Статистика ӗҫченӗн кунӗ (Раҫҫей)
Уяв | |
Статистика ӗҫченӗн кунӗ | |
Ӳкерчĕк:День работника статистики.jpg | |
Тӗсӗ | Професси уявӗ |
---|---|
Ҫирӗплетнӗ | 2014 |
Йӗркеленӗ | Росстат |
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | ҫӗртме, 25 |
Уявлаҫҫӗ | Раççей Федерацийĕ |
Ҫыхӑннӑ | статистика |
Статистика ӗҫченӗн кунӗ — професси уявӗ. Ҫулсерен Раҫҫейре ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
ПНО Статистика комиссийӗ йӗркеленӗ Пӗтӗм тӗнчери статистика кунне юпан 20-мӗшӗнче пилӗк ҫулта пӗрре паллӑ тӑваҫҫӗ. СССР арканнӑ хыҫҫӑн йӗркеленнӗ республикӑсенче статистиксен професси уявне тӗрлӗ кунсенче паллӑ тӑваҫҫӗ: Казахстанра — чӳкӗн 8-мӗшӗнче, Украинӑра — раштавӑн 5-мӗшӗнче, Беларуҫре — ҫурлан 23-мӗшӗнче.
Уяв историйӗ
Раҫҫейре статистика ӗҫ-хӗлӗ XVIII ӗмӗрӗн вӗҫӗнче пуҫланса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун чухне, усламҫӑсене ирӗк панӑ хыҫҫӑн вӗсен йышӗ самай ӳснӗрен вӗсем экономикӑпа общество пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗпчемелли ыйту палӑрнӑ.
1802 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Высочайший манифест» йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн кашни министр ҫулталӑк вӗҫӗнче Императора Правительство Сеначӗ урлӑ хӑйне шанса панӑ ведомствӑсене мӗнле тытса пыни пирки ҫырса отчет памалла пулнӑ. Шӑпах ҫак вӑхӑтран Раҫҫейри статистикӑн ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесси тата тытӑмне хатӗрлес ӗҫ пуҫланнӑ та.
1811 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче I Александр император полици министерствине туса хуни ҫинчен манифеста алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, ун чухне Карл Герман ертсе пыракан статистика уйрӑмне йӗркеленӗ.
1834 ҫулта Шалти ӗҫсен министерствин Канашӗнче уйрӑм Статистика уйрӑмне йӗркеленӗ, унӑн тӗллевӗ шутне Шалти ӗҫсен министерствине пӑхӑнса тӑракан мӗнпур чаҫсем пирки тӗплӗн тата тӗрӗс ҫырса кӑтартасси кӗнӗ.
1863 ҫулта II Александр Статистика канашне тата Шалти ӗҫсен министерстви ҫумӗнчи Тӗп статистика кабинетне йӗркеленӗ. Вӗсем вырӑнти комитетсенчен тата ытти ведомствӑсенчен килекен сведенисене йӗркене кӗртессишӗн яваплӑ пулнӑ.
1866 ҫулта «Раҫҫей империйӗн статистика вӑхӑтлӑхӗ» ятпа ҫулсерен тухакан Раҫҫейри пӗрремӗш статистика кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.
1897 ҫулта ҫӗршывра пӗрремӗш хут халӑх ҫыравне ирттернӗ.
1918 ҫулта Тӗп статистика управленине йӗркеленӗ, вӑл тӑтӑшах халӑх йышне, промышленость тата ял хуҫалӑх объекчӗсене шутласа пынӑ. СССР патшалӑх статистикин тытӑмӗнчи паллӑ пулӑмсенчен пӗри 1920 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав комплексне ирттерни пулса тӑнӑ — ун чухне кӗскен промышленность предприятийӗсене, халӑх йышӗпе профессисене, ял хуҫалӑха шутланӑ. Ҫак тӗпчевсен никӗсӗ ҫинче, сӑмахран, Раҫҫее электрификацилемелли патшалӑх планне хатӗрленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче статистика ӗҫ тата пурлӑх ресурсӗсене оперативлӑ шута илессипе, производство вӑйӗсене ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫ районӗсене куҫарасипе ҫыхӑннӑ пысӑк тӗллевсене пурнӑҫланӑ.
1987 ҫулта правительство йышӑнӑвӗпе СССР Тӗп статистика управленийӗ вырӑнне СССРӑн статистика енӗпе ӗҫлекен патшалӑх Комитечӗ туса хунӑ[1].
Евростатпа, ПНО организацийӗсемпе, Пӗтӗм тӗнчери валюта фончӗпе, Пӗтӗм тӗнчери банкпа тата ытти учрежденипе пӗрле ӗҫленӗ[2].
Патшалӑх статистикин федераллӑ службине йӗркеленӗ[3].
Раҫҫейри Статистика ӗҫченӗн кунне 2014 ҫулта Росстат приказӗпе йышӑннӑ[4].
Уява ирттернӗ чухнехи йӑласем
Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче статистикӑпа ӗҫлекен учрежденисенче уҫӑ алӑксен кунӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Статистика ӗҫченӗн кунӗнче ҫавӑн пекех отрасль ветеранӗсемпе паллӑ ӗҫченӗсене чыслаҫҫӗ.
Кам палӑртать
Статистика ӗҫченӗн кунне Росстат ӗҫченӗсем, аналитиксем, уйрӑм статистика организацийӗсенче ӗҫлекенсем палӑртаҫҫӗ.
2020 ҫул тӗлне Росстат шутне 66 территори статистика органӗ, ҫавӑн пекех 22 управление пӗрлештерекен Тӗп аппарат кӗнӗ. Росстатра 17 пин ытла ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 15 580 патшалӑх служащийӗ, патшалӑх ӗҫченӗсенчен 92 % — хӗрарӑмсем, 8 % — арҫынсем[5].
Хальхи статистика
Росстат обществӑн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫӗнче пулса иртекен массӑллӑ процессемпе пулӑмсем ҫинчен пӗлтерекен статистика даннӑйӗсене пухас, вӗсене йӗркелес, упрас тата тишкерес енӗпе ӗҫлет. Статистикӑн официаллӑ даннӑйӗсене тӗпе хурса Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен аталану стратегине хатӗрлеҫҫӗ. Халӑх ҫыравӗпе статсӑнавсем ирттернисӗр пуҫне патшалӑх статистики хӑйӗн ӗҫӗнче халӑх кӑсӑкланӑвне палӑртакан информацие те пухса тишкерет: халӑх йышӗ пирки демографи даннӑйӗсем, ӗҫпе тивӗҫтерни, ӗҫсӗрлӗх шайӗ, халӑх тупӑшӗпе тӑкакӗ, ырлӑх-пурлӑх шайӗ, чирленипе сусӑрланнин шайӗ, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ учрежденийӗсем ҫинчен пӗлтерекен даннӑйсем. Росстатӑн хальхи тӗллевӗсен шутне статистикӑна пӗр вырӑна пухасси, информаципе ӗҫленӗ чухне ҫӗнӗ технологисене алла илесси кӗрет[6].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- Патшалӑх статистикин ӗҫченӗсен кунӗ (Беларуҫ)
- Статистика ӗҫченӗн кунӗ (Украина)
- Медицина ӗҫченӗн кунӗ
- Пӗтӗм тӗнчери статистика кунӗ
Ӑнлантарусем
- ^ Хронология российской статистики.
- ^ 25 июня — День работника статистики в 2023 году: история и традиции праздника (2023-06-24).
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 09.03.2004 г. № 314. О системе и структуре федеральных органов исполнительной власти.
- ^ Установление профессионального праздника - Дня работника статистики (2014-08-20).
- ^ Российские статистики отмечают профессиональный праздник (2020-06-25).
- ^ Пресс-релиз: 25 июня – День работника статистики.
Каҫӑсем
Раççейри пĕтĕмĕшле халăх çыравĕсем |
|
---|---|
Раççей империйĕ |
1897 |
СССР |
1926 • 19371 • 1939 • 1959 • 1970 • 1979 • 1989 |
Раҫҫей Федерацийӗ | |
1 Официаллă «дефектлă» тесе йышăннă |