Хуняма
Хуняма (выр. Тёща, свекровь) — арӑмӑн амӑшӗ (арҫыншӑн) е упӑшкан амӑшӗ (хӗрарӑмшӑн).
Хуняма сӑмахӑн халӑхра сарӑлнӑ ытти варианчӗсем: хунеме, хунями.
Сӑмах пулса кайни
Сӑмах тымарӗнче — «хунь» + «ама».
Пӗр тымарлӑ сӑмахсем (камӑнлӑх аффиксӗсемпе усӑ курӑнаҫҫӗ):
- хуньӑм — мой тесть, хуньу — твой тесть, хуньӑшӗ — его тесть;
- хунякам — моя своеченица, хуняку — твоя своеченица, хунякӑшӗ — его своеченица;
- хунчӑкам — мой шурин, хунчӑку — твой шурин, хунчакӑшӗ — его шурин;
- хуняҫа(м) — мой свёкор, хуняҫу — твой свёкор, хуняшшӗ — её свёкор.
Сӑмахсарсенче
Хуняма — «теща», «свекровь»; хунямăшĕ «его тёща», «ее свекровь» (Егоров В. Г. Этимологический словарь чувашского языка. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1964 — 356 c.)[1].
Хуняма — хоняма, свекровь, тёща. В. Олг. Хоняма, теща. Изамб. Т. Хунямам, свекровь моя. Ib. Хуняму — мать твоей жены или твоего мужа. Сред. Юм. Хуняму пит савать тесе апат çинĕ çĕре тĕл пôлакан çынна калаççĕ. В. Олг. Сăпаççипа хонь старика ырă срине ĕçтернĕшĕн, сăпаççипă хонямая ырă апат-çимĕçне çитернĕшĕн. Якейк. Хунямая йорас тесен пуçна кăшăл çапса пыр. Юрк. Хуняманăн пĕр кинĕ эпĕ пулăттăм, ĕçкĕрен ĕçке эпĕ çӳрĕттĕм (Словарь чувашского языка. 17 томный словарь чувашского языка, подготовленный проф. Н.И. Ашмариным)[2].
Халӑх сӑмахлӑхӗнче
Ваттисен сӑмахӗсем[3]
- Хунямӑш тӑпри ҫине кинӗ пусать.
- Хаяр хунемерен усалли нимӗн те ҫук.
- Ясар хуняма кинне шанман.
- Арӑм — канашлама, хуняма — ӑс пама, анне — пурнӑҫ тытса пыма.
- Усал хунеме ҫӑмарта сарринче те ҫӳпӗ тупнӑ тет.
- Хуняма кӗрӗкӗн ӑшши ҫук, хӗнемен маткан ырри ҫук.
- Хуняма кӗрӗкӗн ӑшши ҫук, хӗнемен маткан ӑсӗ ҫук.
- Хунямана юрайманни хурӑн каски.
- Хунямана юрама ик чӗреллӗ кин кирлӗ.
- Хунямана юрама икӗ питлӗ кин кирлӗ.
- Хунямӑш тӑприпе кинӗ тӑпри пӗр.
- Хунямӑшӗ вӑрҫтӑр кун хута, упӑшки хӗнетӗр ҫӗр хута.
- Хунямӑшӗ епле, кинӗ ҫапла.
- Хунямӑшне пӑх та, кинне пах.
- Хунямӑшне юрама чул чӗреллӗ кин кирлӗ.
- Шӑрҫа пуҫлӑ ҫӑпати пусас ҫӗре пусаймасть, хунямӑшне юраймасть.
- Ырӑ-сывӑ килӗштерсе пурӑнни хунямашӑн та лайӑх.
- «Эпӗ кирек ӑҫтан ҫӳрем, кин, эс пӗр хӑмапа ут», — тесе калать тет хуняма.
- Авланас йӗкӗт пулас хунямӑшӗнчен шиклентӗр тенӗ.
Юмахсенче
Чӑваш юмахӗсенче те хунямапа кинӗн сӑнарӗсем тӗл пулаҫҫӗ. «Юханшыв мӗнле пулса кайнӑ?» юмахра хунямӑшӗ кинӗ ытларах ҫип арлатӑр тесе ҫӑм ӑшне хурӑн пуҫлӑ ҫӗленӗн ылтӑн мӑйракине хурать — ҫӑм ҫавна пула чакмасть та чакмасть. Тӑватӑ кун арланӑ хыҫҫӑн кинӗ тарӑхнипе ҫӑм тӗркине кӑмакана пӑрахать — хайхи кӑмака тӑватӑ кун сӳнмест. Сӑлтавне пӗлсен шыв сапса сӳнтерме пуҫлаҫҫӗ, анчах та шыв пӗр чарӑнми юхма пуҫлать — ҫавӑнтан юханшыв пулса каять[4].
Ӳнерте
- Ефим Никитинӑн «Хуняма» ятлӑ пьеса пур[5].
- Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн репертуарӗнче темиҫе ҫул «Ах, хуняма, хуняма…» спектакль пынӑ[6].
- Чӑваш эстрадинче «Хуняма» ятпа темиҫе юра та сарӑлнӑ:
- Валентина Телей «Хуняма» юрӑ юрлать[7];
- Ирина Степанова «Хуняма» юрӑ юрлать[8];
- Елена Кузьмина «Хуняма» юрӑ юрлать[9];
- Валентина Кузнецова «Хуняма» юрӑ юрлать[10].
Ӑнлантарусем
- ^ хуняма - Этимологический словарь чувашского языка (1964) (выр.). ru.samah.chv.su. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ хуняма - Словарь чувашского языка (выр.). ru.samahsar.chuvash.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Терентьева О. Н. Чӑваш халах пултарулӑхӗ. Ваттисен сӑмахӗсем. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2007. — 493 с.
- ^ Как река началась на Сказка.Ру (выр.). www.skazka.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ С постановкой спектакля «Хуняма» по пьесе Ефима Никитина выступил театральный коллектив Атнарского СДК (выр.). Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики (13 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Сегодня - премьера комедии «Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуҫҫинчен…» (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (9 раштавӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Валентина Телей «Хуняма» (выр.). https://chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Хуняма - Ирина Степанова (выр.). https://vk.com/video. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Елена Кузьмина «Хуняма» (выр.). https://vk.com/video. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Песня «Хуняма», исполнитель — Валентина Кузнецова (выр.). https://chuvash-republic.ru/music. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
Вуламалли
- Антонов (ред.) Социология семьи. М., 2005. С. 44
- Малярова Н. В. Конфликт семейный. Энциклопедический социологический словарь. М., 1995. С. 305.
Каçăсем
- https://telegra.ph/ZHENSKIE-TERMINY-RODSTVA-V-CHUVASHSKOM-YAZYKE-01-06?ysclid=mm0ixwqk7q117005888 Женские термины родства в чувашском языке