Рыбкин, Василий Фёдорович

Васи́лий Фёдорович Ры́бкин (ҫур. 1920 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Нарат Чакки, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет тата Раҫҫей аслӑ шкул ӗҫченӗ. Тăван Çĕршыв Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăрçă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1920 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесĕн Нарат Чакки ялĕнче (призыв вăхăтĕнче — Чăваш АССРĕн Октябрьски районĕ, халь Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕ). 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ăна Шупашкар район ҫар комиссариачӗ РККА ретне илнӗ. 1943 ҫулта вăл çапӑҫакан ҫар йышӗнче ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1942 ҫулта ӑна сывлӑш-ҫар вӑйӗсене куҫарнӑ, вăл лейтенант званине илнӗ. 1944 ҫулта Хӗрлӗ Ҫарӑн Тӗп командованийӗн инҫет разведкӑн 47 гварди авиаци полкӗн йышӗнче лётчик-сӑнавҫӑ пулса тӑнӑ. Ҫак тапхӑрта чукун ҫул узелӗсене, станцисене, хуласемпе аэродромсене тӗпчесе сӑн ӳкернӗ. Ҫар задачисене пурнӑҫланӑ, тӑшман авиаци вырнаҫӑвӗсем тата транспорт юхӑмӗсем ҫинчен хаклӑ даннӑйсем илсе килнӗ.

Инҫет разведкӑна 10 ҫар вӗҫевӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн патшалăх наградине — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ордена — тивӗҫнӗ. 1944 ҫулта аманнӑ хыҫҫӑн Мускаври 1072 СЭГ госпитале лекнӗ, унтан — Шаболовск-Хавск больницине. Вӑрҫа Василий Федорович гварди лейтенанчӗ званипе пӗтернӗ[2].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӑй хунӑ[1].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем