Пурнӑҫӗпе кун-ҫулӗ

1908 ҫулхи раштавӑн 15-мешӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Шупашкар районӗ) Иккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

Иккасинчи шкулта пӗлӳ илнӗ. 1929 ҫулта Чӑваш педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ[2].

Вӑрҫа каяс умӗн Кӳкеҫри пуҫламӑш шкулта, Иккасинчи хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче (1930), Хыркассинчи хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Ҫатра-Лапсар тулли мар вӑтам шкулӗнче ӗҫленӗ[1].

1942 ҫулта Ленинградри артиллери училищинчен вӗренсе тухнӑ. Лейтенант ҫар званине тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче гаубица артиллерийӗн полкӗн перекен взвод командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ[1].

Вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн Иккассинчи тата Колешшари шкулсенче ӗҫленӗ, Икассинчи тулли мар вӑтам шкулта пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ, директорӗ пулса тӑрмашнӑ. Каярах Шупашкар районӗн халӑх вӗрентӗвӗн пайӗнче инспектор пулнӑ[2].

Хисепӗсем

Павел Фёдоровича ҫакӑн пек медальсемпе-орденсемпе чысланӑ[2]:

Ҫемье

Павел Фёдорович кил-йышӗнче пурӗ 6 ача пулнӑ[6].

Унӑн виҫӗ хӗрӗ те педагогика ҫулӗпе кайнӑ, кӗрӳшӗсене тата мӑнукӗсене шута илсен педагогсен династийӗ аслӑ[7]:

  • хӗрӗ — Михайлова Муза Павловна — математика учителӗ пулнӑ;
    • кӗрӳшӗ — Михайлов Александр Михайлович — Иккасси шкулӗнче физкультура вӗрентнӗ, Шупашкар районӗн ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче тренер-преподаватель пулса вӑй хунӑ;
      • мӑнукӗ — Екатерина — хими вӗрентекенӗ;
      • мӑнукӗ — Олег — физкультура вӗрентекенӗ;
  • хӗрӗ — Максимова Зоя Павловна — Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ;
  • хӗрӗ — Трофимова Маргарита Павловна — Куславкка районӗнчи Кунер шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ;
    • кӗрӳшӗ — Трофимов Геннадий Васильевич — Куславкка районӗнчи Кунер шкулӗн вӗрентекенӗ, директорӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 382. — 505 с.
  2. ^ Тавинов Павел Федорович (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  3. ^ Тавинов Павел Федорович (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  4. ^ Тавинов Павел Федорович (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  5. ^ Илларионов Игорь. Тавинов Павел Фёдорович (выр.). Неизвестные лица второй мировой. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  6. ^ «Трудовые династии» к 85 - летию Чебоксарского района (выр.). Чебоксарский муниципальный округ Чувашской Республики (17 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 382. — 505 с.