Археолог кунӗ
Археолог кунӗ — Раҫҫейри, Беларуҫри тата Казахстанри археологсен официаллӑ мар професси уявӗ, ҫавӑн пекех Украинӑн официаллӑ уявӗ (2008 ҫултанпа), ӑна XX ӗмӗр варринчен пуҫласа ҫулсерен ҫурлан 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Истори
«Археолог кунӗ» официаллӑ мар уяв шутланать. Вӑл мӗнле пуҫланса кайнипе тӑватӑ тӗрлӗ пулӑм ҫыхӑннӑ[1][2]:
- Новгородри археологи экспедицийӗ вӑхӑтӗнче студент-археологсем уяв йӗркелеме шутланӑ. Уяв сӑлтавӗ валли вӗсем Александр Македонскийӗн лашин — Буцефалӑн — ҫуралнӑ кунне суйласа илнӗ. Ку сӗнӗве экспедици ертӳҫи А. В. Арциховский ырланӑ;
Тахҫан, пӗр 70 ҫул каялла, вӑрҫӑ пуҫланас умӗн, Новгородра ҫӗр тӗпчесе чавнӑ. Археологсен уяв тӑвас килсе кайнӑ, вӗсем Арциховский экспедици ертӳҫи патне пынӑ та: «Паян пысӑк уяв, паллӑ тусан аванччӗ», — тенӗ. — «Мӗнли вара?» — «Буцефалӑн, Македони Александрӗн лашин ҫуралнӑ кунӗ!» Ну, вара кирлӗ пек палӑртнӑ та. Кайран сӑлтавӗ манӑҫа тухнӑ, Буцефалӑн ҫуралнӑ кунӗ вара археолог кунӗ пулса тӑнӑРӐА академикӗпе В. Л. Янинпа илнӗ интервью, [3]
- 1934–1959 ҫулсенче, В. И. Равдоникас археолог ертсе пынипе «Кивӗ Ладога» яла чавса тӗпченӗ чухне, кану кунӗ илес тесе, археологсем ҫурлан 15-мӗшне «Археолог кунӗ» тесе пӗлтернӗ. Ку кун официаллӑ пулнине пуҫлӑхсене ӗнентерес тесе, вӗсем юнашар экспедицисене салам открыткисем ярса панӑ;
- 1947 ҫулта СССРта Атӑл-Дон археологи экспедицийӗн отрядӗнче пӗрремӗш хут «Археолог кунне» паллӑ тунӑ;
- Юлашки верси тӑрӑх, уяв 1947–1968 ҫулсенче Т. С. Пассек археолог-триполье тӗпчевҫи (Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Европӑн неолит, пӑхӑр ӗмӗрӗн тата йӗс ӗмӗрӗн специалисчӗ) ертсе пынипе иртнӗ экспедицисенче пуҫланса кайнӑ. Уява паллӑ тумалли кун тесе ҫурлан 15-мӗшне — Т. С. Пассек ҫуралнӑ кунне — ҫирӗплетнӗ.
Ку куна палӑртнин тӗп тӗллевӗ — археологсем историпе культура еткерӗн палӑкӗсене тӗпчесе сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн вӗсене хисеплесси. Уява Раҫҫейре, Беларуҫра, Казахстанра тата Украинӑра (2008 ҫултанпа официаллӑ кун) паллӑ тӑваҫҫӗ[1].
Йӑласемпе мероприятисем
«Археолог кунне» археологин уйри ӗҫсен сезонӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Археологсенчен нумайӑшӗ ку куна экспедицире уявлать[4].
Ку кун экспедицие пӗрремӗш хут хутшӑнакансем валли «археолога кӗртни» йӑла иртет. Археолога кӗрекенӗн темиҫе тӗрӗслев витӗр тухмалла: чӑрмавсен йӗрне парӑнтармалла, «мул» тупмалла, паллӑ археологсен ячӗсене каласа тухмалла тата ытти те[2][5].
Ҫавӑн пекех хулара ҫакӑн пек мероприятисем иртеҫҫӗ[1]:
- Музейри куравсем;
- Палӑксемпе чавнӑ вырӑнсем тӑрӑх иртекен экскурсисем;
- Ятарлӑ тӗпчевсен презентацийӗсем;
- Конференцисемпе симпозиумсем.
2021 ҫулта Дон ҫинчи Ростовра В. Г. Белинский ячӗллӗ библиотекӑра «Иртнинчен пуласлӑха» ятлӑ информаци сехечӗ иртнӗ[3].
