Хӗл Мучи пуйӑсӗ

Хӗл Мучин пуйӑсӗ«Раҫҫей чукун ҫулӗсен» Раҫҫей тӑрӑх ҫӳрекен «Хӗл Мучин куҫса ҫӳрекен резиденцийӗ» вырнаҫнӑ 19 вакунран тӑракан уявла илемлетнӗ пуйӑс. Хӗл Мучин ҫуралнӑ ҫӗршывра Вологда облаҫӗнчи Аслӑ Устюгра йӗркеленсе Ҫӗнӗ Ҫула йышлӑрах халӑхпа уявлас тӗллевпе юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑрлач уйӑхӗччен Раҫҫейри 130 ял-хулана ҫитет.

Пуйӑс йышӗнче «куҫса ҫӳрекен резиденцисӗр» пуҫне интерактивлӑ вакунсем, «Юмахри ял», вӑйӑсемпе Ҫӗнӗ ҫул квесчӗсем ирттермелли вакунсем, сувенирсем сутакан лавкка-вакун, ҫурҫӗр апат-ҫимӗҫӗллӗ ресторан-вакун, фото-купе, персонал вакунӗсем[1][2][3][4][5].

Истори

undefined

Хӗл Мучин пуйӑсӗ пӗрремӗш хут 2021 ҫулта Аслӑ Устюгран Раҫҫейӗн аякри регионӗсене тата хулисене Ҫӗнӗ ҫула уявлама кайнӑ, мӗншӗн тесен унта пурӑнакансене «Хӗл Мучин яланхи резиденцине» инҫе ҫула пула ҫитсе курма йывӑр. Пуйӑсӑн пултарулӑх йышӗнче Аслӑ Устюгри пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи, Костромари Юрпике тата юмахри персонажсене — Аушка инкене, Шартлама Мучие, гнома, кроликсене, тигра тата ыттисене — сӑнлакан артистсемпе аниматорсен коллективӗ. Пур хулара та, пур станцире те вӗсем уяв программи — вӑйӑсем, ташӑсем тата саламсем — йӗркелеҫҫӗ.

undefined

Хӗл Мучи пуйӑсне курма, унӑн юмахри персонажӗсене станцисенче, вокзалсенче, вокзал ҫывӑхӗнчи лапамсенче курма тата вӗсемпе выляма кӑмӑл тӑвакансем пурте тӳлевсӗрех хутшӑнма пултараҫҫӗ; пуйӑсра ларса ҫӳреме тата парнесемлӗ конкурссене хутшӑнма билетсем туянмалла. Ҫӗнӗ ҫулӑн куҫса ҫӳрекен уявне вӗҫленӗ хыҫҫӑн кашни ҫулах кӑрлач уйӑхӗнче Хӗл Мучи пуйӑсӗ Карелине ҫитет, унта Сортавала станцийӗн Морозная платформинче ҫитес юпа уйӑхӗнче пуҫланакан хӗллехи уяв ҫулҫӳревӗччен экспозици объекчӗ пулса тӑрать.

2021—2022

2021—2022 сезонра Хӗл Мучи пуйӑсӗ 15 пин ҫухрӑм ытла кайнӑ, 36 хулана ҫитнӗ. Станцисемпе вокзалсенче уяв мероприятийӗсене 200 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 10 пине яхӑн пуйӑспа ҫула тухнӑ.

2022—2023

2022—2023 сезонра Хӗл Мучи пуйӑсӗ юпан 23-мӗшӗнче Раҫҫей тӑрӑх Аслӑ Устюгран Владивостока тата Раҫҫей чукун ҫулӗсен чи хӗрринчи вырӑнне — Находкӑри Тихоокеанская станцине ҫити — виҫӗ уйӑхлӑх ҫулҫӳреве тухнӑ. Пӗтӗмӗшле ҫул тӑршшӗ икӗ енне 33 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Пуйӑс ҫул-йӗрӗ БАМ тата Транссиб хулисем, Раҫҫейӗн Европа пайӗ, Сочи, Питӗр тата Мускав урлӑ выртнӑ; 200 чарӑну тунӑ[6].

2023—2024

2023—2024 сезонра Хӗл Мучи пуйӑсӗ чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Аслӑ Устюгран тухнӑ, раштавӑн 27-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ. Пурӗ 64 кунра пуйӑс Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи 80 ытла хулана ҫитсе 32 пин ытла ҫухрӑм кайнӑ та ҫулҫӳреве Аслӑ Устюгра 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

2024—2025

2024—2025 сезонра Хӗл Мучи пуйӑсӗ Раҫҫей тӑрӑх ҫулҫӳреве чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Аслӑ Устюгран тухнӑ, пӗрремӗш чарӑну Тайшет станцийӗнче пулнӑ[7][8]. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Амур-ҫи-Комсомольскра пулнӑ[9]. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 54 кун хушшинче 60 ытла ял-хулана ҫитсе 30 пине яхӑн ҫухрӑм каймалла. Вӑл БАМпа каймалла, Инҫет Хӗвелтухӑҫри, Ҫӗпӗрти, Уралри тата Раҫҫейӗн Европа пайӗнчи хулисенче чарӑнусем тумалла[10].

undefined

«РЖД» УАО генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Иван Колесников каланӑ тӑрӑх, пуйӑс Инҫет Хӗвелтухӑҫ, Транссиб тӑрӑх каять, каялла Ҫӗпӗр, Урал, Раҫҫейӗн тӗп пайӗ урлӑ таврӑнать. Колесников ҫапла хушса каланӑ:

«Пирӗн плансенче Сахалин утравне ҫитсе курасси. Сахалин ачисем пӗрремӗш хут Хӗл Мучине, унӑн асамлӑ пуйӑсне курӗҫ»[11].

Уяв программи

Хӗл Мучи пуйӑсӗ куҫса ҫӳрекен резиденци пулса тӑрать, унӑн йышӗнче йышӑну салонӗ, вӑйӑсемпе квестсем ирттермелли юмахри ял, сувенирсемлӗ лавкка-вакун, пукане театрӗ тата чей ӗҫмелли ресторан-вакун. Пуйӑса П36 сериллӗ пӑравус туртать, ҫавӑн пекех ВЛ-82м сериллӗ сайра усӑ куракан ретро-электровоз[12].

Хӗл Мучи пуйӑсӗн вӑйӑ-кулӑ программи

Чарӑну вӑрӑмӑшне кура вӑйӑ-программа икӗ тӗрлӗ пулать:

Стандартлӑ программа (3 сехет ытла):

  • Хӗл Мучин куҫса ҫӳрекен резиденцине кӗреҫҫӗ — аниматорсен ушкӑнӗпе квест иртеҫҫӗ, Аслӑ Устюгри Хӗл Мучипе тӗлпулаҫҫӗ, Хӗл Мучирен пылак парне илеҫҫӗ тата ресторан-вакунра чей ӗҫеҫҫӗ, тус-юлташне е тӑванӗсене ӑсатмалли открытка парнелеҫҫӗ.
  • Пукане театрӗ-вакуна кӗреҫҫӗ, унта Хӗл Мучи пуйӑсӗн пукане паттӑрӗсем асамлӑх шыраса 45 минутлӑ спектакль иртет. Билет хакне спектакль, Хӗл Мучирен пылак парне тата унӑн видеосаламӗ кӗреҫҫӗ.
  • Билет туянма ӗлкӗрейменнисем лавкка-вакуна тата ҫурҫӗр апат-ҫимӗҫӗллӗ ресторан-вакуна чӗрӗ черет йӗркипе кӗме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пуйӑс ҫитнӗ хыҫҫӑн Хӗл Мучи резиденцирен тухса хӑнасене саламлать, пуйӑс ҫула тухас умӗн — вӗсемпе сывпуллашать.

Кӗске программа (2 сехетрен сахалрах):

  • Пуйӑс сцени ҫинче кӑтартнине тӳлевсӗрех курма пулать, пукане театрӗнчи спектакле тата куҫса ҫӳрекен резиденцие кӗме билетсем туянмалла.

Хӗл Мучи пуйӑсӗн билечӗсен хакӗ

Сутлӑхра темиҫе тӗслӗ билет пур:

  • 6 ҫултан пуҫласа 13 ҫулчченхи ачашӑн (ача ҫеҫ) — 2450 тенкӗ;
  • 3 ҫултан пуҫласа 5 ҫулчченхи ачашӑн тата унпа пӗрле ҫӳрекен мӑн ҫыншӑн (14 ҫултан) — 2950 тенкӗ.

«Хӗл Мучин куҫса ҫӳрекен резиденцийӗ» билет хакне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

  • Пуйӑсри анимаци программи;
  • Хӗл Мучин куҫса ҫӳрекен резиденцийӗнче Хӗл Мучипе тата Юрпикепе тӗлпулни;
  • Хӗл Мучирен ача валли ҫеҫ парне;
  • Чей ӗҫни;
  • Тус-тантӑшне, тӑванӗсене ӑсатмалли открытка.

«Пукане театрӗ»:

  • 45 минутлӑ представлени;
  • Хӗл Мучирен ача валли ҫеҫ парне;
  • Хӗл Мучи видеосаламӗ.

Пукане театрне ача-пӑча билечӗпе 6 ҫултан пуҫласа 10 ҫулчченхи ачасене ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. «Пукане театрӗн» программине Хӗл Мучипе тӗлпуласси кӗмест! Билетсене пуйӑс киличчен 30 талӑк маларах «РЖД» сайтӗнче туянма пулать[13].

