Андреев Виктор Андреевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Андреев Виктор Андреевич
Çуралнă вăхăт 1936 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ(1936-07-10)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2001 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ(2001-12-21) (65 ҫул)
Гражданлăх
Альма-матер

Андреев Виктор Андреевич (1936 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ, Айкӑш, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР2001 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ, Шупашкар) — совет йывӑр атлечӗ; 1964 ҫулта Украина чемпионӗ, 1966 ҫулта СССР чемпионӗ, 1965 ҫулта йывӑр виҫеллӗ жимри тӗнче рекордсменӗ (+90 кг) — 198 тата 198,5 кг. Йывӑр атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗ.

Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Айкӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Пилӗк ҫултах Виктор ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Малти Ишекри тулли мар вӑтам шкулта, Нурӑсри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Ӗҫ вырӑнӗнчен каймасӑр Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне тата ял хуҫалӑх институчӗн агро-экономика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Йывӑр атлетикӑпа ҫарта чухне интересленме тытӑннӑ. Тӑтӑш тренировкӑсене 1962 ҫулта пуҫланӑ, спорт мастерӗн 90 кг категорири нормативне пурнӑҫланӑ. 1963 ҫултанпа йывӑр виҫепе ӑмӑртнӑ. 1960 ҫул пуҫламӑшӗнче Украинӑна, Лисичанска куҫса кайнӑ.

1963 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл СССР халӑхӗсен III Спартакиадинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 1964 ҫулла Киеври СССР чемпионатӗнче Леонид Жаботинский хыҫҫӑн 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ҫавна май «Клуб 500» ятлӑ пӗрлешӗве кӗнӗ (502,5 кг йӑтнипе). Чӳк уйӑхӗнче Украина чемпионатӗнче 525 кг йӑтса ҫӗнтернӗ.

1965 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ тӗнче шайӗнчи «Туслӑх кубокӗнче» нумай йывӑр атлета троеборьере питӗ лайӑх виҫепе — 537,5 кг йӑтса— ҫӗнтернӗ.

1965 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче, Алуштари ӑмӑртура 198 кг йӑтса тӗнче рекордне (Юрий Власова) ҫӗнетсе ҫӗнтернӗ. Тепӗр ҫур уйӑхран, Ереванри СССР чемпионатӗнче тӗнче рекордне 0,5 кг чухлӗ ҫӗнетнӗ (198,5 кг). Троеборьере каллех Л. Жаботинский хыҫҫӑн иккӗмӗш пулнӑ. СССР команди йышӗнче София хулинче иртнӗ Европа чемпионатӗнче мала тухнӑ, анчах та 180 кг таякан жимра тухса ӳкнӗ. 1965 ҫулхи кӗркунне тӑван тӑрӑхне Шупашкара таврӑннӑ.

1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, Ҫӗнҫӗпӗрте, пӗрремӗш хут СССР чемпионӗ пулса тӑнӑ. Раштав уйӑхӗнче Ашхабадра СССР Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. 1967 ҫулхи ака уйӑхӗнче каллех Тбилисире иртнӗ «Туслӑх кубокӗнче» (547,5 (190+152,5+205) ҫӗнтернӗ. Ҫак кӑтарту В. Андреева тӗнче историйӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна кӑларнӑ. Малта Ю. Власов тата Л. Жаботинский — 580 тата 572,5 — ҫеҫ пулнӑ.

Чӗре таппине пула, тухтӑрсем хистенӗ хыҫҫӑн, 1968-мӗш ҫулта спорт карьерине вӗҫленӗ. В. А. Андреев 2001 раштав уйӑхӗнче инфарктра пула вилнӗ.

В. Андреевӑн ачисем — Викторпа Ольга — йывӑр атлетикӑра ҫитӗнӳсем тунӑ.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чӑвашла[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Иванов, Д. Виççĕмĕш улăп / Д. Иванов // Коммунизм ялавĕ. – 1965. – 24 апр.
  • Сидоров, П. Айкăш паттăрĕ / П. Сидоров // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 1996. – 30 утă.
  • Степанов, И. Ĕмĕт: 600 килограмм / И. Степанов // Коммунизм ялавĕ. – 1965. – 1 авг.
  • Чӑваш паттӑрӗ – Андреев // Хыпар. – 2009. – 3 чӳк. – С. 4.
  • Чикмякова, С. «Ҫӑлтӑрлӑ» ятсем / С. Чикмякова // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар р-нӗ). – 2014. – 25 кӑрлач. – С. 3 : фот.

Вырӑсла[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Алексеева, М. Спорт настоящих титанов / М. Алексеева // Спорт. панорама Чувашии. – 2012. – № 4. – С. 42-43.
  • Андреев, В. А. Тяжести Виктора Андреева – в жизни и спорте / В. А. Андреев ; записал В. Петров ; фот. В. Романова // Совет. Чувашия. – 1998. – 15 окт.
  • Безелев, В. Третий богатырь страны / В. Безелев // Совет. Чувашия. – 1965. – 6 июня.
  • Виктор Андреевич Андреев: 1936-2001. Был третьим силачом планеты / подгот. по материалам ст. П. Сидорова // Спортсмены. – Чебоксары, 2005. – С. 19-28. – (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 3).
  • Егоров, А. Чувашский Илья Муромец / А. Егоров // Совет. Чувашия. – 2011. – 7 июля. – С. 20.
  • Сидоров, П. В честь Виктора Андреева / П. Сидоров // Спорт. панорама Чувашии. – 2012. – № 2. – С. 32-34 : фот. цв.
  • Скородумов, Н. Г. Андреев Виктор Андреевич / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 103.
  • Скородумов, Н. Г. Андреев Виктор Андреевич // Скородумов, Н. Г. Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. – Чебоксары, 2007. – 49.
  • Соколов, Л. Третий богатырь мира / Л. Соколов // Совет. Чувашия. – 1967. – 14 апр.
  • Талдыкин, В. Семь новых рекордов / В. Талдыкин // Совет. Чувашия. – 1965. – 16 нояб.