Аракелян, Александр Карапетович

Аракелян Александр Карапетович (1923 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ, Гюмри2013 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей ӑсчахӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, лётчик-истребитель, электротехника тата автоматизациленӗ электропривод енӗпе ӗҫлекен ӑсчах, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗренӳ енӗпе пӗрремӗш проректорӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче 1923 çулта Арменири Александрополь (халӗ — Гюмри) хулинче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхӗ Баку хулинче иртнӗ. 1937 çулта Бакури пионерсен ҫуртӗнчи авиамодель кружокне, унтан 1940 ҫулта аэроклуба йышӑннӑ. 1941 ҫулхи ҫуркунне вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ[1].

1941 ҫулхи ҫĕртме уйăхӗн 22-мӗшӗнче Бакури Дзержински район ҫар комиссариатӗнче хӑй ирӗкӗпе ҫара илме заявлени ҫырнӑ. Тбилисине Пилотсен 26-мӗш ҫарпа авиаци шкулне вӗренме янӑ та 1942 ҫулта ҫуркунне вӗренсе пӗтернӗ. Черниговри И-16 самолётсемпе истребитель-лётчиксен ҫарпа авиаци училищинче малалла вӗреннӗ[2].

1942 ҫулти кӗркунне Сталинград ҫывӑхӗнчи тӑшман тылне десантлама йӗркеленӗ парашютист-автоматчиксен батальонне кӗртнӗ. Пӗр уйӑх хатӗрленнӗ хыҫҫӑн батальона Красноводска унтан Калач хули районне десантлама куҫарса янă, анчах десант пулман. Унтан çав ушкăнах Атӑлӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранне куҫарнӑ. Атӑл урлӑ каҫнă хыççăн Сталинградри урамри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[3].

Сталинградри çапăçу хыççăн Ленинградская станицăна Як-1 тата Як-7 самолётсемпе вӗҫме вĕренме янă. Училищӗрен тепӗр хут вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2-мӗш Прибалтика фрончӗн 15-мӗш сывлӑш ҫарӗн 122-мӗш гварди авиаполкӗн ретне тӑнă. Кёнигсберг районӗнче Пе-2 бомбардировщиксене сыхланӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Пĕр çапăçура сулахай аллине снаряд ванчӑкӗ лекнĕрен амантнă[1].

Вăрçă вĕçленнӗ чухне Виттенберг хули патӗнче тӑнӑ. Вăрçă хыççăн полк Шяуляй тата Вильнюс хулисенче вырнаçнă. Н. Е. Жуковский ячӗллӗ сывлӑш-ҫар инженер академине вӗренме кайма направлени илнӗ, анчах отпуск хыҫҫӑн хăйĕн ирĕкĕпе демобилизациленнĕ[1].

1948 çулта аслă лейтенант званийĕпе демобилизациленнĕ. Ялхуçалăх техники кӑларакан заводра техник пулса ĕçленĕ. 1948 çулта Азербайджан индустри институчӗн энергетика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1953 çулта вĕренсе пĕтернĕ те ун хыççăн 5 çул «Краснодарэнерго» тытӑмӗнчи предприятисенче (Апшерон ЦЭСӗ тата Афип ГРЭСӗ) ĕçленĕ[1][4].

1958 çулта Мускав энергетика институтне аспирантурăна вĕренме кĕнĕ. 1961 çулта вĕренсе пĕтернĕ. 1961 ҫултанпа — МЭИ Атӑл филиалӗн ассистенчӗ. 1967—1971 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетĕнче вӗренӳ енӗпе проректор пулса ĕçленĕ[4].

2013 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ[2].

Ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

Техника ӑслӑлӑхӗсен докторĕ, профессор. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ докторĕ. Раҫҫей Федерацийӗн Электротехника ӑслӑлӑхӗн академийӗн хисеплӗ академикӗ[2].

1962—1982 ҫулсенче — «Промышленность установкисен электропривочӗ тата автоматизацилесси» кафедрӑн заведующийĕ. 1969 çулта кафедра çумĕнче аспирантура уçнă, автоматизациленӗ электропривод енӗпе аслӑ шкулсем хушшинчи ӑслӑлӑх ӗҫӗсен пуххине кӑларассине йӗркеленӗ. 1982 ҫулта — доцент, 1994 ҫултанпа — профессор[1][4].

1990 çулта Ҫӗнӗ Шупашкарти ТЭЦ-3 насус валли вентильлӗ двигательлӗ пысӑк вольтлӑ йӗркелекен электропривод тытӑмне йӗркелесе янă[1].

Пурĕ 6 монографи, 35 вӗренӳ пособийӗ, 150 ытла статья пичетленӗ, 21 изобретение регистрациленӗ[1].

Ӗҫӗсем

  • Введение в автоматизированный электропривод : учеб. пособие для вузов / А. К. Аракелян. — Чебоксары, 2002. — 262 с.
  • Теория электропривода : учеб. пособие / А. К. Аракелян. — Чебоксары, 1992. — 84 с.
  • Вентильные электрические машины в системах регулируемых электроприводов : учеб. пособие для вузов, по направл. подгот. 654500 — «Электротехника, электромеханика и электротехнологии». Т. 1. — Чебоксары, 2006. — 545 с.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Аракелян Александр Карапетович. Герои ЧувГУ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Бессмертный полк. Армения. Аракелян Александр Карапетович (выр.). www.moypolk.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  3. ^ Чувашский государственный университет им. И.Н. Ульянова » Всероссийская акция «Научный полк»: Александр Карапетович Аракелян (англ.). www.chuvsu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Аракелян, Александр Карапетович (ученый; 23.09.1923-20.01.2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
  5. ^ Советская Чувашия. Аракелян Александр Карапетович (выр.) (22 кӑрлачӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Александр Карапетович Аракелян // Тр. Акад. электротехн. наук Чуваш. Респ. — 2003. — № 3. — С. 63-64.
  • Арестова, В. Ю. Аракелян Александр Карапетович / В. Ю. Арестова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 121.
  • Аракелян Александр Карапетович : (к 85-летию со дня рождения) // Тр. Акад. электротех. наук Чуваш. Респ. — 2009. — № 1. — С. 115-116 : портр.
  • Аракелян Александр Карапетович : [некролог] // Советская Чувашия. — 2013. — 22 янв. — С. 4 : фот.
  • Аракелян Александр Карапетович // Who is Who в России. — 5-е изд. — Zug, 2011. — С. 126.
  • Бойко, И. И. Аракелян Александр Карапетович / И. И. Бойко // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 69-70.
  • Светлой памяти Александра Карапетовича Аракеляна : [некролог] // Ульяновец. — 2013. — 24 янв. (№ 3). — С. 8 : фот.
  • Филиппова, Л. Корифей науки и образования : [о д-ре техн. наук, проф. А. К. Аракеляне] / Л. Филиппова // Ульяновец. — 2003. — 25 сент. — С. 1.