VI Тупоу
| Ҫын пирки | |
| VI Тупоу | |
| | |
| Çуралнă чухнехи ят | тонг. ʻAhoʻeitu ʻUnuakiʻotonga Tukuʻaho |
|---|---|
| Чӑн ят | тонг. Tupou VI |
| Çуралнă вăхăт | 1959 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ (66 ҫулта) |
| Çуралнă вырăн | |
| Гражданлăх | |
| Альма-матер | |
| Ĕçлев тĕсĕ | дипломат, Политик, Ĕмпӳ |
| Ашшĕ | Тауфа’ахау Тупоу IV[d] |
| Амăшĕ | Queen Halaevalu Mataʻaho, Queen Mother of Tonga[d] |
| Арăмӗ | Нанасипауу Тукуахо[d] |
| Ачисем | Сиаоси Тупоутоа[d], Ангелика Латуфуипека Тукуахо[d] тата Принц Ата[d] |
VI Тупоу (ҫуралнӑ чухнехи ячӗ — ʻАхоʻеиту ʻУнуакиʻотонга Тукуʻахо (ҫур. 1959 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Королевский дворец[d]) — Тупоу ӑрӑвӗнчен тухнӑ 2012 ҫултанпа Тонгӑн улттӑмӗш патши. Унччен 6 ҫул хушши ҫӗршыв премьер-министрӗн должноҫне йышӑннӑ.
Кун-ҫулӗ
IV Тауфаахау Тупоу Тонго патшин шучӗпе виҫҫӗмӗш ывӑлӗ тата чи кӗҫӗн ачи. Карьерӑна ҫар ӗҫӗнчен пуҫланӑ: 1982 ҫулта Тонгӑн тинӗс-ҫар вӑйӗсенче хӗсметре тӑма кайнӑ, 1987 ҫулта капитан-лейтенант звани таран ӳснӗ. 1990 ҫултанпа 1995 ҫулччен «VOEA Pangai» патруль киммин командирӗ пулнӑ, ҫавӑн пекех Бугенвиль утрав (Папуа-Ҫӗнӗ Гвиней) ҫинчи мирлӗ пурнӑҫа упракан операцие хутшӑннӑ.
1998 ҫулта ҫар хӗсметӗнчен пушаннӑ на тӳре-шара ӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ, 1998 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2004 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен пӗр вӑхӑтрах хӳтӗлев министрӗ тата ют ҫӗршывсен ӗҫӗн министрӗ пулнӑ. Ҫак должноҫсенче вӑл йышӑниччен унӑн аслӑ пиччӗшӗ Сиаоси Тупоу ларнӑ. 2000 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче Ахоэитӑна Тонга премьер-министрӗ вырӑнне лартнӑ. 2006 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче паллӑ мар сӑлтава пула вӑл вырӑнсене хӑй ирӗкӗпе пушатнӑ. Ҫакӑ ахӑртнех 2005 ҫулӑн варринче ҫӗршывра иртнӗ хумханусене пула пулса иртнӗ, унта хутшӑннӑ халӑх Тонгӑна ертсе пырас ӗҫре патша кил-йышӗн витӗмӗ ытла пысӑк пулнишӗн хирӗҫ тӑнӑ. Унӑн вырӑнне Фелети Севеле йышӑннӑ, вӑл еткерпе куҫакан пӗр-пӗр хисеплӗ ята тивӗҫмен е аристократ кил-йышӗнчен тухман пӗрремӗш Тонго премьер-министрӗ пулса тӑнӑ.
Правленийӗ
Шалти политика
2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫӗршывра конституци кризисӗ пуҫланнӑ. VI Тупоу патша Сиаоси Совалени(выр.)чăв. премьер-министра шанма пӑрахнӑ. Вӑл ӑна хӳтӗлев министрӗ пулма тата Фекитамоэлоа Утоикаману ҫине ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ пулма шанман. Ҫакӑн пирки вӗсем 2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене пушатнӑ[1]. 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Малкольм Бишопа тӗп судья пулма лартнӑ[2]. 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Сиаоси Совалени премьер-министр ӗҫрен йӑлт пӑрахса кайнӑ[3].
2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫӗнӗ премьер-министра суйланӑ. Ку вырӑна Аисаке Эке йышӑннӑ[4]. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пол Гарлик Аслӑ судӑн судьи пулса тӑнӑ[5]. 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче патша парламентра хӑйӗн сӑмахӗпе тухса калаҫнӑ. Вӑл правительствӑна халӑх умӗнче яваплӑ пулма чӗннӗ. Ҫӗршывран нумай специалист тухса кайнӑран вӑл ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлавӗнче тата вӗренӳре улшӑнусем кӗртме хушнӑ[6]. 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пӗтӗмӗшле суйлав иртнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн раштав уйӑхӗнче Факафануа лорда ҫӗнӗ премьер-министра лартнӑ. 2026 ҫул пуҫламӑшӗнче вара министрсен ҫӗнӗ кабинетне ҫирӗплетнӗ. Вӑл монарх ертсе пынипе Вӑрттӑн канаш шайенче ӗҫлет[7].
Ют ҫӗршыв политики
2024 ҫулхи авӑн тата юпа уйӑхӗсенче Тупоу VI патша тата Нанасипау’у патша майри официаллӑ визитпа АПШ-на кайнӑ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ Калифорни штатӗнчи Лома-Линда(выр.)чăв. хулине ҫитсе курасси пулнӑ. Унта вӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркипе паллашнӑ. Ку йӗркене вӗсем Тонгӑра кӗртме палӑртнӑ[8].
2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Си Цзиньпин(выр.)чăв. ертӳҫӗ чӗннипе монарх КХР-на патшалӑх визичӗпе кайнӑ. Ку визит вӑхӑтӗнче пӗрле ӗҫлесси пирки калакан темиҫе документа алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пекех Тонга «пӗр Китай» политикине ҫирӗппӗн пӑхӑннине ҫирӗплетнӗ[9].
Ҫемйи
Ахоэиту Ваэа аслӑ ҫулпуҫӗн, Нанасипауу хӗрне качча илнӗ. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вӗсен виҫӗ ача ҫуралнӑ:
- Ангелика Латуфуипека Тукуахо принцесса (1983 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче ҫур., Тонга). Вӑл Австралири Тонгӑн Аслӑ комиссарӗн вырӑнӗнче 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулччен ӗҫленӗ[10].
- Сиаоси Тупоутоа Тукуахо принц (1985 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче ҫур., Нукуалофа, Тонга) — патша пуканне йышӑнма пултаракан. 2012 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ Киникинило Фэкэфэнe Аслӑ ертӳҫӗ хӗрӗ, Офейной принцесси тата леди Фэкэфэну шутланакан Хонь Сынайтакала Факафаньуана качча илнӗ. 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Сиаоси Тупоутоа принца ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн тата хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен министрӗн вырӑнне лартнӗ[11]. Вӗсен тӑватӑ ача пур:
- Тауфаахау Мануматаонго принц (2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫур., Окленд, Ҫӗнӗ Зеланди);
- Хэлэлу Мэйта’эхо принцесса (2014 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче ҫур., Окленд, Ҫӗнӗ Зеланди);
- Нанасипау’у Элиана принцесса (2018 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче ҫур., Окленд, Ҫӗнӗ Зеланди);
- Салоте Мафиле’о Пилолеву принцесса (2021 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ҫур., Канберра, Австрали);
- Ата принц — Унуаки Унуакиотонга (1988 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче ҫур., Нукуалофа, Тонга).
Ячӗ-хисепӗсем
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Тонгӑра принца хисеплӗ ят параҫҫӗ, халӑх ӑн ҫак ятпа хисеплеме тытӑнать, вӑл унӑн харпӑр ячӗ вырӑнне пулса тӑрать. Патша пуканне йышӑнма пултаракан ҫын пулса тариччен Ахоэитӑн харӑсах пӗр е тӳрех виҫӗ хисеплӗ ят пулнӑ: Пеари Лавака, Коловаири Ата, Ваваури Улукалала. Ҫак хисеплӗ ятсене хӑть те мӗнле йӗркепе калама пулать, анчах та ытларах Лавака Ата Улукала тата Улукалала Лавака Ата ятсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Ахоэита патша пуканне йышӑнма пултаракан ҫын пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ӑна йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Тупоутоа теме пуҫланӑ, ку ятпа мӗнпур кронпринцсене те калаҫҫӗ. Маларах ку ятпа Ахоэитӑн аслӑ пиччӗшӗ ҫӳренӗ, анчах та ахаль ҫемьери хӗрарӑма качча илнӗ хыҫҫӑн унӑн ҫак титултан хӑтӑлма тивнӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: VI Тупоуна патша кӑшӑлне тӑхӑнтартассин официаллӑ церемонийӗ патша пуканне йышӑннӑ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул иртсен ҫеҫ пулса иртнӗ. Патша кӑшӑлне тӑхӑнтартасси уявсен эрнин чи чаплӑ уявӗ пулса тӑнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх вӑл тапхӑрта Тонга йӑли-йӗркисене ирттернӗ, урамра савӑнӑҫлӑ уявланӑ. Еткерлӗхе йышӑнакан Нарухито Яппун принцӗсӗр пуҫне савӑнӑҫлӑ уява Европӑри патшасен кил-йышӗнчи ҫынсен те хутшӑннӑ: Венгри принцӗ Георг фон Габсбург тата Австри принцесси Мари-Тереза фон Гогенберг.
2025 ҫулта Фиджи ҫӗршывне патшалӑх визичӗпе кайнӑ чухне VI Тупоу патшана Фиджи Орденӗн Хисеплӗ кавалерӗн (акăл. Honorary Companion of the Order of Fiji) ятне панӑ. Ку ятпа ӑна икӗ ҫӗршыв хушшинчи ҫирӗп ҫыхӑнусене йӗркеленӗшӗн тата Тонгӑра пурӑнакан фиджи общинине пӑхса-хӳтӗлесе тӑнӑшӑн тивӗҫтернӗ[12].
Карьери
- 1991—1995 — Тонга ТҪВ ҫарпуҫӗ, ютҫӗршывсен ӗҫӗн тата хӳтӗлев министрӗ
- 1998—2004 — ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ
- 1998 — хӳтӗлев министрӗ
- 2000 — премьер-министр, ял тата вӑрман хуҫалӑхӗсен министрӗ, пулӑ тытакан промышленность министрӗ, ТҪВ тата портсен министрӗ
- 2001 — граждан авиаци министрӗ тата коммуникаци министрӗ
- 2004 — граждан авиаци министрӗ, коммуникаци министрӗ, хӳтӗлев министрӗ, ТҪВ тата портсен министрӗ, ӗҫ тата инкеклӗ лару-тӑру министрӗ
- 2006 — премьер-министр вырӑнне тата ытти пӳлӗмри постсене хӑй ирӗкӗпе пушатать
- 2008—2012 — Австралири Тонгӑн ҫӳллӗ шайри комиссарӗ
- 2012 ҫултан — Тонга патши.
Пӗлӳ илни
- 1977 — пӗлӳ илни ҫинчен панӑ пӗтӗмӗшле сертификат (А шай), The Leys School, Кембридж, Аслӑ Британи
- 1988 — стратегиллӗ тӗпчевсен специалисчӗ, АПШ тинӗс-ҫар колледжӗ, Ньюпорт (Род-Айленд), АПШ
- 1995 — стратегиллӗ тӗпчевсен дипломлӑ специалисчӗ, Australian Joint Services Staff College, Австрали
- 1997 — хӳтӗлев ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен магистр, Bond University, Квинсленд, Австрали
- 1998 — тӗнчери хутшӑнусен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен магистр, Bond University, Квинсленд, Австрали
Ӑнлантарусем
- ^ Премьер-министр Тонги ушел в отставку до вынесения вотума недоверия. Real Tribune (9 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ British barrister appointed Lord Chief Justice of Supreme Court of Tonga. Matangi Tonga Online (15 ҫурлан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Премьер-министр Тонги ушел в отставку. Синьхуа (9 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Hon Dr Aisake Valu Eke. Pacific Islands Forum Secretariat (22 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Justice Paul Garlick KC sworn in as Tonga's new Supreme Court Judge. Kaniva Tonga (1 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ King calls for reform in education and health, and accountability of govt. Matangi Tonga Online (23 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Eke and Fakafanua are the two nominees for PM. Matangi Tonga Online (15 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ King and Queen of Tonga Embark on Historic Tour of North American Blue Zone. NAD Adventist (7 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ King Tupou VI of Tonga Pays State Visit to China. Embassy of the People's Republic of China in Tonga (8 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ HRH Princess Angelika Latufuipeka of Tonga awarded prestigious 'Server et Manere' Award. Tonga Government Portal. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Crown Prince of Tonga appointed Foreign Minister and Minister of HM Armed Forces. Tonga Government Portal. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ King Tupou VI traditionally welcomed and conferred Honorary Companion of the Order of Fiji. Fiji Village. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
Вуламалли
Pacific Magazine. TONGA: Prime Minister Resigns, Effective Immediately.
- Утӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1959 ҫулта ҫуралнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- XXI ĕмĕрти политиксем
- Тонго монархӗсем
- Тонго хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем
- Хальхи вӑхӑтри патшалӑх ертӳҫисем
- Тонгӑн ют ҫӗршыв ӗҫӗн министрӗсем
- Тонгӑн хӳтӗлев министрӗсем
- XX ĕмĕрти политиксем
- 2000 ҫулта должноҫа кӗнӗ премьер-министрсем
- Тонго премьер-министрӗсем