Çӳлти Чулман Атăл районĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Тури Чулман Атăл районĕКиров облаçĕн (Раççей) çурçĕр-тухăçĕнчи административлă пайĕ. Административлă тĕпĕКирс хули.

Тавралăхĕ

Çĕр-шыв лаптăкĕ — 10 370 çм2 (чи калăпли). Нагорски, Белохолуницки, Омутнински тата Афанасьев районĕсемпе чикĕленет.

Тĕп юханшывĕсем — Чулман Атăл тата Нухрат Атăл.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районăн халăх йышĕ —37 пин çын (2006), çав шутра хула никĕсĕпе —27 пине яхăн çын.Пурĕпе 62 пурăну вырăнĕ.

  • Кай – районăн чи ватă ялĕ, Строгановсем 1558 туса хунă.
  • Сорда посёлокĕ.

Климат

Район вăтам тайга тăрăхĕнче вырнаçнă та Киров облаçĕн çурçĕр агроклимат ярăмĕ шутне кĕрет. Çурçĕр ярăмра шартлама нӳрĕк хĕл кунĕсем. Вегетаци тапхăрĕ кунта чи кĕски, 153-157 куна çити пырать, сивĕ мар вăхăчĕ —105-110 кун.

Кун-çулĕ

Тури Чулман Атăл районне СССР Аслă Канаш Президиумĕн 1965 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчи Хушăвĕпе йĕркеленĕ.
1929-1934 – Кай районĕ ят панă, тĕпĕ — Лойно чиркӳ ялĕ, Чулхула енне пăхăнса тăнă.
1934-1936 - Киров енне кĕрет.

Хуçалăхĕ

Районта Рудничный посёлок - Раççейпе пысăк Вятка-Чулман Атăл фосфорит минерал тупăçлакан - вырнаçнă.

Транспорт

Пур поселок тата совхозсен тĕп кил йăвисем район тĕпĕпе автомобиль çулĕпе çыхăннă. Кирс хулине облаç хулипе автомобиль тата чукун çул йĕрĕ çыхăнтарать.

Паллă вырăнсем

  • çăва çинчи йывăç часовньă («Кирскабель» завочĕн профилакторийĕ);
  • Георгий йывăç чиркĕвĕ, кондовăй хыртан 1881 çулта туса хăпартнă (Волосница сали);
  • Афанасий йывăç чиркĕвĕ, 1889 çулта лартнă (Гидаево сали);
  • Покров чиркĕвĕ, 1915 çул (Кирс хули);
  • Мăн пĕве, Кĕçĕн пĕве, Волосница пĕви, пур шыв лаптăкĕ — 617 га.
  • Рудниково вăрман хуçалăхĕнченчи çутçанталăк палăкĕсем: Круглое тата Падун кӳлĕсем, Кай вăрман хуçалăхĕнче – Дикое кӳлĕ.
  • Сыхлавра çаплах Лойно сали патĕнчи Чулман Аталăн çыранĕ (тури юр тапхăрĕнчи чул тăпри курăнать).

Граждан вăрçи историпе çыхăннă палăксем:

  • 1-мĕш Çапăçу урамĕнчи обелиск (Кирс хули);
  • граждан вăрçи паттăрĕсен палăкĕ (Кирс хули);
  • палăк («Кирскабель» завадăн паркĕ – Кирс хули);
  • граждан вăрçи паттăрĕсен тăванлă çăви (Кай сали).

Каçăсем


Wiki letter w.svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.