2024 ҫулхи ҫул-йӗр

Хӗл Мучи пуйӑсӗн 2024/2025 ҫул-йӗрӗпе вӑхӑчӗ
Кун Хула
1 19.11.2024 Тайшет
2 20.11.2024 Вихоревка
3 21.11.2024 Лена (Усть-Кут)
4 22.11.2024 Северобайкальск
5 24.11.2024 Ҫӗнӗ Чара
6 25.11.2024 Тында
7 26.11.2024 Февральск
8 26.11.2024 Ҫӗнӗ Ургал
9 27.11.2024 Амур-ҫи-Комсомольск
10 30.11.2024 Невельск
11 30.11.2024 Ильинское
12 01.12.2024 Поронайск
13 01.12.2024 Тымовск
14 01.12.2024 Ноглики
15 02.12.2024 Долинск
16 02.12.2024 Южно-Сахалинск
17 05.12.2024 Хабаровск
18 06.12.2024 Уссурийск
19 06.12.2024 Владивосток
20 07.12.2024 Биробиджан
21 08.12.2024 Благовещенск
22 08.12.2024 Белогорск
23 09.12.2024 Сковородино
24 09.12.2024 Ерофей Павлович
25 09.12.2024 Могоча
26 10.12.2024 Карымское
27 10.12.2024 Чита
28 11.12.2024 Петровский завод
29 11.12.2024 Улан-Удэ
30 13.12.2024 Иркутск
31 14.12.2024 Черемхово
32 14.12.2024 Зима
33 15.12.2024 Красноярск
34 16.12.2024 Абакан
35 17.12.2024 Новокузнецк
36 18.12.2024 Новосибирск
37 19.12.2024 Омск
38 20.12.2024 Шадринск
39 21.12.2024 Курган
40 22.12.2024 Челепи
41 23.12.2024 Карталы
42 23.12.2024 Магнитогорск
43 24.12.2024 Ҫтерлӗ
44 24.12.2024 Салават
45 25.12.2024 Ӗпхӳ
46 26.12.2024 Самар
47 27.12.2024 Балаково
48 28.12.2024 Саранск
49 29.12.2024 Чулхула
50 30.12.2024 Киров
51 31.12.2024 Екатеринбург
52 02.01.2025 Дзержинск
53 03.01.2025 Мускав
54 04.01.2025 Псков
55 05.01.2025 Аслӑ Новгород
56 05.01.2025 Чудово
57 06/07.01.2025 Питӗр (Новый Петергоф)
58 08.01.2025 Петрозаводск
59 09.01.2025 Мурманск
60 10.01.2025 Вологда
61 11.01.2025 Котлас
62 11.01.2025 Аслӑ Устюг

Ӗҫченсем

Пуйӑса 100 ытла ҫынран тӑракан чукун ҫул ӗҫченӗсен команди пӑхса тӑрать, вӗсем — техниксем, юсавҫӑсем, машинистсем, пуйӑс пуҫлӑхӗсем, проводниксем, административлӑ персонал, йӗрке хуралҫисем, буфетпа ресторан ӗҫченӗсем, ҫутатакансем тата ыттисем те[14].

Хушма информаци

2023 ҫулта Хӗл Мучи пуйӑсӗ Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ. Виҫӗ уйӑхра вӑл 33 686 ҫухрӑм кайнӑ[15].

Икӗ ҫул хушшинче вӑл ҫитнӗ ятпа йӗркеленӗ уявсене Раҫҫейри 150 ытла хулара 900 пин ытла ҫын хутшӑннӑ[16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Дед Мороз из Великого Устюга отправился в путешествие по стране. ТАСС (22 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  2. ^ Поезд Деда Мороза отправится в рейс по 100 городам России. Известия (22 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  3. ^ Поезд Деда Мороза из Великого Устюга отправился в турне по стране. Интерфакс (22 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  4. ^ Из Великого Устюга стартует новогодний поезд. Российская газета (1 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  5. ^ Дед Мороз отправился в большое путешествие по России на сказочном поезде. Первый канал (6 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  6. ^ Стало известно, когда в Петербург приедет волшебный поезд Деда Мороза. Фонтанка (5 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  7. ^ Поезд Деда Мороза отправится в путешествие по России 19 ноября. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  8. ^ Иванова, Т. Поезд Деда Мороза прибыл в Тайшет 19 ноября (выр.). Комсомольская правда (19 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  9. ^ В Комсомольск-на-Амуре приехал поезд Деда Мороза. otr-online.ru (27 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  10. ^ Поезд Деда Мороза сделает остановки на четырёх амурских станциях (2024-11-11). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  11. ^ «Поезд Деда Мороза» прибудет в Москву 3 января, Информационный Центр Правительства Москвы (2024-10-21). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  12. ^ В Великом Устюге презентовали поезд Деда Мороза. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ.
  13. ^ Поезд Деда Мороза. poezddedamoroza.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ.
  14. ^ Поезд Деда Мороза отправился на Дальний Восток. Российская газета (5 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  15. ^ Поезд Деда Мороза вошел в Книгу рекордов России. Как он выглядит. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  16. ^ РИА Новости, 27 декабря 2023. В Москву прибыл поезд Деда Мороза

Каҫӑсем