Тоёхиро Акияма

Тоёхиро Акияма (1942 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ, Сэтагая, Токио, Япони) — Япони журналисчӗ, тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе килни тӗнче шайӗнче палӑрма май панӑ, ҫав вӗҫевре вӑл Японин пӗрремӗш космонавчӗ тата тӗнче уҫлӑхне ҫитсе килнӗ пӗрремӗш профессиллӗ журналист пулса тӑнӑ.

Вӗренӳ

Профессиллӗ ӗҫӗ-хӗлӗ

  • 1966 — Tokyo Broadcasting System (TBS) телерадиокорпорацире ӗҫлеме тытӑннӑ.
  • 1967-1971 ҫулсенче — Лондонра Би-Би-Си (акăл. BBC World Service) корпораци валли ӗҫленӗ.
  • 1971 ҫултанпа — TBS тӗнчери хыпарсен программӑсен аслӑ редакторӗ тата комментаторӗ.
  • 1984 ҫултанпа — TBS-ӑн Вашингтонри (АПШ) корреспондент бюровӗн директорӗ.

Космос хатӗрленӗвӗ

  • 1989 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ — TBS корпораци укҫапа пулӑшнипе иртнӗ Совет Союзӗпе Япони йӗркеленӗ коммерциллӗ вӗҫеве хутшӑнма суйласа илнӗ. Корпораци хӑйӗн ӗҫтешне тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе яма тӳленӗ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенче чылай уйрӑлса тӑрать (28 миллион АПШ долларӗ[1], 25 миллион[2], 5 миллиард иена е 37 миллион АПШ долларӗ[3]). TBS ҫапла майпа 1950 ҫулта никӗсленӗренпе хӗрӗх ҫул тултарнине палӑртнӑ[4].
  • 1989, юпа — Ю. А. Гагарин ячӗллӗ космонавтсене хатӗрлекен центрта тренировкӑсене пуҫӑннӑ.

Космос вӗҫевӗ

undefined
  • 1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ — «Союз ТМ-11» космос карапӗ ҫинче тӗнче уҫлӑхне тӗпчевҫӗ-космонавт пулса «Мир» орбита станцин саккӑрмӗш тӗп экспедицийӗ шутӗнче В. М. Афанасьев карап командирӗпе тата М. Х. Манаров бортинженерпа пӗрле вӗҫсе хӑпарнӑ.

Тӗнче уҫлӑхне ҫитнӗ 239-мӗш ҫын тата ку тӗлӗшпе пӗрремӗш яппун пулса тӑнӑ. Пӗрремӗш сехетсенчех ҫителӗклӗ хатӗрленсе ҫитменни палӑрнӑ, вестибулярлӑ аппарат пӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ «тӗнче уҫлӑхӗн чирӗпе» аптӑрама пуҫланӑ[5].

  • 1990 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ — «Мир» орбита станцийӗпе сыпӑннӑ. Космос станцинче ҫичӗ кун ӗҫленӗ хушӑра яппун халӑхӗ валли темиҫе тӳрӗ репортаж, яппун шкул ачисем валли кӑтартуллӑ телеуроксем ирттернӗ. Япони йывӑҫ шаписемпе биологи эксперименчӗсене ирттернӗ.
  • 1990 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ — «Союз ТМ-10» космос карапӗ ҫинче Г. М. Манаков карап командирӗпе тата Г. М. Стрекалов бортинженерпа пӗрле ҫиччӗмӗш тӗп экспедици шутӗнче Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврӑннӑ.

Вӗҫев пурӗ 7 талӑк та 21 сехет те 54 минут тӑсӑлнӑ.

Статистика[6]
# Стартланӑ карап Старт Экспедици Аннӑ карап Аннӑ Вӗҫнӗ Уҫӑ космоса тухни Уҫӑ космосра ирттернӗ вӑхӑт
1 Союз ТМ-11 02.12.1990, 08:13 UTC МИР-7 / МИР-8 Союз ТМ-10 10.12.1990, 06:08 UTC 07 талӑк 21 сех 54 минут 0 0
07 талӑк 21 сех 54 минут 0 0

Тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе килнӗ хыҫҫӑнхи ӗҫӗ-хӗлӗ

Вӗҫсе килнӗ хыҫҫӑн TBS хыпар департаменчӗн директорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

1991 ҫулхи ака уйӑхӗнче яппун журналисчӗсен ушкӑнӗпе пӗрле Казахстанри Арал тинӗсӗн тӑрӑмӗ пирки фильм ӳкернӗ[7].

1995 ҫулта телекурава активлӑ майпа коммерциленипе килӗшмесӗр TBS корпорацинчен кайнӑ. Фукусима префектуринчи Тамура хула таврашӗнче Абукума тӑвӗсенче риспа кӑмпа ӳстерекен ферма йӗркеленӗ[8]. 2011 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫӗр чӗтреннине пула Фукусима-1 АЭС-ра авари пулнӑ хыҫҫӑн унӑн фермӑна пӑрахса тухса кайма тивнӗ[9].

Публикацисем

Каярахпа пичетленсе тухнӑ хӑйӗн вӗҫевне халалланӑ докладсемпе тухса калаҫнӑ.

  • «Тӗнче уҫлӑхне вӗҫни кӑмӑла тивӗҫтерни» (акăл. The Pleasure of Spaceflight, Journal of Space Technology and Science, Vol.9 No.1'93).
  • Ытти авторсемпе пӗрле космос туризмне аталантарасси пирки статьясем пичетлесе кӑларнӑ.

Хисепӗсем

Харпӑр пурнӑҫӗ

Авланнӑ, икӗ ача. Йӑпанӑвӗсем: парӑс спорчӗ, походсем, ишесси, аэростатсем[6] .

Ӑнлантарусем

  1. ^ Если бы. Космический туризм — Михаил Попов. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  2. ^ Ъ-Власть — Пять звезд на орбите. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  3. ^ Газета.Ru — Интервью с экипажем МКС. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
  4. ^ Йоити Иноуэ, TBS. «Я никогда не считал Россию безопасной страной» — Новые Известия( ӗҫлемен каҫӑ)
  5. ^ Би-би-си | Станция «Мир»: 1986—2001. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2003 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Statistics - Akiyama Toyohiro (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2007 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
  7. ^ Казахстанская правда( ӗҫлемен каҫӑ)
  8. ^ Выступление на лекции общественной организации «Peace Boat» 1 октября 2008 года. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2010 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ.
  9. ^ Atsushi Takahashi. First Japanese in space becomes Fukushima evacuee (англ.) // The Asahi Simbun. — 2011. — Вып. 07 December. 2011 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ Указ Президента СССР от 10.12.1990 N УП-1148. www.libussr.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
  11. ^ Указ Президента Российской Федерации от 12 апреля 2011 года № 437 «О награждении медалью „За заслуги в освоении космоса“ иностранных граждан». Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи акан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Акияма, Тоёхиро статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '

Шаблон:Япони космонавчӗсем