Чарльз Линдберг

Чарльз Огастус Линдберг (1902 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ, Детройт, Мичиган1974 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ, Мауи, Гавайи) — 1927 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20—21-мӗшӗнче Нью-ЙоркПариж маршрутпа ыттисенчен чи пӗрремӗш Атлантика океанӗ урлӑ пӗччен вӗҫсе каҫнӑ Америка лётчикӗ. Линдбергччен трансатлантика вӗҫевне 1919 ҫулта пӗрремӗш хут анӑҫран тухӑҫалла НьюфаундленКлифден (Ирланди) маршрутпа икӗ акӑлчан лётчикӗ — Джон Олкокпа Артур Браун — вӗҫсе ирттернӗ.

Кун-ҫулӗ

Ачалӑхпа яшлӑх

undefined

Чарльз Линдберг Детройтра (Мичиган штачӗ, АПШ) ҫуралнӑ. Ашшӗ Швецирен тухнӑскер пулнӑ, амӑшӗ — колледж вӗрентӳҫи. Линдберг-асли конгрессмен, АПШ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннине хирӗҫ тӑракан пацифист пулнӑ.

Пӗчӗк Чарльз техникӑпа вӑйлӑ интересленнӗ. Чи малтанах вӑл ҫемьери Saxon Six автомобильпе питӗ кӑсӑкланнӑ, кӑшт каярах ӑна Excelsior мотоцикл интереслентерме пуҫланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнине пула темиҫе шкула ҫӳреме ӗлкӗрнӗскер, Чарльз Мадисонри Висконсин университетне инженери механикин факультетне вӗренме кӗнӗ. Шӑп кунта вӑл вӗҫев ӗҫӗпе интересленсе кайнӑ та. Тепӗр икӗ ҫултан, 1922 ҫулта, механика факультетӗнче вӗренме пӑрахса яш Небраска штатӗнчи Линкольнри вӗҫев шкулӗн кадечӗ пулса тӑнӑ[4].

Пӗрремӗш вӗҫевсем

undefined

Хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫевне Линдберг икӗ вырӑнлӑ Lincoln-Standard «Tourabout» биплан пассажирӗ пулса курнӑ хыҫҫӑн тӑхӑр кунтан пурнӑҫланӑ. Хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫев ӗҫӗн официаллӑ урокне те вӑл ҫавӑн йышши машина ҫинчех вӗреннӗ. Анчах ҫирӗм ҫулхи студента пӗччен вӗҫме ирӗк паман: самолетра авари пулас пулсан компанипе ҫыхӑну тытакан ҫын кирлӗ пулнӑ. Ҫыхӑну валли укҫа кирлӗ пулнӑ. Линдбергӑн вара укҫа пулман. Вӗренӗве малалла тӑсма та унӑн укҫи-тенки ҫитмен.

Кирлӗ опыт пухас тата укҫа ӗҫлесе илес тесе, Чарльз Линкольнран тухса кайнӑ. Вара АПШ тӑрӑх ҫулҫӳреве тухса Небраскӑна, Вайоминга, Колорадона, Монтанӑна ҫитнӗ. «Малтан вӑл механик пулнӑ, — аса илнӗ тӗп инструктор Роберт Линч, — унтан парашютист тата сывлӑшра иртӗхекенскер пулса тӑнӑ».

Линдберг парашютпа сикес енӗпе вӑйлӑ кӑсӑкланнӑ, кӑткӑс трюксене пурнӑҫланӑ. Унӑн юратнӑ трюкӗсенчен пӗри сехетре 90 миля хӑвӑртлӑхпа вӗҫекен самолет ҫинчен парашютпа сикесси пулнӑ. Ҫакӑн йышши хӑтланӑшсене халӑх интересленсе пӑхнӑ, часах вара Чарльз ҫумне Пӗчӗкҫӗ Линдберг ят ҫыпҫӑннӑ. Унӑн хӑтланӑшӗсене сӑнани ытти летчиксемпе танлаштарсан чуна ытларах ҫӳҫентернине ҫынсем палӑртнӑ. «Лаптак штопорсем», «иммельмансем» тата «чӑмкӑҫсем» халиччен курман ҫӑмӑллӑхпа пурнӑҫланнӑран пухӑннӑ халӑх ытараймасӑр хашлатса сывласа ярса ҫеҫ пӑхса тӑнӑ. Анчах ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн унӑн вӗҫев программи вӗҫленнӗ, Линдберг вара механик пулса гаража вырнаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, унӑн ячӗ халӑх хушшинче самай сарӑлнине пула, вӑхӑтран-вӑхӑта вӑл парашютпа та сикнӗ.

Хӗлле Чарльз Миннесотӑри ашшӗ килне таврӑннӑ та ултӑ уйӑх ытла вӗҫмен. Пӗччен пӗрремӗш хут вӑл ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Джорджи штатӗнчи Америкусри Суфер-Филда (маларах ҫар тренировкисен уйӗ пулнӑ) ҫитсен вӗҫнӗ. 500 долларпа вӑл JN-4 Jenny биплан туяннӑ та тепӗр ҫур сехетрен пилотпа пӗрле ӑна сывлӑшра тӗрӗсленӗ[4].

Трансатлантика вӗҫевӗ

undefined

Пӗрремӗш трансатлантика вӗҫевне 1919 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 14—15-мӗшӗнче Алкокпа Браун Сент-Джонсран (Нью-Фаундленд) Клифдена (Ирланди) ҫити вӗҫсе ирттернӗ.

1919-мӗш ҫулта Нью-Йоркри отель хуҫи Реймонд Ортейг Нью-Йоркран Парижа ҫити ниҫта та анса лармасӑр вӗҫме пултаракан пӗрремӗш ҫын валли 25 000 долларлӑ приз фончӗ уйӑрнӑ. Ӑна илме хӑтланса темиҫе пилот вилнӗ, аманнисем те пулнӑ.

Линдберг ӑмӑртӑва хутшӑнма шут тытнӑ, анчах та вӗҫеве хатӗрленме укҫа кирлӗ пулнӑ. Вӑл Сент-Луисри тӑхӑр предпринимателе укҫа-тенкӗпе пулӑшма ӳкӗте кӗртнӗ. Унӑн заказӗпе Сан-Диегори Ryan Airlines ятарлӑ самолёт — пӗр моторлӑ моноплан — хатӗрленӗ. Проекта пурнӑҫланӑ ӗҫе Линдберг хӑй те хутшӑннӑ. Вӑл машинӑна «Сент-Луис чӗмӗ» ят панӑ.

1927 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-11-мӗшӗнче Линдберг Сан-Диего хулинчен Нью-Йорка вӗҫсе самолета тӗрӗсленӗ, ҫул ҫинче вӑл Сент-Луисра ҫӗр каҫнӑ. Вӗҫев маршручӗн вӑрӑмӑшӗ 20 сехет те 21 минута тӑсӑлнӑ. Маршрут тӑршшӗ 5800 километр пулнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Линдберг 7 сехет те 52 минутра Рузвельт-Филдран (Гарден-Сити, Лонг-Айленд, Нью-Йорк) сывлӑша вӗҫсе хӑпарса ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 21 минутра (Париж вӑхӑчӗпе — 22 сехет те 21 минутра) Ле-Буржере ҫӗр ҫине анса ларнӑ.

Трансатлантика вӗҫевӗшӗн Чарльз Линдберга Вӗҫев ӗҫӗсен хӗресӗпе чысланӑ, ҫак хисепе тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫын пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна ФАИ Ылтӑн авиаци медалӗпе чысланӑ.

undefined

1927 ҫулта Линдберг хӑйӗн трансатлантика вӗҫевӗ ҫинчен тӗплӗн каласа паракан «Эпир» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Аэронавтикӑна аталантарас ӗҫпе тӑрӑшакан Даниэль Гуггенхайм фонд ятӗнчен Линдберг АПШ пӗтӗм территорийӗ урлӑ вӗҫсе каҫнӑ. Унтан Линдберг Кларк университӗнчи физика профессорӑн, ракета ӑсталас тӗлӗшпе пионер шутланакан Роберт Годдардӑн тӗпчевӗсем ҫинчен пӗлнӗ, ҫапла вара Гуггенхайм кил-йышне Годдард эксперименчӗсене пулӑшма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫак экспериментсем каярах ракетӑсене, спутниксене тӑвас ӗҫе аталантарма пулӑшнӑ тата космос ҫулҫӳревӗсен пуҫламӑшӗ пулса тӑнӑ. Линдберг ҫавӑн пекех темиҫе авиакомпанире техника консультанчӗ шутӗнче пулса ӗҫленӗ.

1927 ҫулхи раштав уйӑхӗнче АПШ правительстви ыйтнипе Линдберг Америкӑн ырӑ ирӗкӗн символӗ пек Латинла Америкӑн ҫӗршывӗсене вӗҫсе килнӗ. Мексикӑра вӑл Энн Спенсер Морроуна, У. Морроу Америка элчин хӗрне тӗл пулнӑ, 1929 ҫулта ҫак хӗр унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ. Чарльз арӑмне аэропланпа вӗҫме вӗрентнӗ; навигацие тытса пыма арӑмӗ Гарольд Гатти патӗнче вӗреннӗ. Упӑшкипе арӑмӗ тӗрлӗ авиакомпанисем валли ҫӗнӗ маршрутсен схемисене хатӗрлесе пӗтӗм тӗнчипех сывлӑшри экспедицисем ирттернӗ. Энн Морроу Линдберг ҫавӑн пекех сӑвӑҫ тата прозаик пек те чапа тухнӑ[4].

Искусствӑлла чӗре хатӗрлес ӗҫе хутшӑнни

1931-1935 ҫулсенче Линдберг юн тымарӗсен хирургийӗ енӗпе ӗҫлекен пионерпа, Нобель премин лауреачӗпе Алексис Каррельпе пӗрле, юн оксигенацийӗн пӗрремӗш примитивлӑ хатӗрӗпе усӑ курмалли майсем шыраса экспериментсем ирттернӗ, ҫапла май искусствӑлла юн ҫаврӑнӑшӗн аппаратне хатӗрлеме хутшӑннӑ.

Ывӑлне вӑрлани

undefined

1932 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Линдбергӑн ҫулталӑк ҫурӑри ывӑлне вӑрланӑ. Ӑна каялла тавӑрса памашкӑн ашшӗ-амӑшӗнчен 50 пин доллар ыйтнӑ, анчах укҫана тӳлесе татсан та ачана тавӑрса паман. Вунӑ эрнене яхӑн иртсен арҫын ачан кӗлеткине тупнӑ: чӑннипе вара ачана вӑрланӑ хыҫҫӑн темиҫе сехетренех вӗлернӗ пулнӑ.

Тӳлеве срокӗ 1933 ҫулта тухакан ылтӑн сертификатпа тӳленине пула 1934 ҫултах ачана вӗлернӗ тесе шутланакан ҫынна, Бруно Хауптманна, шыраса тупнӑ. Хауптманн ҫырни тӳлеме ыйтакан хут ҫине ҫырнӑ ҫыннӑн почеркӗпе пӗр килнӗ. Ку ӗҫе ҫирӗплетекен ытти уликӑсене те тупса кӑтартнӑ, анчах айӑпланаканни хӑйӗн айӑпне пурӗ пӗр йышӑнман. Хауптманн арӑмӗ тата унӑн пуҫлӑхӗ ачана вӗлернӗ самантра Бруно Нью-Йоркра пулнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ.

