Ремеслова Людмила Юрьевна
Ремеслова Людмила Юрьевна (хӗр чухне Кузьмина; ҫур. 1987 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ, Яманак ялĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетки, стипльчез ӑсти. 2005—2016 ҫулсенче спортпа професси шайӗнче аппаланнӑ, Раҫҫей сборнӑйӗн членӗ, Шэньчжэнри Универсиадӑра кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи тата призёрӗ, тӗнчери пысӑк ӑмӑртусене, ҫав шутра Барселонӑри Европа чемпионатне хутшӑннӑ. Чӑваш Еншӗн тата Мускав облаҫӗшӗн ӑмӑртнӑ. Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ.
Кун-ҫулӗ
Людмила Кузьмина 1987 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралнӑ[2].
С. И. Егоров, В. Н. Щербак, М. П. Кузнецов тренерсем ертсе пынипе ҫӑмӑл атлетика енӗпе хатӗрленнӗ.
2005 ҫултан пуҫласа Раҫҫей шайӗнчи юниорсен тата ҫамрӑксен тӗрлӗ ӑмартӑвӗсене хутшӑннӑ.
2007 ҫулта Тулӑри иртнӗ 3000 метра чӑрмавсем урлӑ чупассинче Раҫҫейри ҫамрӑксен чемпионатӗнче бронза медалӗ ҫӗнсе илнӗ.
2008 ҫулта Челепире иртнӗ Раҫҫейри ҫамрӑксен чемпионатӗнче стипльчез енӗпе кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
2009 ҫулта Саранскра иртнӗ хӗллехи ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗнче ҫав дисциплинӑрах ҫӗнтернӗ, Хусанта иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи ҫамрӑксен ҫуллахи ӑмӑртӑвӗнче бронзӑна тивӗҫнӗ. Студентка пулнӑ май Белградра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑна хутшӑннӑ, стипльчез финалӗнче унта финиша тӑххӑрмӗш ҫитнӗ.
2010 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ турнирта ҫӗнтернӗ, Мускавра иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи хӗллехи чемпионатра 13-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Саранскра иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи ҫуллахи чемпионатра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Раҫҫейӗн наци сборнӑйӗн тӗп йышне лексен Барселонӑра иртнӗ Европа чемпионатне хутшӑннӑ — чӑрмавсем урлӑ 3000 метр чупас енӗпе малтанхи квалификаци тапхӑрӗнче 10:10.83 вӑхӑт кӑтартнӑ, ку вара финала тухма ҫителӗксӗр пулнӑ. Ҫавӑн пекех ҫав сезонрах Францире иртнӗ DécaNation турнирта бронза ҫӗнсе илнӗ.
2011 ҫулта Португалире тата Испанире иртнӗ тӗнчери турнирсенче, Еринора иртнӗ Раҫҫей Кубокӗнче чи лайӑх результатсем кӑтартнӑ, Шупашкарта иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче 9:26.03 харпӑр рекордпа финиша иккӗмӗш ҫитнӗ, каярахпа Юлия Зариповӑна(выр.)чăв. допингшӑн дисквалификациленӗ пирки пӗтӗмлетӳ протоколӗнче пӗрремӗш вырӑна хӑпарнӑ. Шэньчжэнре иртнӗ Универсиадӑна хутшӑннӑ, унта вӑл хӑйӗн дисциплининче кӗмӗл награда ҫӗнсе илнӗ.
2012 ҫулта АПШ-ра иртнӗ тӗнче шайӗнчи Prefontaine Classic турнирта чӑрмавсем урлӑ 3000 метр чупса саккӑрмӗш пулса палӑрнӑ. Мускавра иртнӗ хӗллехи Раҫҫей чемпионатӗнче тата Шупашкарта иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи ҫуллахи чемпионатра стипльчез чупнӑ, анчах призёрсен шутне лекмен.
2016 ҫулхи сезон вӗҫленсен спорт карьеринчен кайнӑ[3].
Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкар хулинчи «Непоседы» 203-мӗш ача пахчи» муниципалитетӑн бюджетлӑ шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗнче ишев инструкторӗ пулса ӗҫленӗ[4]. Чӑваш Енри Красноармейски округӗнче Людмила Ремеслова-Кузьмина парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ[5].
Спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн «Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=2739505&gov_id=67
- ^ Кузьмина Людмила Юрьевна. Красноармейский район Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ.
- ^ Людмила Ремеслова — IAAF сайтри профиль(акăлч.)
- ^ Ремеслова Л.Ю. Плавание — одно из важнейших средств физического воспитания дошкольников (выр.). Воспитатель.ру. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ В Красноармейском муниципальном округе пройдут республиканские соревнования по легкой атлетике на призы Людмилы Ремеловой-Кузьминой (выр.). Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики (5 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ Ремеслова (Кузьмина) Людмила Юрьевна. RusAthletics. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.