Романри ӗҫ-пуҫ икӗ параллеллӗ йӗрпе туратланса пырать: хальхи Бомбейре, Лондонра, кайран каллех Бомбейре, ҫавӑн пекех Мухаммед пророк вӑхӑтӗнчи авалхи Аравире.
Хальхи вӑхӑта сӑнлакан пай террористсем самолёта сирпӗтнипе пуҫланать, ун ӑшӗнчен икӗ инди мӑсӑльманӗ, Джибрил Фариштпа (перс.فرشته farešte — «ангел») Саладин Чамча (акăл.Saladin Chamcha) тухса ӳкеҫҫӗ те фантастикӑллӑ метамарфоза тӳссе ирттереҫҫӗ.
Вӗсенчен пӗри — Чамча актёр — инди эмигранчӗ, Британире вӑл ытларах сасӑ ҫырас тӗлӗшпе ӗҫленӗ, акӑлчан хӗрне качча илнӗ, ачисем ҫук, майӗпен сатир пулса пырать, кайран — шуйттана ҫаврӑнать. Ҫакнашкал улшӑнусене пула ӑна полици шырать, хӑй вӑл Лондонри хӑна ҫуртӗнче пытанса пурӑнать, Лондонри ҫамрӑксем хушшинче шуйттана хисеплемелли мода пуҫарса ярать, юлашкинчен вара каялла ҫын пулса тӑрать.
Тепӗр тӗп сӑнар — Фаришт плейбой, Индире вӑл Болливудра индуистсен туррисен ролӗсенчи выляса чапа тухнӑ актёр пулнӑ, ӑна хӑй ҫине алӑ хунӑ еркӗнӗн ӗмӗлки канӑҫ памасть. Вӑл Джабраил архангел пулса тӑрать. Лондонра вӑл Аллилуйя ятлӑ альпинисткӑна савса пӑрахнӑ, ҫак вӑхӑтра архангел пулса вӑл вӑхӑт тӗлӗшпе те уҫлӑх тӗлӗшпе те куҫса ҫӳрет. Меккӑра (романра ӑна Джахили тенӗ) вӑл ислам аталанма пуҫланнӑ тапхӑрта Мухаммед пророка (ӑна Посланник тата Махаунд ятпа калаҫҫӗ) тӗл пулать.
Шӑп ҫак сыпӑк ӗнтӗ, Джахили лидерӗсем ҫине тӑнине пула шӑпах унта Махаунд темиҫе суя хӗрарӑм-турӑ Турӑ куҫӗнче ятарлӑ статуслӑ пулнипе килӗшет, тепринче Махаунд тӑшманӗ пулнӑ Баал сӑвӑҫ аскӑнлӑх ҫуртӗнче пытанать, унти проституткӑсем вара хӑйсене Посланник арӑмӗсен ячӗсемпе усӑ кураҫҫӗ, Хомейни аятоллӑна самай ҫиллентернӗ те. Сюжетӑн тепӗр тураттинче Джабраил фанатикпа, тӗн ертӳҫипе, тӗл пулать, ӑна тӑван ҫӗртен хӑваласа янӑ, ҫак сӑнарта Хомейнине хӑйне палласа илме пулать.
Роман ҫапла вӗҫленет: кӗвӗҫӳ туйӑмне пула Фаришта, унӑн ҫулҫӳревӗсене шизофренин ҫивӗчленнӗ эпизочӗсем пек хаклама май пур, Аллилуйя альпинисткӑна вӗлерет, кайран хӑйӗн ҫине алӑ хурать. Ашшӗпе мирлешнӗ хыҫҫӑн Чамча каялла Индине пурӑнма таврӑнать.
Нарӑс, 14: иран лидерӗ, Хомейни аятолла, мӗнпур мӑсӑльмана роман кӑларма хутшӑннисене пурне те вӗлерме чӗнекен фетва кӑларать; иран тӗн фончӗ Рушдине вӗлерме укҫа уйӑрать.
2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ: пӗр вӑхӑтрах тенӗ пек Потсдамра романа тӗпе хурса хатӗрленӗ спектакль тухать, Тӗнче тетелӗнче вара вырӑсла куҫарӑвӑн электронлӑ версийӗ кун ҫути курать.
2011 ҫул: официаллӑ мар вырӑсла кӑларӑм тухать[3].
2012 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ: вӗлернӗшӗн тӳлемелли укҫа виҫине 3,3 миллион доллар таран ӳстернӗ[4].
2021 ҫул: вырӑсла официаллӑ мар иккӗмӗш кӑларӑм тухать.
2022 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ: Нью-Йорк штатӗнчи Чотокуа хулинче лекци ирттернӗ чухне Рушди ҫине тапӑну пулса иртет, сцена ҫине сиксе хӑпарса пӗр ҫын ӑна мӑйӗнчен тата кӗлеткинчен ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикет. Тапӑнакана тытса чарнӑ, Рушдине васкавлӑн пульницӑна илсе ҫитернӗ[6][7][8][9].