Алексеев Георгий Андреевич
Ҫын пирки | |
Алексеев Георгий Андреевич | |
Çуралнă вăхăт | 27.2.1939 (85 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
Алексеев Георгий Андреевич (нарăс, 27, 1939, Пучинке, Йӗпреҫ районӗ, Чӑваш АССР) — совет художникӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ.
Чӑваш республикинчи куравсене, Магадан облаҫӗнчи художниксен произведенийӗсен куравӗсене, зонӑри «Советский Дальний Восток» куравӗсене, чӑваш художникӗсен Пӗрлешӗвӗн куравӗсене хутшӑннӑскер.
Кун-ҫулӗ
Георгий Андреевич Пучинкере ҫуралнӑ. Ҫулталӑкран ашшӗ-амӑшӗ Йӗпреҫ посёлокне пурӑнма куҫнӑ. Шӑп посёлокпа юнашар вырнаҫнӑ илемлӗ ҫутҫанталӑкпа юнашар пулас ӳнерҫӗн ачалӑхӗ иртнӗ те[1].
1965 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищинчен (унта вӑл 1957 ҫулта вӗренме кӗнӗ, икӗ курс вӗренсен ҫара кайса килнӗ), 1973 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Шупашкарти «Чӑвашкабель» заводра художник-оформитель, Йӗпреҫ поселокӗнчи вӗренӳ заведенийӗсенче ӳкерчӗкпе черчени учителӗ пулса ӗҫленӗ. Чылай хушӑ Магадан облаҫӗнчи Сеймчан поселокӗнче пурӑннӑ тата ӗҫленӗ, вырӑнти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗрентнӗ, «Магадансельстрой» 1 № ялти строительство комбиначӗн художник-оформителӗ пулса ӗҫленӗ.
Харпӑр куравӗсем Магадан облаҫӗнчи Сеймчан поселокӗнче, Магадан, Улатӑр хулисенче, Чӑваш Республикин Йӗпреҫ тата Пӑрачкав салисенче иртнӗ.
Ӗҫсем
Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ чухне вӑл диплом ӗҫӗ шайӗнче «Пробуждение» картина ӳкернӗ. Преподавательсем ӑна пысӑк хакпа хакланӑ, Герогий Андреевича конкурссӑрах Ленинградри художество академине кӗме сӗннӗ, анчах ҫемьере сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене пула вӑл унта каяйман[1].
Паллӑ ӗҫӗсен шутӗнче: «Колымчанин», «Ҫурҫӗр пейзажӗсем», «Симӗс курӑк ҫинче», «Пӑлан ӗрчетекенсен ачисем», «Борискин перевалӗ», «Охотски тинӗс ҫыранӗ» тата ыттисем те.
Ҫемье
Ашшӗ ялти фельдшер пулнӑ.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- http://www.gatd.archives21.ru/news.aspx?id=97112&s_page=6
- http://www.gap.archives21.ru/memorials.aspx?id=6367&s_page=4
- Алексеев Георгий Андреевич («Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн» сайтӗнчи страница) (выр.)
- Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1939 ҫулта ҫуралнисем
- Йĕпреç районĕнче çуралнисем
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Пучинкере ҫуралнисем
- Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче ҫуралнисем
- Пайӑр ҫынсем:Йӗпреҫ районӗ
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренсе тухнисем
- Шупашкарти ӳнер училищинче вӗренсе тухнисем
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗсем