Антонов Леонид Илларионович
Леонид Антонов | |
---|---|
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Антонов Леонид Илларионович |
Ҫуралнӑ | 1939, ҫӗртме, 18 |
Ҫуралнӑ вырӑн |
![]() |
Подданство |
![]() ![]() |
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш çыравçи тата сăвăçĕ |
Жанр | поэзи |
Хайлавсен чӗлхи | чăваш, вырăс |
Антонов Леонид Илларионович — чăваш сăвăçĕ, публицисчĕ, РФ çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Нестор Янкас ячĕллĕ парне лауреачĕ[1].
Биографи
1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Красноармейски салинче çуралнă.
Чăваш ял хуçалăх институчĕнче вĕреннĕ. Колхоз председателĕ тивĕçне пурнăçланă тата агроном пулса ĕçленĕ, Красноармейски районĕнчи çĕр ресурсĕсен управленине ертсе пынă.
Малтанхи сăввисем «Ял пурнăçĕ» хаçатра, «Ялав», «Хатĕр пул», «Тăван Атăл» журналсенче тата пĕрлĕ пухмачсенче пичетленнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Пичетленнĕ кĕнекисем:
- «Сăвăсем» (1990);
- «Чун туртăмĕ – йăмраллă Трак» (1991)
- «Çăлкуç сипечĕ» (1994)
- «Тулли пучах» (1996);
- «Сывлăм пĕрчисем» (1999)
Вуламалли
- Алексеев, В. Пучах тулли пултăрччĕ / В. Алексеев // Коммунизм ялавĕ. – 1989. – 21 февр.
- Леонид Антонов // Чăваш литературин антологийĕ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 416.
- Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Шупашкар, 2005. – С. 18.
- Афанасьев, П. Антонов Леонид Илларионович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Шупашкар, 2006. – С. 31.
Ӑнлантарусем
- ^ Антонов Леонид Илларионович( ӗҫлемен каҫӑ)