Тбилиси патшалӑх университечӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тбилиси патшалӑх университечӗ
груз. თბილისის ივანე ჯავახიშვილის სახელობის სახელმწიფო უნივერსიტეტი
Местонахождение
Официаллӑ сайт tsu.ge/en(груз.)
Ят никӗсӗ Иван Александрович Джавахишвили[d]
Усӑ куракан чӗлхе Грузин чĕлхи
Логотип
Официаллӑ ят груз. ივანე ჯავახიშვილის სახელობის თბილისის სახელმწიფო უნივერსიტეტი
Администраципе территори пайӗ Тбилиси
Патшалӑх
Ӳкерчĕк:TSU Main Building in 2018 (2).jpg
Описывается по ссылке hangiuniversite.com/ivan…
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт 1918 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ
Никӗслекен Иван Александрович Джавахишвили[d]
Цвет Сенкер тĕс тата шурă тĕс
Участник организации или коллектива Ассоциация университетов Европы[d][1] тата Agence universitaire de la Francophonie[d][2]
Число учащихся 30 000
Ректор Папава, Владимир[d]
Расположение штаб-квартиры
Тбилиси патшалӑх университечӗ на карте
Точка
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Иванэ Джавахишвили ячӗллӗ Тбилисси патшалӑх университечӗ (груз. თბილისის ივანე ჯავახიშვილის სახელობის სახელმწიფო უნივერსიტეტი, ТПУ) — Грузири чи пысӑк та чи авалхи аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, ӑслӑлӑхпа культура центрӗ. 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче никӗсленӗ.

Малтанхи тапхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1917 ҫулта Грузи наци университетне никӗслекен пӗрлӗхе йӗркеленӗ. Грузи наци университетне никӗсленин тӗп пуҫаруҫи Иванэ Джавахишвили историк шутланать, никӗслекенсем хушшинче Георгий Ахвледиани тухӑҫ тӗпчевҫи, Шалва Нуцубидзе историк, Дмитрий Узнадзе психолог, Акакий Шанидзе чӗлхеҫӗ пулнӑ. 1917 ҫулта Раҫҫейре Вӑхӑтлӑх правительстви влаҫра пулнӑ вӑхӑтра университета уҫма май килмен, Ш. И. Нуцубидзе, З. Авалишвили, Н. Геловани (В. Гелованин тӑлӑх арӑмӗсем) йышпа килнӗ делегацие А. Ф. Керенский кӑмӑллӑ йышӑнӑ, «Тифлиса кирлӗ ирӗксем ярса парӑпӑр» тесе шантарнӑ, апла пулин те кайран телеграмма ярса Тифлисри хӗрарӑмсен аслӑ курсӗсен правленине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Кавказхыҫри университета йӗркелеме сӗннӗ.

Университет историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Петербург университетне уҫнӑ хыҫҫӑн шӑп та лӑп 99 ҫул ҫитнӗ тӗле тата Давид Агмашенебели Сӑваплӑ грузин патшине (1073—1125) асӑнмалли кун тӗлне уҫнӑ. 1918 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче И. Джавахишвили «Личность и её роль в древне-грузинской историко-философской литературе и жизни» (чӑв. Авалхи грузин историпе философи литературинче тата пурнӑҫри ҫын тата унӑн вырӑнӗ) пӗрремӗш лекци вуланӑ.

Ӳкерчĕк:TSU Founding Professors.jpg
Тбилиси университетне никӗслекен профессорсен ушкӑнӗ[3]. Пӗрремӗш ретре сулахайран виҫҫӗмӗш — Иванэ Джавахишвили