Унсӑр пуҫне ҫак суд ӗҫӗн чылай аспекчӗ ыйтусем ҫуратать, тӗрлӗрен хакланисем пулнине кӑтартса парать. Присяжнӑйсем Брунона ачана вӑрланӑ тата юри вӗлернӗ тесе айӑплава палӑртнӑ, 1936 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче вара Хауптманна электричество пуканӗ ҫинче вӗлернӗ. Историксен, криминалистсен тата никама пӑхӑнман тӗпчевҫӗсен йышлӑ ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра Бруно Хауптманна айӑпсӑр пулнине палӑртать. Агата Кристи Линдберг ачине вӑрланӑ историе кӑштах улӑштарса «Тухӑҫ экспресри» вӗлерӳ» (1934) роман никӗсне хывнӑ. 1974 ҫулта ҫавнашкал ятлӑ фильм ӳкернӗ. Линдбергпа пулса иртнӗ хурлӑхлӑ пулӑм ҫавӑн пекех Юлиан Семёновӑн «III Экспанси» детективлӑ романӗн сюжетне кӗнӗ.

Ҫак инкек ҫынсемшӗн кӗтмен пулӑм пулса тӑнӑ, ӑна анлӑ ҫутатнӑ. Репортёрсем, фотографсем тата пурне те пӗлме тӑрӑшакансем Линдбергсене пӗрмаях кансӗрленӗ. Юлашкинчен, 1935 ҫулта суд вӗҫленсен, Линдберг хӑйӗн арӑмӗпе тата Джон ятлӑ аслӑ ывӑлӗпе пӗрле Европӑна куҫса кайнӑ. Конгресс «Линдберг саккунне» йышӑнма хушнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн ҫынсене вӑрлани федераци шайӗнчи хурахла ӗҫ пулса тӑнӑ[4]. Фотографсем хӑйсен ирӗкӗпе ытлашши усӑ курнине пула суд залӗнче фото- тата кино ӳкерме чарса хунӑ, ҫавна май АПШ-ра репортёр ӳкерчӗкӗн йӑли тепӗр хут вӑй илнӗ.

Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫине хутшӑнни

undefined

Европӑра Линдберга Франципе Германи правительствисем авиаци промышленноҫӗн турне чӗннӗ. Германире ӑна авиаци промышленноҫӗн анлӑ аталанни вӑйлӑ тӗлӗнтернӗ. 1938 ҫулта ҫакӑ Герман Геринг Линдберга нимӗҫсен Германи ӑмӑрткайӑкӗн орденне пама йышӑнтарнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ку пулӑма хӗрӳ сӳтсе явма тытӑннӑ: авиатора нацизм шухӑшӗсене йышӑннӑ тесе айӑпланӑ (1930-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл чӑн та Америкӑри нимӗҫ нацизмӗн идейисене килӗштерекенсемпе туслӑ пулнӑ[5]).

1938 ҫулта Линдберг ҫавӑн пекех совет авиацийӗ мӗнле шая ҫитнине пӗлес тӗллевпе СССР-а ҫитсе курнӑ[6][7]. Мускаври тӗп аэродромра Линдберга совет авиацийӗн ертӳҫисемпе хӳтӗлев наркомӗ К. Е. Ворошилов кӗтсе илнӗ. Совет правительстви ӑна чыслӑ кӗтсе илнӗ, хапӑлласа йышӑннӑ[8]. АПШ-на таврӑнсан Линдберг советсен Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем вӑйсӑр пулни ҫинчен, Германипе вӑрҫнӑ чух СССРа союзник пек йышӑнни тӗрӗс мар тесе тухса калаҫнӑ[8]. Вӑл хӑнана килсе кайнӑ хыҫҫӑн «совет правительстви хӳтӗлев предприятийӗсене тата ҫар чаҫӗсене ют ҫӗршыв ҫыннисене кӑтартма чарнӑ»[9].

Вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче тата Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫин пуҫламӑш тапхӑрӗнче (вӑрҫа АПШ кӗриччен) нацистла Германин ӗҫӗсене ырласа калаҫнӑ, АПШ еврейӗсене «халӑха вӑрҫа хутшӑнтармалла мар» тесе чӗнсе каланӑ тата ытти те. 1941 ҫулта вӑл «Чи малтан — Америка» (America Firt Committee) комитетӑн ертсе пыракан пайташӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Комитет Америкӑна Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫине хӑй ирӗкӗпе хутшӑнтарассине хирӗҫ тӑракан организаци пулнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн пичетлесе кӑларнӑ автобиографинче Линдберг хӑйӗн вӑрҫӑ умӗнхи позицине ҫапла ӑнлантарнӑ:

Хӑйӗн хӑвачӗпе потанциаллӑ, анчах та пурнӑҫпа тан килмен идеализмпа чирленӗ Америка, Гитлера парӑнтарассишӗн Европӑна хӗрес похочӗпе кайнишӗн, Гитлер ҫӗнтерсе илейменни Европӑна Совет Раҫҫейӗн пусмӑрӗ, ҫаратӑвӗ тата варварстви умӗнче хӳтлӗхсӗр тӑратса хӑварнине ӑнланайманнишӗн, хӗвеланӑҫ цивилизацийӗшӗн ку вилӗмлӗ суран пулассине ӑнланманнишӗн эпӗ ҫав тери пӑшӑрханатӑп.

Линдберг Франклин Рузвельт президентӑн тулаш политикине критикленӗ. Президента ку, паллах, килӗшмен. Рузвельт халӑх умӗнче айӑпланине хирӗҫ ҫар авиаторӗ отставкӑна кайнӑ. Линдберг Форд компанире тата Пӗрлештернӗ авиаци корпорацийӗнче техника консультанчӗ тата вӗҫевҫӗ-тӗпчевҫӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

1941 ҫулхи раштавра Пёрл-Харбор ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн Линдберг ҫакӑн пек тухса каланӑ:

«… пирӗн ҫӗршыв ҫине хӗҫ-пӑшал вӑйӗпе тапӑнчӗҫ, ҫакна хирӗҫ пирӗн те хӗҫ-пӑшал вӑйӗпе хуравламалла… Халӗ пирӗн пӗтӗм вӑя тӗнчери чи пысӑк тата чи вӑйлӑ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсене тӑвас ӗҫе кӳлентермелле. Америка салтакӗсем вӑрҫа каяҫҫӗ пулсан вӗсен хальхи ӑс-тӑн хатӗрлеме пултаракан тата хальхи промышленность мӗн тума пултаракан чи лайӑххи пурте пулмалла.

Линдберг ҫар хӗсметне таврӑнас шухӑшлине пӗлтернӗ, анчах Шурӑ ҫуртри хушу тӑрӑх АПШ Ҫар министрӗ Генри Стимсон (Henry L. Stimson) унӑн ыйтӑвне тивӗҫтермен[12].

1944 ҫулхи ака уйӑхӗнче Линдберг Пӗрлешӗннӗ Штатсен ҫарӗпе флочӗн граждан канашҫи пулса Лӑпкӑ океанри ҫар фронтне ҫырӑннӑ. Вӑл граждан ҫынни пулнӑ пулин те, ун шутӗнче 50 яхӑн ҫар шайӗнчи вӗҫев пулнӑ. Вӑл ӑсталанисен шутӗнче ҫавӑн пекех Америка истребителӗсем тума пултаракан ӗҫ майӗсене чылай анлӑлатакан автопилот меслечӗсене хатӗрлесси те пур[4].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем

undefined

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Линдберг АПШ СҪВ штабӗн пуҫлӑхӗн консультанчӗ пулса ӗҫленӗ. 1954 ҫулта Дуайт Д. Эйзенхауэр президент Линдберга СҪВ бригада генералӗ ятне панӑ. Pan American World Airways компани те Линдберга консультант пек ӗҫе илнӗ. Ҫак авиакомпание вӑл реактивлӑ транспорт туянма сӗннӗ, Boeing 747 дизайнне хатӗрлеме хутшӑннӑ.

1953 ҫулта Линдберг «Сент-Луис чӗмӗ» кӗнекене пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнеке Пулитцер премине тивӗҫнӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл нумай ҫул ҫӳрет, Африкӑпа Филиппин халӑхӗсен культурипе кӑсӑкланать. 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче каллех обществӑлла ӗҫсемпе аппаланма тытӑнать, уйрӑмах ҫухалас патне ҫитнӗ курпун тата кӑвак китсене хӳтӗлемелли кампанине пулӑшать. Ҫавӑн пекех вӑл сасӑран хӑвӑртрах вӗҫекен транспорт самолёчӗсен (ҫак самолетсем Ҫӗр чӑмӑрӗн атмосферине пысӑк сиен кӳме пултарасран шикленнӗрен) аталанӑвне хирӗҫ тӑрать[4].

Чарльз Огастес Линдберг 1974 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Гавай утравӗсенчи Мауи ҫинче хӑйӗн килӗнче шыҫӑ чирне пула вилнӗ. 1978 ҫулта унӑн автобиографийӗ тата хайлавӗсен пуххи пичетленсе тухнӑ.

Ӳнерте

  • 1929 ҫулта Бертольт Брехт «Линдбергат вӗҫевӗ» (Lehrstück) ятлӑ пьеса (кӗввине Курт Вайльпа Пауль Хиндемит ҫырнӑ) (Der Lindberghflug) ҫырнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1950 ҫулта, Линдберг нацистсем майлӑ пулнине пула Брехт ун ҫине кӑтартакан пур каҫӑсене те хуратнӑ та пьеса ятне «Океан урлӑ вӗҫни» (Der Ozeanflug) тесе улӑштарнӑ.
  • Линдберга Эрик Норденӑн «Пӗтӗмлетӳллӗ йышӑну» (The Ultimate Solution, 1973) тата Филип Ротӑн «Америкӑна хирӗҫле кавар» (The lot Against America, 2004) альтернативлӑ истори жанрӗпе ҫырнӑ кӗнекисенче хаяр антисемит террорӗн режима тытса тӑракан фашистла майлӑ ертӳҫӗ пек сӑнланӑ. Норден кӗнекинче Линдберга Америкӑна оккупациленӗ нацистсем марионеткӑлла пуҫлӑх пек лартаҫҫӗ; Рот кӗнекинче ҫапла сценари аталанать: вӑл, республика изоляционисчӗсен йышӗнчи кандидат пек пулса 1940 ҫулхи президент суйлавӗнче Франклин Рузвельта ҫӗнтерет имӗш, ку нацистла Германипе союзла пулнипе вӗҫленет. Рот кӗнеки тӑрӑх 2020 ҫулта экрансем ҫине «Америкӑна хирӗҫле кавар» мини-сериал ӳкерсе кӑларнӑ.
  • 1957 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче «Сент-Луис чӗмӗ» кӗнекене (ӑна Линдберг вӗҫевӗ 30 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ) экранизациленӗ, Линдберга унта Джеймс Стюарт актёр вылянӑ, вӑл та АПШ СҪВ хӗсметӗнче тӑнӑ тата хӑй вылякан герой званийӗпех (бригада генералӗ) отставкӑна тухнӑ пулнӑ.
  • Линди-хоп ташӑ ятне George (Shorty) Showden паллӑ ташӑҫӑ панӑ. Пӗр верси тӑрӑх, вӑл хаҫатсенче Чарльз Линдбергӑн пӗрремӗш трансатлантика вӗҫевӗ пирки ҫырнӑ «Lindy hops the Atlantica» пуҫелӗке курсан шӳтлесе ҫӗнӗ ташша Lindy hop ят панӑ пулать.
  • Кристофер Ноланӑн Интерстеллар фильмӗнче, Мерфи пӳлӗмӗнче темиҫе хутчен пысӑк планпа шкап кӑтартаҫҫӗ, унӑн ҫӳлӗкӗ ҫинче А. Скотт Бергӑн «Линдберг» (A. Scott Berg Lindbergh 978-039914493[13]) биографиллӗ кӗнеки выртать.
  • Макс Аллан Коллинзӑн «Вӑрланнӑскер» (Stolen Away, 1991) кӗнекинче легендарлӑ летчикӑн Чарльз Линдбергӑн ҫулталӑкри ачине вӑрланин историйӗ ҫинчен (Америкӑна хӑй вӑхӑтӗнче вӑл вӑйлӑ шуйхатнӑ) каласа панӑ. Натан Геллере детектив пирки ҫырнӑ черетлӗ романра Макс Аллан Коллинз каллех 1930-мӗш ҫулсенчи пулӑмсем патне таврӑнать, хӑйӗн пур ӑсталӑхӗпе саманан канӑҫсӑр атмосферине ӑша хывтарать.
  • «Вӑхӑт тулашӗнче» телесериалӑн (1 сезонӑн 14-мӗш сери, АПШ, 2016) — вӑхӑт витӗр ҫулҫӳревсем пирки ҫырнӑ фантастикӑлла сериал. Сценари тӑрӑх Линдберг «Ритенхаус» вӑрттӑн организацин (вӑл АПШ правительствине вӑрттӑн ертсе пырать тата тӗнче политикине пурнӑҫлать) пайташӗ шутланать.
  • Линдберг ачине вӑрланин кӑштах улӑштарса ҫырнӑ историйӗ Агата Кристин «Тухӑҫ экспрессри» вӗлерӳ» (1934) романӑн никӗсӗ пулса тӑнӑ. 1974 тата 2017 ҫулсенче ҫак ятпах илемлӗ фильмсем тухнӑ.
  • Юлиан Семеновӑн «III Экспанси» романӗнче Линдберг ывӑлне вӑрланин историйӗпе Генрих Мюллер гестапо шефӗ тӗлӗшпе пухнӑ компрометацилекен хут пек усӑ кураҫҫӗ, ҫавна май вӑл Америка ятарлӑ службисемпе пӗрле ӗҫлеймест.
  • Марина Цветаевӑн «Сывлӑш поэми» трансатлантика вӗҫевӗн пулӑмӗсемпе хавхаланса хайланнӑ.

Астӑвӑм

Вуламалли

Владимир Шитов. "Дух Сент-Луиса" // Граждан авиацийӗ. — М., 2012. — № 5. — .

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Charles Lindbergh // Encyclopædia Britannica (англ.)
  2. ^ 1, 2 Charles A. Lindbergh // Filmportal.de — 2005.
  3. ^ 1, 2 FamilySearch Family Tree — 2009.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Елена Соковенина. Смотрите, вон он летит!, Частный корреспондент (2011-02-04). 2011 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2011 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  5. ^ из д/ф «Американский план войны с Великобританией» (Discovery World)
  6. ^ Cole, Wayne S. Charles A. Lindbergh and the battle against American intervention in World War II. — [1st ed.]. — Harcourt Brace Jovanovich, [1974]. — xvii, 298 pages с. — ISBN 0151181683, 9780151181681.
  7. ^ Безыменский Л. А. Гитлер и Сталин перед схваткой..
  8. ^ 1, 2 Иванян Э. А. Энциклопедия российско-американских отношений. XVIII-XX века.. — Международные отношения, 2001. — 696 с. — ISBN 5-7133-1045-0.
  9. ^ Безыменский, Л. А. Гитлер и Сталин перед схваткой.
  10. ^ Lindbergh, Charles A. (Charles Augustus), 1902-1974. Autobiography of values. — 1st ed. — Harcourt Brace Jovanovich, 1978. — xxi, 423 pages, [20] leaves of plates с. — ISBN 0151102023, 9780151102020, 0156094029, 9780156094023.
  11. ^ ISOLATION GROUPS BACK ROOSEVELT; Lindbergh and America First Chapter Here Promise All Aid to the Government (акăлч.). 2021 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  12. ^ Charles Lindbergh in Combat, 1944. www.eyewitnesstohistory.com. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  13. ^ Lindbergh (book)(акăлч.) // Wikipedia, the free encyclopedia. 2015 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ MEDALIST FOR 1953 (англ.) (PDF). Daniel Guggenheim Medal. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
  15. ^ John D. Gorby. The Stettner way : the life and climbs of Joe and Paul Stettner. — 1st ed. — Colorado Mountain Club Press, 2003. — 207 pages с. — ISBN 0-9724413-0-1, 978-0-9724413-0-8.
  16. ^ GNIS Detail - Lone Eagle Peak. geonames.usgs.gov. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем