Яшин Иван Васильевич
Ҫын пирки | |
Яшин Иван Васильевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 19.1.1919 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 26.10.1966 (47 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Премисемпе чысланисем |
Яшин Иван Васильевич (Совет Раҫҫейӗ — Совет-финн тата Тӗп фронтӑн 60-мӗш ҫарӗн 132-мӗш стрелоксен дивизийӗн 605-мӗш стрелоксен полкӗнчи 1-мӗш стрелоксен батальонӗн парторгӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1919 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Совет Раҫҫейӗнчи Хусан кӗпӗрнинчи Бахмутово ялӗнче (халӗ — Пӑрачкаври педагогика техникумне вӗренсе пӗтернӗ. Учительте ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1939 ҫултанпа. 1939—1940 ҫулсенчи Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. 1940 ҫултанпа — ВКП (б) пайташӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне ҫар училищин курсанчӗ пулнӑ.
1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Рузаевка (Мордови) хулине эвакуациленӗ Смоленск ҫарпа политика училищинчен вӗренсе тухнӑ. Училище хыҫҫӑн 636-мӗш каҫхи бомбардировкӑсен авиаци полкӗн авиаци эскадрильин ҫар комиссарне ҫирӗплетнӗ. Эскадрилья шутӗнче фашистсене хирӗҫ пӗрремӗш ҫапӑҫӑва кӗнӗ.
1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Иван Яшин комиссар пехотӑна куҫнӑ, 132-мӗш стрелоксен дивизийӗн 605-мӗш стрелоксен полкӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Малтан танка хирӗҫ пӑшалсемлӗ (ПТР) ротӑн политрукӗ пулнӑ, 1943 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен — батальон парторгӗ. 1943 ҫулхи кӗркунне Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ.
1943 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Яшин капитан пӗрремӗш штурм ушкӑнӗсемпе Чернигов облаҫӗнчи Козелецк районӗнчи Староглыбов ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ. Плацдармра тӑшманӑн позицийӗсене тапӑнма хутшӑннӑ, хӑй хыҫҫӑн салтаксене ертсе пынӑ. Йывӑр аманнӑ пулин те ҫапӑҫӑва малалла тӑснӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи Указӗпе Яшин Иван Васильевич капитана ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, хисеплӗ ятпа пӗрле Ленин орденне тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне (№3365) тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫартах юлнӑ, ҫар хӗсметне малалла тӑснӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн 1951 ҫулта В. И. Ленин ячӗллӗ Ҫарпа политика академине вӗренсе пӗтернӗ. 1956 ҫултанпа Яшин И. В. майор саппаса тухнӑ. Чӑваш АССРӗн тӗп хулинче Шупашкарта ӗҫлесе пурӑннӑ. 1966 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ[1](17.10.1943);
- Ленин орденӗ;
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль;
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 степеньлӗ орденӗ[2] (19.08.1943);
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 степеньлӗ орденӗ[3](26.09.1943);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ[4] (13.02.1943);
- «Ҫар тивӗҫӗсемшӗн» медаль (15.11.1950);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (26.10.1955);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Шупашкарта «Богданкӑри» (Богдан Хмельницкий урамӗ) хула масарӗнче, масарӑн мемориал пайӗнче пытарнӑ. Вилтӑпри ҫинче палӑк лартнӑ.
- Шупашкар хулинче Яшин И. В. пурӑннӑ Ленин проспектӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Пӑрачкав районӗнчи Яшин И.В. вӗреннӗ Анастасово ялӗнчи шкул ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Пӑрачкаври пӗр урама Яшин И. В. ятне панӑ.
- Пӑрачкаври Ҫӗнтерӳ лапамӗнче Совет Союзӗн Паттӑрне чысласа 8 стела вырнаҫтарнӑ.
- Пӑрачкаври район музейӗнче Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ 8 Совет Союзӗн Паттӑрне халалласа экспозици йӗркеленӗ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Аронова-Батвинкина (Шлемовна), Л. С. Портрет Героя Советского Союза Яшина / Л. С. Аронова-Батвинкина (Шлемовна) // 100 лет Чувашской автономии в произведениях из собрания Чувашского государственного художественного музея : альбом / фото А. Л. Мартыновой. — Чебоксары, 2020. — С. 34
- Васильева, Л. Страница жизни отважного парторга / Л. Васильева // Порецкие вести. — 2019. — 19 янв. (№ 4). — С. 3.
- Кудявнин, В. Доблесть парторга / В. Кудявнин // Товарищ. — 1999. — 30 апр.
- Кудявнин, В. И. Яшин Иван Васильевич / В. И. Кудявнин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 521.
- Кудявнин, В. И. Яшин Иван Васильевич / В. И. Кудявнин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 752.
- Макаров, С. Капитан Иван Яшин / С. Макаров, В. Степашин // Герои Днепровской битвы / С. Макаров. — Чебоксары, 1944. — С. 16-20.
- Память о Герое живет // Порецкие вести. — 2020. — 11 марта (№ 19). — С. 2.
- Яшин Иван Васильевич (19.01.1919-26.10.1966) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Вечно живые (О Яшине И.В.) //Заветы Ильича. — 2002. — 8 мая. — №38
Каҫӑсем
- Герои страны
- https://chgign.ru/a/news/1266.html?ysclid=m1uf0tlmys278140621
- https://artmuseum.ru/listofdays/01/19/Ivan_Vasiljevich_Yashin
- https://soldiers.chuvsu.ru/geroi/71
- https://poretskoelibrary.ru/%D1%8F%D1%88%D0%B8%D0%BD-%D0%B8%D0%B2%D0%B0%D0%BD-%D0%B2%D0%B0%D1%81%D0%B8%D0%BB%D1%8C%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87/
- https://героипфо.рф/?id=3818
- https://podvignaroda.ru/?#id=28005371&tab=navDetailManAward
- https://podvignaroda.ru/?#id=16812194&tab=navDetailManAward
- https://podvignaroda.ru/?#id=17682871&tab=navDetailManAward
- https://podvignaroda.ru/?#id=150413499&tab=navDetailManAward
- https://www.moypolk.ru/soldier/yashin-ivan-vasilevich-5
- Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1919 ҫулта ҫуралнисем
- Хусан кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Юпан 26-мӗшӗнче вилнисем
- 1966 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Бахмутовӑра ҫуралнисем
- Кӑрмӑш уесӗнче ҫуралнисем
- Совет Раҫҫейӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче вилнисем
- 1939—1940 ҫулсенчи Совет-финн вӑрҫине хутшӑннисем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗсем
- Пӑрачкав районӗнчи Совет Союзӗн Паттӑрӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗн кавалерӗсем
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗсем