Çаран марисем
Çаран марисем (Çурçĕр-тухăç марисем; улăхри мари Олык марий) — марисен чи йышлă этно-лингва ушкăнĕ.
Йышĕ
Çаран марисен йышĕ 400 пине яхăн çын, ытларах Мари Элре (294,3 пин çын) тата Киров облаçĕнче (20 пине яхăн çын) пурăнаççĕ.
Этноним
Çаран марисем этноним мари чĕлхине вырăссенчен килнĕ. Вырăссен ĕлĕкрен пыракан йăлипе, Атӑлăн сулахай çыранĕнче пурăнан халăха çаран çыннисем тенĕ.
Истори
Этнографи группи IX—XVI ĕмĕрсенче Мăн Кокшагапа Вятка хушшинче пурăнакан марисенчен уйрăмла чăмăртаннă. Унăн никĕсне Ветлуга-Вятка хушшинче вырнаçнă, хăйсене юханшыв ячĕпе идентификациленĕ пĕрлешӳсем хунă. Темиçе ĕмĕр юнашар-пĕрле пурăнса, удмуртсемпе тата комипе, çаплах тутарсемпе, чăвашсемпе тата вырăссемпе çыхăнусем тытнă май туçи марисенчен урăхларах, уйрăмах чĕлхере, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче, кулленхи пурнăçра, чун хавалĕпе, менталитетпе, пулса кайнă.
XIV—XV ĕмĕрсенче Ылтăн Уртари, Хусан ханлăхĕнчи администраци çаран марисем хушшинче, хуçалăхра, кулленхи культурăра çыхăнусене усă курса политикăра, экономикăра хăйĕн витĕмне сарас шутпа вĕсене 3 администрациллĕ-фискаллă территорие (даруга) — Галица, Алат тата Ар — йĕркеленĕ. Кашнине çĕрпӳ-вулăсне пайланă, вĕсенче территорири микрогруппăсем пурăннă.
Çав. пекех
- «Небесные жёны луговых мари» — çаран марисен кулленхи пурнĕçне, йăлине кăтартакан раççей фильмĕ (2012); мари чĕлхипе çапса кăларнă.
Асăрхавсем
Литература
- Энциклопедия Республики Марий Эл / отв. ред. Н. И. Сараева.- Йошкар-Ола, 2009.- С.522-523