Ахрат Иван Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Иван Ахрат
Ahrat i v.jpg
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Константинов Иван Васильевич
Ҫуралнӑ 1934, ҫӗртме, 3,
Ҫуралнӑ вырӑн Flag of Russian SFSR.svg Энтриел ялĕ, Йӗпреҫ районӗ Чăваш АССР
Вилнӗ 2004, ҫӗртме, 4
Вилнӗ вырӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хула, Чăваш Республики
Подданство Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Жанр повеç, калав, поэзи
Хайлавсен чӗлхи чăваш, вырăс
Наградӑсем Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985)

Ахрат Иван Васильевич (чăн хушамачĕ Константинов) (1934, ҫӗртме, 3, Чăваш АССР, Йӗпреҫ районӗ, Энтриел ялĕ2004, Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Чăваш Ен — чăваш прозăçи, сăвăçи, журналисчĕ[1]. Çырнисенчен ытларахăшĕ мусăк тĕнчипе çыхăннă.

Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1994)

1934 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялĕнче çуралнă.

Çиччĕ класлă вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ кĕвĕ училищине вĕренме кĕнĕ. Кайран Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ. Улатӑрти, Сӗнтӗрвӑрринчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти мусăк шкулĕсенче тата Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ шкул-интернатĕнче вĕрентнĕ. Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1970-1990 çулсенче Чăвашрадиовĕн кĕвĕ ярăмĕсен редакторĕ тата тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

2004 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1971 çулта унăн пĕрремĕш ĕçĕсем пичетленнĕ. «Топольсем» (Тополя) хайлавĕ «Çамрăк коммунист» хаçатра кун çутине курнă.

Иван Ахрат сăввисем çине нумай юрă хывнă. Вĕсен шучĕнче Л. Жуковскийĕн «Сарă хĕр юрри», Н. Карлинăн «Пĕрле ӳснĕ туссем», И. Степановăн «Çул юхать, юхать», «Ай, юрлар-и?» тата ыттисем.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Шурăмпуç шăпчăкĕсем» (1971);
  • «Çичĕ юлташ çулĕпе» (1987);
  • «Кăвак çутă килсен» (1991);
  • «Çул юхать, юхать» (2000).
  • Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985)
  • Чăваш Республикин мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
  • Чăваш Республикин композиторĕсен Ассоциацин пайташĕ
  • Антонова, E. Пурнăç çулĕ – анлă çулĕ / E. Антонова // Ахрат, И. Çул юхать, юхать.../ И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 5-9.
  • Ахрат, И. Çынсен телейĕпе савăнатăп пулсан // Ахрат, И. Çул юхать, юхать... / И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 162-182.
  • Иван Ахрат // Ахрат, И. Cул юхать, юхать.../ И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 3.
  • Прокопьев, В. Иван Ахратăн çăлтăрĕ / В. Прокопьев // Тăван Атăл. – 2014. – № 12. – Прил.: с. 30-35 : сăн ӳкерчĕк.
  • Ахрат (Константинов) Иван Васильевич // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 161.
  • Жирнов, Н. Т. Ахрат (Константинов) Иван Васильевич / Н. Т. Жирнов // Ибресинский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2011. – С. 30.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]