Аслӑ Елчӗк вӑтам шкулӗ
Аслӑ Елчӗк вӑтам шкулӗ — Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Аслă Елчĕк ялĕнче вырнаçнă шкул.
Шкул директорӗ — Волков Николай Анатольевич[1].
Истори
Шкула 1867 çулта уçнă. Вăл вăхăтра хута вĕрентмелли шкул пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ çартан таврăннă Ефим Петров салтак пулнă. Шкул А. Иванов пӳртĕнче вырнаçнă пулнă. 13 арçын ачапа пĕр хĕрача вĕреннĕ. 1891 çулта 4 класлă шкул уçнă. Яковлев Иван Яковлевич тăрăшнипе йывăç пӳртлĕ шкул хăпартнă[2].
1917—1925 ҫулсенче шкула халăх çурчĕ тесе каланă. Кунта пĕтĕм ялти мероприятисене ирттернӗ.
1928-мĕш çулта шкулта çичĕ çул вĕренме пуçланă. 1955 султанпа вăтам шкул пулса тăнă. 1999 çултанпа пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул ятне панă, шкул ҫумӗнче «Берёзка» (Хурăн) ятлă ача-пăча садне йӗркеленӗ.
1932-1934 çулсенче шкул çумĕнче коммунист яшĕсен шкулĕ ĕçленĕ.
1963 çулта шкул çумĕнче ĕçе вĕренме пуçланă. Ачасене каменщик, тракторист-машинист, çĕвĕçĕ пулма хатĕрленĕ, медицина сестрисен ĕçне, пахча-çимĕç ӳстерме тата пыл хурчĕсене ӗрчетме вĕрентнĕ. Çав ĕçсене вĕренме шкулта 14 çĕвĕç машини, МТЗ-80 трактор, автомашина, 1,5 гектар çĕр пулнă. Шкулăн шефĕ — Ленин ячĕллĕ колхоз пулнă.
1972 çулта кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă шкул çуртне хута кĕртнĕ.
Хальхи вӑхӑтра
2003-2004 çулсенче шкулта 20 класс, 343 вĕренекен пулнă, вĕсене 33 вĕрентекен ăс панă. Вĕрентекенсен шутĕнче 11-ĕшĕ «Халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ» палла тивĕçнĕ, 7-ĕшĕ «Аслă вĕрентекен» ята илме тивĕçнĕ.
Шкул çумĕнче халĕ 10 гектар çĕр тытăнса тăрать. Ачасене ĕç профессийĕсене параççĕ: арçын ачасене тракторист-машиниста вĕрентеççĕ, хĕрачасене — çĕвĕçе тата пахча-çимĕç ӳстерме. Ачасене вĕренме шкулăн МТЗ тракторĕ пулăшать, 10 компьютер пур. Шкул вулавăшĕнче пурĕ 23 427 кĕнеке упранать.
Хисепӗсем
Шкул 1956 тата 1957 çулсенче ВДНХ кӗмӗл медалӗсене тивӗҫнӗ.
Директорĕсем
- Васильев О. В. (1933—1934, 1937—1941, 1942—1948);
- Молоствов Е. М. (1948—1957, 1960—1971);
- Павлова А. М. (1976—1980);
- Богданов А. И. (1980—1985);
- Бобин В. Л. (1988—1990);
- Карамаликов В. А. (1990—1999);
- Адюков А. А. (1999—2007);
- Обручкова З. П. (2007—2011);
- Малышкин Николай Фёдорович (2011—2018);
- Волков Николай Анатольевич (2018—).
== Шкулта вӗреннӗ паллӑ ҫынсем ==
- Волков Геннадий Никандрович — академик, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, ҫыравҫӑ.
- Волков Анатолий Никандрович — хирург, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ врачӗ, ҫыравҫӑ.
- Волков Зинон Никандрович — врач-хирург, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ врачӗ.
- Адюков Виталий Иванович — чăваш юрăçи, композитор.
- Агеев Владимир Иванович — чӑваш халӑх художникӗ.
- Карлин Николай Сергеевич (1946—2017), — сӑвӑҫ, композитор.
- Кедров Николай Михайлович (1874—?) — ҫыравҫӑ.
- Петрянкин Федор Петрович — ветеринари ăслăхӗсен докторӗ.
- Плющев Юрий Николаевич — кинооператор, фотохудожник.
Çавăн пекех шкула вĕренсе тухнисен шутĕнче 4 ăслӑлăх тухтăрĕ, 6 ăслӑлăх кандидачĕ, 26 тӗрлӗ сферӑри тава тивĕçлĕ ĕçченсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Руководство. Педагогический (научно-педагогический) состав (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большеяльчикская средняя общеобразовательная школа имени Г. Н. Волкова Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики».
- ^ О дате создания образовательной организации (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Большеяльчикская средняя общеобразовательная школа имени Г. Н. Волкова Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики».
Вуламалли
- Яльчикский район. Краткая энциклопедия. — 57 стр.