2022 ҫулта Мускаври археологи музейӗнче интерактивлӑ программӑсем иртнӗ. Килнӗ ҫынсене импровизациленӗ майпа чавса хутшӑннӑ, культура сийӗн модельне тунӑ, ҫавӑн пекех малтанхи тапхӑрсенчи чӑн япаласемпе паллашнӑ[6]:
- «Кӗреҫепе хӗҫпӑшалланнӑ истори» интерактивлӑ экскурси;
- «Культура сийӗ тени мӗн вӑл?» ӑсталӑх лаҫҫисем;
- «Археологи практикумӗ» интерактивлӑ программа.
2023 ҫулта Санкт-Петербургра «Кивӗ Ладога» музей-заповедникре килнӗ ҫынсем валли тематикӑллӑ мероприятисем, ҫав шутра чавас ӗҫсем те йӗркеленӗ[7]. Севастопольте «Таврида Херсонесӗ» музей-заповедникре кӑкшӑм ӑсталассипе, керамикӑпа мастер-класс йӗркеленӗ, Херсонесӑн ытти грек полисӗсемпе тытнӑ суту-илӳ ҫыхӑнӑвӗсем ҫинчен «Гермес йӗрӗпе» лекци вуланӑ, ачасем валли «Телӗнмелле ӗҫсем тӗлне» пӗлӳ вӑййи иртнӗ. Ҫавӑн пекех мероприятисем Мускаври археологи музейӗнче те пулнӑ[7].
Кӑсӑклӑ фактсем
- Пӗрремӗш хут «археологи» термин Авалхи Греци философӗн Платонӑн ӗҫӗсенче «аваллӑх ҫинчен пӗлтернисем, каласа панисем» пек тӗл пулать[1];
- Пирӗн эрӑчченхи VI ӗмӗрте Вавилон патши Набонид маларахри Вавилон палӑкӗсене чавса кӑларнӑ[1];
- I Пётр император ҫакӑн пек хушнӑ: укҫа-тенкӗ тӳлесе тупнӑ авалхи япаласене пухмалла тата патша килне илсе килмелле[1];
- Д. Г. Мессершмидт (нимӗҫ тӗпчевҫи) Ҫӗпӗр тӑрӑх ҫулҫӳревре пулнӑ чухне ӑслӑлӑх тӗллевӗпе пӗрремӗш археологи тӗлӗшӗнчен чавнӑ (Тагарски утравӗ, Минусинск айлӑмӗ)[1];
- 1748 ҫулта пирӗн эрӑри 79 ҫулта Везувий вулканӗ пӗрхӗннӗ хыҫҫӑн пӗтнӗ Авалхи Римӑн Помпеи хулине чавса тӗпчеме пуҫланӑ. Чавнӑ вырӑнта «Помпеи» ӗҫлекен Археологи паркӗ (музей) никӗсленӗ, вӑл ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗх списокне кӗрет[1];
- 1879 ҫулта Испанире Альтамира ҫӗр хӑвӑлӗнче чул ҫинче ӳкернӗ ӳкерчӗксем тупнӑ[1];
- Раҫҫейре чул ҫинче ӳкернӗ ӳнер палӑкӗсем Карелире, Хакасире, Красноярск Енре, Кемӗр облаҫӗнче, Алтайра тата Инҫет Хӗвелтухӑҫра вырнаҫнӑ[1];
- 1951 ҫулта Аслӑ Новгородра чавнӑ чухне пӗрремӗш упранса юлнӑ хуп хута (Вӑтам ӗмӗрсенчи Руҫӗн XI—XV ӗмӗрсенчи ҫырулӑх палӑкӗ) тупнӑ[1];
- 1993 ҫулта Алтайра муми — «Укок принцесси» («Алтай принцесси») — тупнӑ[1];
- «Ҫӑлав» экспедицийӗсем тӗнчери археологире ҫӗнӗ материалсем тупса парас тӗп ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ[4];
- Интернет тетелӗнче Раҫҫейӗн археологи карти пур (42 пин ытла объект). Ӑна «хуравла чавакансем» артефактсене ан тупччӑр тесе йӗркеленӗ[4];
- «Индиана Джонс» тата «Лара Крофт» илемлӗ фильмсем «хура археологин» тӗслӗхӗ шутланаҫҫӗ[4];
- Раҫҫейри Мускавра хӑш-пӗр вырӑнсенче культура сийӗ 10 метртан та иртет[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 День археолога 2025: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 День археолога в России (2022-08-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 belinckij23. Час информации «Из прошлого в будущее» - Библиотека имени В.Г. Белинского (2021-08-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Романтики большой науки: о Дне археолога (2022-08-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 15 августа — День археолога: история, традиции, поздравления (2024-08-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Программы ко Дню археолога (выр.). mosmuseum.ru (2022 год). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Раскопки прошлого: Отмечаем День археолога – 2024 (2023-08-15). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.