Румянцева Надежда Васильевна
Надежда Васильевна Румянцева (1930 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ, Потапово[d], Анӑҫри область[d] — 2008 ҫулхи акан 8-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн театрпа кино актриси, диктор, телеертӳҫӗ. РСФСР халӑх артисчӗ.
Пурнӑҫӗ
1930 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнчи Потапово ялӗнче ҫуралнӑ[1]. Шкулта вӗреннӗ чухне художество самодеятельноҫне хастар хутшӑннӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче агитбригада йӗркелесе госпитальсенче ҫапӑҫура аманнӑ салтаксем умӗнче тухса калаҫнӑ. 1949 ҫулта Тӗп ача-пӑча театрӗ ҫумӗнчи студине вӗренсе пӗтернӗ.
1955 ҫулта ВГИК-ран (Борис Бибиковпа Ольга Пыжова мастерскойӗ) вӗренсе тухнӑ[2]. Кинори пӗрремӗш ролӗ — «Пурнӑҫа хирӗҫ» (1952) фильмри Катя Снегирёва[3]. Актриса «Хӗрсем» (1961) тата «Бензоколонка королеви» (1962) фильмсенче вылянӑ хыҫҫӑн пӗтӗм СССР-пе паллӑ пулса тӑнӑ. 1967 ҫул хыҫҫӑн вӑл дипломата качча кайнӑ та нумай вӑхӑт ют ҫӗршывсенче пурӑннӑ.
1970 ҫулсенче СССР-а таврӑнсан мультфильмсемпе киносене сасӑ кӗртме тытӑннӑ. Унӑн сассипе «38 попугаев» мультфильмри Мартышка, «Кӑвакал калавӗсем», «Зита и Гита», «Рабыня Изаура» персонажӗсем калаҫаҫҫӗ. Пӗр вӑхӑт вӑл телевизорпа вырсарникунсерен тухакан «Будильник» кӑларӑма ертсе пынӑ.
Надежда Румянцева 2008 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Мускав клиникинче вилнӗ. Ӑна Армян ҫӑвинче пытарнӑ[4].
Харпӑр пурнӑҫӗ
Пӗрремӗш упӑшки — Владимир Шурупов актёр. Иккӗмӗш упӑшки — Вилли Хштоян дипломат, вӗсем 1967 ҫултанпа актрисӑн пурнӑҫӗ вӗҫлениччен пӗрле пурӑннӑ. Актрисӑн ачисем пулман.
Фильмографи
Илемлĕ фильмсем
- 1952 — Навстречу жизни
- 1953 — Алеша Птицын вырабатывает характер
- 1955 — Морской охотник
- 1955 — Мексиканец
- 1955 — Сын
- 1956 — Море зовет
- 1957 — Звездный мальчик
- 1957 — Гори, моя звезда
- 1958 — Очередной рейс
- 1959 — Неподдающиеся
- 1960 — Трижды воскресший
- 1961 — Вольный ветер
- 1961 — Девчата — Тося
- 1963 — Королева бензоколонки — Людмила Васильевна Добрыйвечер
- 1963 — Полустанок
- 1964 — Павлуха
- 1964 — Женитьба Бальзаминова — Раиса
- 1964 — Легкая жизнь
- 1966 — Черт с портфелем
- 1966 — Крепкий орешек — Рая Орешкина
- 1975 — Ау-у!
- 1976 — Несовершеннолетние
- 1981 — Проданный смех
- 1981 — Тайна, известная всем
- 1983 — Вольный ветер
- 1983 — Женатый холостяк
- 1988 — ЧП районного масштаба
- 1990 — Стервятники на дорогах
- 2003 — Чудная долина
- 2005 — Нечаянная радость
Фильмсене сасă кĕртни
- 1966 — Кавказская пленница, или Новые приключения Шурика — Нина
- 1966 — Как украсть миллион — Николь Боннэ
- 1976 — Настоящий тбилисец и другие
- 1989 — Частный детектив, или Операция «Кооперация» — Лена
- 1993 — Твин Пикс — Лора Палмер, Донна Хэйворд, Одри Хорн, Люси Моран, Мэдлин Фергюссон, Шелли Джонсон, Джози Пэккард, Энни Блэкберн и др.
Мультфильмсене сасă кĕртни
- 38 попугаев — мартышка
- Привет мартышке — мартышка
- Бабушка удава — мартышка
- Утиные истории (вырӑсла дубляж) — Дилли (кӑвакал чӗппи)
- Ловушка для кошек (вырӑсла дубляж) — Куки (йӗкехӳре — гангстер)
- Топо Джиджио (вырӑсла дубляж) — Джина (хӗрача)
Хисепӗсем
- 1960 ҫул — Пӗтӗм Союзри кинофестиваль (Минск) лауреачӗ («Актёрсен премийӗ» номинаци);
- 1962 ҫул — Буэнос-Айресри тӗнчери кинофестиваль призӗ («Хӗрсем» фильмри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшӗн);
- 1963 ҫул — РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ;
- 1991 ҫул — РСФСР халӑх артисчӗ;
- 2002 ҫул — Хисеп орденӗ (Раҫҫей) — культура тата ӳнер енӗпе нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, халӑхсем хушшинчи туслӑхпа пӗрлешӳлӗхе ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хушнӑшӑн[5].
Астӑвӑм
Актриса вилнӗ хыҫҫӑн унӑн упӑшки Вилли Хштоян Надежда Румянцевӑн тумтирне Александр Васильев мода историкӗн коллекцине панӑ. Ҫав япаласем 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мускав музейӗнче уҫӑлнӑ «Мода истори тӗкӗрӗнче. XIX—XX ӗмӗрсем» куравра экспонатсем пулса тӑнӑ.
2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Белая Церковь хулинче «Бензоколонка королеви» фильма ӳкернӗ ҫурт ҫине Надежда Румянцева актрисӑна халалласа асӑну хӑми лартнӑ[6].
2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Курган хула Думин йышӑнӑвӗпе Левашово микрорайонӗнчи ҫӗнӗ урамсенчен пӗри актриса ятне панӑ[7].
Кăсăк фактсем
- Нумай çын «Ну, погоди!» мультфильмри Мулкач сассипе Румянцева калаçнă тесе шутлаççĕ, тĕрĕсспе Мулкача Клара Румянова сасă кĕртнĕ[8][9].
Ӑнлантарусем
- ^ Надежда Румянцева. Биография (выр.). kino-teatr.ru (11 ҫӑвӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Румянцева, Надежда Васильевна (выр.). ТАСС, информационное агентство. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Надежда Румянцева. Фильмография (выр.). kino-teatr.ru (11 ҫӑвӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Надежду Румянцеву похоронят сегодня на армянском кладбище. kp.ru. Комсомольская правда (12 акан 2008). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 31.01.2002 г. № 116 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» (выр.). www.kremlin.ru. Официальный сайт Кремля (31 кӑрлачӑн 2002). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Photo of маг. Каштан. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Новые улицы Кургана. www.kurgan-city.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Надежду Румянцеву похоронят сегодня на армянском кладбище
- ^ Скончалась Надежда Румянцева 2009 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче архивланӑ.
Каҫӑсем
- Надежда Румянцева 2007 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Nashfilm.ru çинче
- Известия. Ру
- Надежда Румянцева(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- km.ru 2008 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ.