Антипов Василий Иванович
| Энтип Ваççи | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Антипов Василий Иванович |
| Ҫуралнӑ | 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ | 2017 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ (80 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Гражданлӑх (подданство) | |
| Пӗлӳ илни | |
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш сăвăçĕ, прозăçи, |
| Пултарулӑх ҫулӗсем | 1950 — 2017 |
| Жанр | поэзи |
| Хайлавсен чӗлхи | чӑвашла тата вырӑс чӗлхи |
| Наградӑсем | |
Василий Иванович Антипов (хушма ячӗ — Энтип Ваҫҫи, 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ, Хурашыв, Клевлĕ районĕ, Самар облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2017 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чăваш прозăçи, сăвăçи.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ӗҫченӗ (1992), СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1977)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1937 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕнчи Клевлĕ районĕн Хурашыв ялĕнче çуралнă[1].
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан ялти клуб ертӳçи, чукун çул çыхăнăвĕнче юсакансен бригадирĕ, слесарь пулса ĕçленĕ.
1953 ҫулта Чăваш çĕршывне куçса килсен Ҫӗнӗ Шупашкарта стройкăра (1953—1963) ĕçленĕ, каярах «Химпром» хими комбиначӗн нумай тиражлă хаçатăн тата вырăнти радиокалаçу редакторӗ (1963—1974) пулса тăрăшнă[1].
1974—1977 çулсенче Энтип Ваççи Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче тата тĕп редакторĕнче вăй хунă. Каярах вăл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчен тата СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн çумĕнчи аслă литература курсĕнче вĕренсе тухнă, унăн хыççăн Чăваш Республикин Çыравçисен Пĕрлешĕвĕн литконсультанчӗ (1986—1989) тата правлени председателĕн çумӗ (1989—1995) пулса ӗҫленӗ[1].
1996—1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Вӑрман хуҫалӑх енӗпе патшалӑх комитечӗн редакципе пропаганда ӗҫӗн ертсе пыракан ӗҫченӗ пулнӑ[1].
Пултарулӑхӗ
Литература ӗҫне иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче тытӑннӑ. Чӑваш Республикинчи хаҫат-журналта, ҫавӑн пекех вырӑсла тухакан «Литературная Россия», «Молодая гвардия», «Дружба», «Венок дружбы», «ЛИК» хаҫат-журналта, «Алӑри асамат» (Молния в руке), «Туслӑх кӑшалӗ» (Венок дружбы), «Самана» (Вехи века) тата ытти хайлавсен пуххисенче пичетленнӗ[2].
«Вӑрман словарӗ — Лесной словарь» кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ[2].
Кӗнекисем
20 ытла кӗнеке авторӗ, вӗсенчен[2]:
- Энтип, В. И. Алӑри асамат : [сӑвӑсемпе поэмӑсем] / В. Энтип. — Шупашкар, 1976. — 96 с.
- Энтип, В. Ачалӑх урхамахӗ ҫилҫунат : поэма / Энтип Ваҫҫи ; Светлана Савельева вулать. — Устная речь (исполнительская) : электронная // Читаем детям о Великой Отечественной войне = Ачасем валли Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен вулатпӑр : [аудиодиск] / Национальная библиотека Чувашской Республики. — Чебоксары : Национальная библиотека Чувашской Республики, 2016.
- Энтип, В. И. Илӗртӳллӗ илем : [повеҫсем, калавсем, эссесем, статьясем] / Василий Энтип. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1992. — 399 с.
- Энтип, Ваҫҫи. Пыл ҫунӑ ир : сӑвӑсем, поэмӑсем / Энтип Ваҫҫи. — Шупашкар, 1979. — 272 с.
- Энтип, В. И. Самана : сӑвӑсем, поэмӑсем / Василий Энтип. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1987. — 254 с.
- Энтип, В. Ҫӑлкуҫ / Василий Энтип. — Шупашкар, 1974. — 63 с. — (Родник).
- Энтип, В. И. Ҫӗнӗлӳ : поэмӑсен триптихӗ / В. И. Энтип // Алӑри асамат : [сӑвӑсемпе поэмӑсем] / Василий Энтип. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1976. — С. 36-93.
- Энтип, В. Ҫӗнелӳ : триптих : «Алӑри асамат» кӗнекерен / Василий Энтип ; Светлана Савельева вулать ; Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗ. — Шупашкар : [и. ҫ.], 2020. — Устная речь : аудио.
- Энтип, В. И. Туслӑх кӑшӑлӗ : [сӑвӑсем] / В. И. Энтип. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 23 с.
- Энтип, В. И. Чӗнӳ чанӗ : сӑвӑсем, поэмӑсем / Василий Энтип. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1989. — 191 с.
- Энтип, В. И. Юрату кӗнеки : сӑвӑсем, поэмӑсем / В. И. Энтип. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 140 с.
- Энтип, В. И. Венок дружбы : [поэмы : для мл. и сред. школьного возраста] / В. Энтип; пер. с чуваш. Н. Григорьевой; ред. М. П. Егоров; худож. В. А. Смирнов. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1977. — 24 с.
- Эндип, В. И. Родники России : [стихи и поэмы] / В. И. Эндип; пер. с чуваш.: Е. М. Аксельрод, Н. А. Григорьевой. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1980. — 232 с.
- Энтип, Ваҫҫи. Аннем чӗри тапать ман кӑкӑрта : [сӑвӑсем] / Ваҫҫи Энтип // Тӑван Атӑл. — 2009. — 12. — С. 143—147. — (Чӑваш поэзийӗн антологийӗ ; XIII).
- Эндип, В. И. Гадаю на бессмертнике : [стихотворения] / Василий Энтип (Введено оглавление) // ЛИК. — 2007. — № 3 (11). — С. 62-69.
- Эндип, В. И. «До многоточий…» : [стихотворения] / Василий Эндип // Лик. Литература. Искусство. Культура. — 2012. — № 2(19). — С. 99-102.
Хисепӗсем
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа» медаль;
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ;
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1992)[2][3].
Хаклав
Литература критикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай сӑвӑҫ пултарулӑхне ҫапла хакланӑ[4]:
Энтип Ваҫҫи – хӑйӗн темисемпе тата вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли поэзи мелӗсемпе кӑна кӑсӑклӑ поэт мар. Шӑпах йӑла-йӗркене ҫирӗп пӑхӑнса унӑн сӑввисен уҫҫине шырамалла. В. Энтип поэзийӗ, паллах, чи малтан чӑваш чӗлхипе халӑх сӑмахлӑхӗн тарӑнрах йӑли-йӗрки патне туртӑнать…
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 В. Г. Родионов. Эндип Василий Иванович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Эндип, Василий Иванович (писатель; 17.01.1937-01.09.2017) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР (выр.). 2026-04-08.
- ^ Сегодня исполняется 75 лет со дня рождения чувашского поэта Василия Эндипа (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (17 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- Василий Энтип // Çилçунат. — 2000. — № 10-12. — С. 27.
- Осипов, Н. Пĕр сăвă тишкерĕвĕ / Н. Осипов // Хыпар. — 2009. — 17 нарăс. — С. 4.
- Сементер, Ю. Шавлать сĕм вăрман, ешерет кăлкан / Ю. Сементер // Хыпар. — 1997. — 17 кăрлач.
- Ставский, М. Чун чанĕ / М. Ставский // Григорьев, Н. Сăмах вăйне туйса / Н. Григорьев, М. Ставский. — Шупашкар, 1992. — С. 212—226.
- Юман, А. Энтип Ваççи / А. Юман // Канаш (Ульяновск обл.). — 1996.- 21 дек.
- Афанасьев, П. Эндип (Антипов) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 523—524.
- Скворцова, О. В. Интеллектуальные поиски чувашской лирики как характерная черта поэзии второй половины XX в. : [о лирике Н. Теветкеля, Ю. Айдаша, В. Эндипа] // Скворцова, О. В. Чувашская лирика второй половины XX века / О. В. Скворцова. — Чебоксары, 2010. — С. 35-58.
- Тимуков, А. Н. Эндип (Антипов) Василий Иванович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 504.
- Хузангай, А. Где искать радугу? // Хузангай, А. Поиск слова / А. Хузангай. — Чебоксары, 1987. — С. 159—172.
- Ялгир, П. Энтип Ваççи (Антипов Василий Иванович) // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 147.
- Чувашская АССР. Верховный Совет. О присвоении почетного звания «Заслуженный деятель искусств Чувашской АССР» : Указ Верховного Совета Чувашской АССР от 10 декабря 1992 г. // ГИА ЧР. Ф.Р-1041. Оп.6. Д.2323. Л.244.
Каҫӑсем
- Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1937 ҫулта ҫуралнисем
- Самар облаçĕнче çуралнисем
- Авӑнӑн 1-мӗшӗнче вилнисем
- 2017 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Сăвăçсем, алфавитпа
- СССР сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем