Чар-Ту (Чарту)
Чар-Ту (Чарту) — Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк палӑкӗ. Ҫутҫанталӑк палӑкӗн лаптӑкӗ —109,44 га.
Вырнаҫӑвӗ
Чӑваш Республики, Куславкка районӗ, Кунер ялӗнчен 2,5 км хӗвеланӑҫнелле тата Энтриэль ялӗнчен 1 км ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ.
Ҫутҫанталӑк палӑкӗн чиккисем ҫинчен ҫырса кӑтартни: ҫурҫӗр чикки Вӑта Аниш юханшыва юхса кӗрекен ҫырма вӑрринчен ҫул хӗрринчи тӑрӑхпа иртет; тухӑҫ тата кӑнтӑр чиккисем — Сӗнтӗрвӑрри вӑрман хуҫалӑхӗн Тӗрлемес лесничествин 23 — мӗш квартал чиккипе; анӑҫ чикки — ҫырма тӑрӑх Вӑта Аниш юханшыва юхса кӗнӗ вырӑна ҫити.
Топонимика
Халапсем
Халапсем хӑйсем ҫапла ӑнлантарса параҫҫӗ. Щамалсем, Кинерсем, Мишерсем ҫапла каласа панӑ:
Патша ҫарӗпе Атӑл тӑрӑх анаталла аннӑ чухне ҫыран хӗррине чарӑнма хушнӑ, ҫав ту ҫине таврана сӑнама хӑпарнӑ, мӗншӗн тесен чӑнах та ҫак ту ҫинчен пӗр ҫирӗм ҫухрӑм е ытларах та курӑнать. Кунтах патша чӑвашсен посольствине йышӑннӑ, вӗсем ҫак посольствӑна хӑйсен пӑхӑнӑвне палӑртма янӑ. Ытти парнесем хушшинче чӑваш хресченӗсем питӗ лайӑх панулмисем ярса пачӗҫ, вӗсем пирӗн йышлӑн ӳсеҫҫӗ. Патша ҫав панулмисенчен пӗрне ҫыртса татма кӑмӑл тунӑ та посольствӑна мирлӗн кӑларса янӑ… Ҫак ту ҫинчен Хаяр Иван тӑшмана сӑнанӑ: уяр ҫанталӑкра кунтан Хусан лайӑх курӑнать. Ҫак ту ҫинчен Н И. Ашмарин та халапсем илсе кӑтартать: Кунта Хусан вӑрҫи вӑхӑтӗнче патша салтакӗсем тӑнӑ. Хаяр Иван унта хула тӑвасшӑн пулнӑ, анчах ту ҫӳллӗ, шыв кӳрсе килме йывӑр пулнипе килӗшмен. Ҫар валли чӑвашсем апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ. Халӗ салтак землянкисен вырӑнӗсем ҫеҫ сыхланса юлнӑ. Ҫавӑн пек халапӑн тепӗр варианчӗ тӑрӑх, Хаяр Иван Аниш вӑрри ҫывӑхӗнчи хӑйӑрлӑ ту ҫинче хула тума пуҫланӑ. Анчах ҫуркунне ку сӑрта шыв илнӗ, хула тума пӑрахнӑ. Тепӗр ҫултан вырӑссем Сӗве хулине туса лартнӑ. Ытти халапсенче ҫапла каланӑ: Тӑвайккинчен вӑрмана Казаков ҫулӗ каять, ун тӑрӑх Хаяр Иван казакӗсем ҫӳренӗ; Патша ту ҫине мул хӑварнӑ, ҫапах та ӑна халӗ те тупаймаҫҫӗ. Ҫар хатӗрӗсенчен тӗрлӗ авалхи япаласене вара кунта ҫапах та тупнӑ. Чӑваш Енре Хусан вӑрҫи умӗн (тата 1552 ҫулхи походчен) пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен пӑхса тухнӑ халапсенчи информаци, паллах, тӗплӗн, конкретлӑ объектсемпе географи точкисенче историре пулса иртнӗ фактпа килӗшсе тӑмасан та пултарать… Ӗмӗрсем хушшинче чӑн пулӑмсем халӑх асӗнче вӑхӑтпа анлӑшра улшӑнчӗҫ, пӗр объектран тепӗр объекта, паллӑрах, витӗмлӗрех объекта (калӑпӑр, тӗмеске ҫине), пӗр географи пӑнчинчен теприне куҫрӗҫ. Час-часах халапсем историри чӑн пулӑмсен конкретлӑ лару-тӑрӑвне, вырӑнне, вӑхӑтне тӗрӗс пӗлтереҫҫӗ. IV ИВАН, 1550 ҫулхи февраль уйӑхӗнче пулас хула валли вырӑн суйласа илсе, Сӗве вӑрринчи ҫавра тӑва кӑна мар, Чартӑна та пӑхса тухнӑ пулӗ. 1549/50 ҫулхи поход вӑхӑтӗнче чӑвашсем ун патне посольство яни те чӑн пулма пултарать.Чӑваш истори халапӗсем [1]
Сыхлакан ӳсентăрансен тӗссем
Ылттăн володушка, вăрман çил курăкĕ, пĕтреке лили, çемçе пыл курăкĕ, пиретрум щитковый, лазурник трехлопастной, цицербита уральская, хирти чие, шур курăк, дремлик широколистный, хытă тĕклĕ çар çип ути, хир улмуççи.
Ҫутҫанталӑк палӑкӗ валли ҫырнӑ сыхлав йӗрки
Юрамасть: ҫутҫанталӑк палӑкне сыхласа хӑварассине чӑрмантаракан тӗрлӗ хуҫалӑх ӗҫӗ, ҫав шутра: вӑрман касасси (санитари касассисӗр тата майласа каснисӗр пуҫне); хунавсене ҫитӗнтермелли хими меслечӗсем; тӑпра виттине пӑсни; гидрологи режимне улӑштарни.
Ирӗк панӑ ӗҫ тӗсӗсем: санитари касасси тата майласа касни, ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем, вӗрентӳпе ҫутӗҫ ӗҫ-хӗлӗ, пушара хирӗҫле кирлӗ мероприятисем палӑртнӑ йӗркепе.
Ӑнлантарусем
- ^ Чувашские исторические предания: Очерки истории чувашского народа с древних времен до середины XIX века. П. В. Денисов, доктор исторических наук, профессор
Каҫӑсем
- Склон Чарду// Особо охраняемые природные территории и объекты Чувашской Республики: Материалы к Единому пакету кадастровых сведений. — Чебоксары, 2004. — С. 189—191.
- Чувашские исторические предания: Очерки истории чувашского народа с древних времен до середины XIX в. / В. Д. Димитриев, 2-е, доп. изд. Чебоксары, Чувашское книжное издательство, 1993, ч.1, стр. 69-70. suvar.org.
- Чувашско-русский словарь: Ок. 40 000 слов / Андреев И. А., Горшков А. Е., Иванов А. И. и др.; Под ред. М. И. Скворцова. — 2-е изд., стереотип. — М.: Рус. яз., 1985. — 712 с., ил., 16 л. ил. — Н.-и. ин-т яз., лит., ист. и экономики при Совете Министров Чув. АССР.