Университета уҫнӑ чухне пӗр факультет кӑна пулнӑ — философи факультечӗ. Вӗренме кӗмелли экзаменсем пулман, хӗрсемпе каччӑсене те йышӑннӑ (пӗрремӗш абитуриентка Медея Гамбашидзе пулса тӑнӑ[4]), наци тата тӗн тӗлӗшпе тиркесе тӑман, вӑтам пӗлӳ пуррине кӑна пӑхнӑ. 360 яхӑн студент пухма май килнӗ. Пӗрремӗш ректора Пётр Меликишвили химика (ҫавӑн пекех ҫак вырӑна йышӑнма тӑратнӑ И. Джавахишвили хӑй кандидатурине илнӗ, Меликишвилине вӑл хӑйӗнчен пысӑкрах ӑсчах вырӑнне хунӑ) суйланӑ, штатра 17 преподаватель (7 профессор, 5 ҫум, 2 ӑслӑлӑх ертӳҫи, 3 лектор) пулнӑ. Вӗрентӳ ӗҫне И. Кипшидзе (филологи), А. Бенашвили (геодезипе астрономи), К. Кекелидзе (богословие), Д. Узнадзе (философи), Ф. Гогичаишвили (философи) профессорсене явӑҫтарнӑ. Мускавран А. Размадзе доцента (математика), Питӗртен — С. Авалиани доцента (истори) чӗнсе илнӗ, вӗсемсӗр пуҫне Ш. Нуцубидзе (истори), Г. Ахвледиани (чӗлхе пӗлӗвӗ), А. Шанидзе (филологи) ҫумсем пулса тӑнӑ, Е. Такайшвилипе (археологи), Ю. Абуладзе (перс чӗлхи) — ӑслӑх ертӳҫисен вырӑнне йышӑннӑ, Европа чӗлхисене Е. Орбелиани (хрантсус), В. Гамбашидзе (акӑлчан), И. Кипшидзе (нимӗҫ) вӗрентнӗ, Грузире пурӑннӑ Артур Лейст нимӗҫ ҫыравҫине те вӗрентӳ ӗҫне явӑҫтарма шутланӑ. Вӗренӳ планне философие, психологие, чӗлхе пӗлӗвне, сӑмахлӑха, историпе экономикӑна, логикӑна, ют чӗлхене вӗрентесси кӗнӗ. Университет библиотеки уйрӑм ҫынсем пулӑшнипе пуҫтарӑннӑ, уникаллӑ кӗнекесем нумай пухма пултарнӑ, сӑмахран, А. Бенашвилине пула — Кавказ ҫар тӑрӑхӗн библиотекине.

Университет валли Цхнет урамӗнчи дворянсен гимназийӗ унччен йышӑннӑ ҫурта (1906, архитектоӗ — С. Клдиашвили) уйӑрнӑ, ӑна хӑпартма пуҫланӑ чухнех кунта наци университетне тума ӗмӗтленнӗ пулнӑ[5]. Университета ӗҫлеме май паракан укҫӑ-тенкӗн тӗп ҫӑлкуҫӗ вырӑнӗнче вӑл ҫулсенче вӗренӳшӗн тӳлекен укҫа пулнӑ (ҫулталӑкне 100 тенкӗ).

1918 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче университет патшалӑх статусне тивӗҫнӗ.

1918 ҫулхи кӗркуннех А. Размадзе ертсе пыракан математикӑпа ҫутҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен факультетне йӗркелеме май килнӗ. Ун хыҫҫӑн медицина факультетне йӗркелеме май килнӗ, ку ӗҫре А. Н. Натишвили пысӑк вырӑн йышӑннӑ, физиологи кафедрине И. С. Бериташвили ертсе пыма тытӑннӑ. Минералоги кафедрине Ҫӗнӗ Черкасскран А. А. Твалчрелидзене чӗнсе илнӗ, истори кафедрине — М. А. Полиевктова.

1919 ҫулхи пуш уйӑхӗнче теориллӗ механика кафедрине Н. И. Мусхелешвили ертсе пыма пуҫланӑ, каярах вӑл математикӑпа механикаӑстӑлӑхӗсенче чапа тухӗ, СССР ӐА академикӗ пулӗ.

Доктор диссертацине университетра пӗрремӗш хут 1920 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӳтӗленӗ, чӗлхе пӗлӗвӗ енӗпе степень илессишӗн А. Шанидзе явап тытнӑ.

Совет тапхӑрӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет влаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн университет ҫӗнӗрен аталанма пуҫланӑ, агрономи факультетне йӗркеленӗ, yнӑн деканӗ пулма П. Еликишвили профессора шанса панӑ. 1922 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче политехника факультетне уҫнӑ, унӑн деканӗ пулма А. Дидебулидзе профессора шанса панӑ, факультетра виҫӗ уйрӑм пулнӑ — ҫурт тӑвасси, механика тата ту тӑпри, абитуриентсен шучӗ пысӑк пулнӑ пирки университетра пӗрремӗш хут вӗренме кӗмелли экзаменсем йӗркеленӗ. 1922 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче социаллӑ экономика факультетне йӗркеленӗ, унӑн деканӗ пулма Ш. Нуцубидзене шанса панӑ. Философипе ҫутҫанталӑкпа ӑслӑлӑх факультечӗсене педагогика факультетне пӗрлештерме йышӑну тунӑ, унӑн деканӗ К. Кекелидзе пулса тӑнӑ. Университета вӗренме кӗме пулӑшакан тӑватӑ ҫул вӗренмелли курссем (рабфак) йӗркеленӗ.

1922 ҫулта пӗрремӗш кӑларӑм вӗренсе тухнӑ — унта 28 ҫын (вӗсенчен 3 хӗрарӑм) пулнӑ — 15 историк, 6 философ, 3 литератор, 2 чӗлхеҫӗ, 1 экономист, пӗрремӗш вӗренсе тухакансен йышӗнче — Б. Агапов, С. Джанашиа, Т. Ломоури, А. Чикобава, В. Топурия, К. Бакрадзе, Ир. Сургуладзе, Г. Джакобия, Ш. Амиранашвили пулнӑ.

1923 ҫулта химипе фармацевтика уйрӑмӗ уҫӑлнӑ, ертӳҫи — И. Кутателадзе профессор. Университетӑн аваллӑх музейне йӗркеленӗ, 1924 ҫулта нумизматика кабинечӗ (заведующийӗ — Т. Ломоури) уҫӑлнӑ. 1924 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчи пӑлхав хыҫҫӑн университетри йышран совет влаҫне хирӗҫ тӑракан преподавательсене кӑларса янӑ.

1925 ҫултанпа университетра марксистла-ленинла философине пӗтӗмӗшле вӗрентме тытӑннӑ, ку ӗҫе системӑлама йӗркеленӗ. 1930-мӗш ҫулсенчен пуҫласа 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗччен университет Сталин ячӗпе хисепленнӗ.

1928 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче университета паллӑ ӑсчах-физик Поль Ланжевен килсе кайнӑ, лекцисем ирттернӗ.

1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче университетӑн политехника факультетӗнчен Грузин политехника патшалӑх институтне йӗркеленӗ, 1930 ҫулта агрономи факультечӗн никӗсӗ ҫинче Грузин ял хуҫалӑх патшалӑх институтне, медицина факультечӗн никӗсӗ ҫинче — Тбилиси медицина институтне, педагогика факультечӗн никӗсӗ ҫинче — Педагогика институтне (Кутаисине куҫарнӑ) йӗркеленӗ, социаллӑ-экономика факультетне икӗ хӑй тӗллӗн ӗҫлекен институт ҫине пайланӑ, ҫапла май финанспа коопераци тата совет ҫурт тӑвӑмӗпе право институчӗсем йӗркеленнӗ. Апла пулин те университет аслӑ пӗлӳ кризисне чӑтса ирттерсе университет вӗрентӳ форми тивӗҫлӗ пулнине кӑтартса пана. 1933 ҫулта факультет тытӑмне каялла тавӑрнӑ, университетра факультетсем уҫӑлнӑ: физикӑпа математика (деканӗ — Н. И. Мусхелешвили), ҫутҫанталӑк ӑслӑхӗсен, историпе литература (деканӗ — С. Хундадзе), экономика (деканӗ — А. Брегадзе), совет строительствипе право (деканӗ — И. И. Сургуладзе) тата ӗҫлӗх.

1937 ҫулта М. Шавишвили архитектор проекчӗпе физикӑпа хими факультечӗн корпусне туса лартнӑ.

1940 ҫулта философи факультетне (деканӗ — К. Бакрадзе) ҫӗнӗрен йӗркеленӗ, вӑй-хал факультетӗнчен (деканӗ — Г. Мгебришвили) вара Грузин вӑй-хал культурин институтне туса хунӑ. 1941 ҫулта студентсен шучӗпе (9581 ҫын) Тбилисси университечӗ СССР-та пӗрремӗш вырӑна тухнӑ[6].

1945 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче Грузи истори кафедрине профессор пек ҫӗршыва таврӑннӑ Э. Такаишвили вырнаҫнӑ. 1948 ҫулта физикӑпа техника факультетне (деканӗ — В. Мамасахлисов) уҫӑлнӑ, 1951 ҫулта унӑн никӗсӗ ҫинче физика факультетне йӗркеленӗ, ун шутне физикӑпа математика факультечӗн физика уйрӑмӗ кӗнӗ, математика уйрӑмӗнчен вара механикӑпа математика факультетне тунӑ. 1964 ҫулта кибернетика факультечӗ уҫӑлнӑ.

1949—1956 ҫулсенче университетӑн ҫар кафедрин пуҫлӑх Павел Абрамидзе генерал-майора пулнӑ.

Хальхи вӑхӑт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Р. Метревели ректор вӑхӑтӗнче (1991 ҫултанпа, 1992 ҫулта ректора ҫӗнӗрен суйланӑ) университет 1926 ҫулта ҫухатнӑ хӑйӗн автономине тавӑрнӑ.

2006 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулччен университет ректорӗ Георгий Хубуа пулнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче университет ректорӗ Александр Квиташвили пулса тӑнӑ.

2016 ҫулта университетра йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ. Студентсем аслӑ пӗлӳ тытӑмне реформӑлама тата аслӑ вӗренӳ заведенине ятарлӑ службӑсенчен «тасатма» ыйтса пӗр вӗҫӗмсӗр хирӗҫлев акцийӗсем ирттернӗ. ТПУ-ра иртнӗ пӗрремӗш пӑлхавсем хыҫҫӑн Владимир Папава ректорне хӑйӗн вырӑнне пушатнӑ[7].

ТПУ 7 факультет пур — юридици, экономика, гуманитари, медицина, социаллӑ тата политика ӑслӑхӗсен, тӗрӗс ӑслӑлӑхсен тата ҫутҫанталӑк ӑслӑлӑхӗсен факультечӗсем. Университет шутне ҫавӑн пекех Грузин тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ 5 филиал, НИИ прикладной математикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ, чӗлхесене интенсивлӑ тӗпчекен республика центрӗ, Информаципе шутлав центрӗ, ҫӳллӗ шайри энергин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ, 7 музей, оранжерея, издательство («Тбилисси университечӗ» хаҫата кӑларса тӑракан), вулавӑш (унӑн пуххинче 4 млн яхӑн кӗнекепе хаҫат) Марткопи салара вырнаҫнӑ физикӑпа географи стационарӗ, Рачари ӑслӑлӑхпа опыт бази, генетика кафедрин вӗренӳпе опыт бази, Пицунда археологи экспедицийӗ, Душетипе-Марткопи магнит уйрӑмлӑхне тӗпчекен вӗренӳпе ӑслӑлӑх лабораторийӗ кӗреҫҫӗ. Университетра 35 пине яхӑн студент вӗренет. Кунта вӑй хуракан ӗҫтешсен йышӗ 5 пине яхӑн.

Тбилиси патшалӑх университечӗн ӑслӑх тата вӗренӳ енӗпе Аслӑ Британи, Германи, Иран, Испани, Польша, Раҫҫей, АПШ, Турци, Украина, Франци, Швеци, Швейцари йышши нумай ҫӗршывсемпе тачӑ ҫыхӑнусем йӗркеленнӗ.

  1. Пётр Меликишвили (1918, кӑрлач — 1919, раштав)
  2. Иван Джавахишвили (1919, раштав — 1926, ҫӗртме)
  3. Тевдоре Глонти (1926, авӑн — 1928, авӑн)
  4. Малакия Торошелидзе (1928, авӑн — 1930, авӑн)
  5. Иван Вашакмадзе (1930, кӑрлач — 1931, авӑн)
  6. Александр Еркомайшвили (1931, юпа — 1932, раштав)
  7. Леван Агниашвили (1933, ака — 1935, ҫӗртме)
  8. Карло Орагвелидзе (1935, ҫӗртме — 1937, ҫӗртме)
  9. Георгий Кикнадзе (1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен)
  10. Давид Кипшидзе (1938, юпа — 1942, нарӑс)
  11. Александр Джанелидзе (1942, нарӑс — 1945, утӑ)
  12. Николай Кецховели (1945, утӑ — 1953, ҫӗртме)
  13. Илья Векуа (1953 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1953 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен тата 1966 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 1972 ҫулхи ака уйӑхӗччен)
  14. Ермил Бурчуладзе (1953, авӑн — 1954, авӑн)
  15. Виктор Купрадзе (1954, авӑн — 1958, пуш)
  16. Георгий Дзоценидзе (ака, 1958, ака — 1959, пуш)
  17. Евгений Харадзе (1959, пуш — 1966, пуш)
  18. Давид Чхиквишвили (1972, ҫу — 1980, нарӑс)
  19. Важа Окуджава (1980, пуш — 1985, авӑн)
  20. Нодар Амаглобели (1985, авӑн — 1991, ҫурла)
  21. Тамаз Гамкрелидзе (1991, ҫурла — 1991, авӑн)
  22. Отар Джапаридзе (1991, авӑн — 1991, юпа)
  23. Роин Метревели (1991, юпа — 2004, юпа)
  24. Русудан Лордкипанидзе (2004, раштав — 2006, ака)
  25. Георгий Хубуа (2006, ака — 2010, ҫурла)
  26. Александр Квиташвили (2010, ҫурла — 2013, утӑ)
  27. Владимир Папава (2013, утӑ — 2016, пуш)
  28. Дарежан Твалтвадзе (ректор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен)
  29. Георгий Шервашидзе (2016, авӑн – 2022, юпа)
  30. Джаба Самушиа (2022, юпа — 2022, раштав — ректор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан; 2022, раштав уйӑхӗнчен — ректор)

ТПУ паллӑ ӗҫченӗсене халалласа лартнӑ палӑксен сӑнӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ https://eua.eu/about/member-directory.html
  2. ^ https://www.auf.org/les_membres/nos-membres/
  3. ^ Tbilisi State University Celebrates 100 Years Anniversary. Пӑхнӑ кун: 12 Чӳк уйӑхӗн 2018. Архивланӑ 27 Пуш уйӑхӗн 2019 ҫул.
  4. ^ Интересные факты о ТГУ, или Что объединяет Окуджава и Бурджанадзе. Пӑхнӑ кун: 7 Нарӑс уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 8 Ҫу уйӑхӗн 2019 ҫул.
  5. ^ Вано Шадури Ленинградский университет и деятели грузинской культуры. Тбилиси: «Мерани», 1968
  6. ^ Тбилисский университет. 1918—1968. Тбилиси Изд-во Тбилисского университета, 1968
  7. ^ У главного вуза Грузии новый временный руководитель. Пӑхнӑ кун: 6 Раштав уйӑхӗн 2018. Архивланӑ 6 Раштав уйӑхӗн 2018 ҫул.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Тбилисский государственный университет статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '