӑ тата ҫар тиевне турттаракан транспорта никӗсленин пӗрремӗш утӑмӗ пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫак уйрӑм «Раҫҫей ШӖМ транспорчӗн тӗп управленийӗ» ятлӑ. Ҫак главк Раҫҫей ШӖМӗн Федераци округӗсенчи Транспорт управленийӗсен оперативлӑ тата служба ӗҫ-хӗлне тӗрӗслесе тӑрать, вӗсен ӗҫне координацилет.

Транспорт милицине чи малтанах чукун ҫулсене хураллама йӗркеленӗ пулнӑ. Департамент тытӑмне улшӑнусем кӗртме пурнӑҫ хӑй хистенӗ. Тӗслӗхрен, СССР Шалти ӗҫсен министрӗ Николай Щёлоков 0673 №-лӗ «СССР ШӖМӗн Мускаври милици управленийӗпе следстви пайӗн сывлӑшри транспортӑн структурипе штатне ҫирӗплетесси ҫинчен» хушӑва Надежда Курченко бортпроводницӑн сывлӑшри террористсене хирӗҫ пӗр-пӗччен кӑна тӑма тивнӗ хыҫҫӑн пулса иртнӗ, ун чухне вӑл, хӑйӗн пурӑнӑҫне шеллемесӗр, «Аэрофлот» самолетне хӑваласа каяссинчен упраса хӑварнӑ. Ҫапла май вара черченкӗ хӗр вырӑнне терроризмпа тата йӗрке пӑснипе кӗрешекен фронта профессионалсем йышӑннӑ. 1980-мӗш ҫулхи Олимпиада умӗн, Мускав юханшывӗн акваторинчи йӗркене хураллама йӗркеленӗ[1].

Cывлӑш тата шыв транспортӗнчb Раҫҫей ШӖМӗн Мускав УВД начальникӗ Юрий Павлович Кулик милици генерал-майорӗ 2009 ҫулта ҫапла каланӑ: «Сывлӑшпа шыв транспорчӗ ҫинчи УВД историйӗ управлени ӗҫченӗсем туса ирттернӗ нумай чӑн-чӑн ӗҫрен тӑрать, пирӗн ӗҫтешсем сывлӑшри тата шыври объектсем ҫинче ҫынсем хӑйсене хӑрушлӑхра ан туйччӑр тесе хӑйсен ҫӑмӑл мар службине пурнӑҫлаҫҫӗ».

«Раҫҫейри транспорт полицийӗн кунӗ» официаллӑ шайра уяв пек шутланмасть пулин те, ҫак кун транспортра вӑй хуракан шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене ШӖМӗн аслӑ пуҫлӑхӗсем саламлаҫҫӗ. Транспорт полицийӗн регионти управленийӗсем, май пур чухне, хӑйсен уйрӑмне никӗсленӗ кунне халалласа тӗрлӗ уяв мероприятийӗсем йӗркелеҫҫӗхисеп хучӗсемпе, тав сӑмахӗсемпе, укҫан преми парса, хаклӑ парнепе тата ырӑ сунса чыслаҫҫӗ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1 тата 2 «18 февраля — День работников транспортной полиции России» // 67.mvd.ru. çăлкуçран архивланă 10 Чӳк уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 10 Чӳк уйӑхӗн 2013.
  2. ^ Сборник декретов и постановлений Советской власти по народному хозяйству : Москва : ВСНХ, 1918—1921. — 26 см. Вып. 1: (25 октября 1917 г. — 15 октября 1918 г.). — 1918. — XXXIX, 7, 1055 с.
  3. ^ 18 февраля. Декрет ВЦИК об организации железнодорожной милиции и железнодорожной охраны // Подлинник, в протоколе Президиума ВЦИК № 21; гербовая печать: Российская Социалист. Федерат. Сов. Республ. Всероссийск. Центр. Исполн. Комитет Советов раб., крест., казач. и красноарм. деп. ЦГАОР, ф. 1235, oп. 36, ед. хр. 65, лл. 79—80. «Известия» № 40, 21 февраля; «Собрание Узаконений», 1919, № 5, cт. 46.
  4. ^ [www.calend.ru/holidays/0/0/201/ День работников транспортной милиции России — 18 февраля. // calend.ru]
  5. Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи копийӗ
  6. Regnum (2006-04-28). Тĕрĕсленĕ 13 Ҫурла уйӑхӗн 2010.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

  • Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫлекенсен кунӗ
  • Обществӑри хӑрушсӑрлӑх милицийӗн кунӗ (МОБ)
  • Юрист кунӗ
  • Раҫҫейри уголовлӑ шырав ӗҫченӗсен кунӗ
  • ОМОН кунӗ
  • РФ ШӖМ штаб уйрӑмӗсене йӗркеленӗ кун
  • Милицин участковӑй уполномоченнӑйӗсен кунӗ
  • Следстви органӗсен ӗҫченӗн кунӗ
  • Чукун ҫул транспорчӗн ведомство (хӗҫпӑшалланӑ) хуралӗн кунӗ

Каҫӑсем