Ашанин Александр Данилович

Ашанин Александр Данилович (1921 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ, Кульцав, Етӗрне уесӗ, Чӑваш Автономи облаҫӗ[1], РСФСР1994 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, Кульцав, Вӑрнар районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхозӑн уй-хир бригадин бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1948). Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн Василий Данилович Ашанинӑн шӑллӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Автономи облаҫӗн Етӗрне уесӗнчи Кульцав ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрнар районне кӗрет) ҫуралнӑ. 7 класс вӗренсе пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхозра уй-хир бригадин бригадирӗ тата выльӑх-чӗрлӗх бригадин бригадирӗ пулса ӗҫленӗ.

1948 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе тулӑпа ыраш тырпулсене пысӑк тухӑҫлӑхпа пухса илнӗшӗн, 1948 ҫулхи ҫуракине пысӑк пахалӑхлӑ вӑрлӑх хатӗрленӗшӗн пысӑк хисепе — Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ята — тивӗҫнӗ [2] [3].

Кульцав ялӗнче пурӑннӑ. 1994 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче вилнӗ. Шупашкарта пытарнӑ.

Хисепӗсем

Вуламалли

  • Ашанинсем : [Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ Социализмла Ӗҫ Геройӗсем ҫинчен] // Хыпар. — 2015. — 17 июль/утӑ. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Ашанин Александр Данилович // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 47.
  • Мадебейкин, И. Н. Ашанин Александр Данилович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 162.