Беловежа килӗшӗвӗсем

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Беловежа килӗшӗвӗсем
Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне йӗркелесси пирки калакан Килӗшӳ
RIAN archive 848095 Signing the Agreement to eliminate the USSR and establish the Commonwealth of Independent States.jpg
Беловежа килӗшӗвӗсене алӑ пусни. 1991 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ. Сӗтел хушшинче лараҫҫӗ: сулахайра — Витольд Фокин тата Леонид Кравчук (Украина), варринче — Станислав Шушкевич тата Вячеслав Кебич (Беларуҫ Республики), сылтӑмра — Борис Ельцин тата Геннадий Бурбулис (Раҫҫей Федерацийӗ)
Килĕшӳ тĕсĕ Пӗтӗм тӗнчери организацие йӗркелесси пирки калакан килӗшӳ
Алпуснă
— вырăн
1991 çулхи раштавăн 8-мĕшĕ
Вискули (Беловежа вӑрманӗ, Беларуҫ)
Алпуснă * Беларуç Вячеслав Кебич
  • Беларуç Станислав Шушкевич
  • Раҫҫей Федерацийӗ Борис Ельцин
  • Раҫҫей Федерацийӗ Геннадий Бурбулис
  • Украина Леонид Кравчук
  • Украина Витольд Фокин
Енсем Раҫҫей Федерацийӗ РСФСР
Украина Украина
Беларуç Беларуҫ
Чĕлхе беларус, вырӑс, украин

Беловежа килӗшӗвӗсем (Беловежа килӗшӗвӗ; выр. Беловежское соглашение) — 1991 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Беларуҫ Республики, Раҫҫей Федерацийӗ (РСФСР) тата Украина СССР йӗркеленни пирки (1922)[1][2] ССР Союзӗн патшалӑх — учредителӗсем пек алӑ пуснӑ «Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗн килӗшӗвӗн» официаллӑ мар[3][4] ячӗ.

Леонид Кравчук (сулахайра), Станислав Шушкевич (варринче), Борис Ельцин (сулахайран иккӗмӗшӗ) тата Вячеслав Кебич (сылтӑмра) СНГ туса хурасси пирки Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн. Беловежа вӑрманӗ, Вискули, Беларуҫ, 1991 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ

Килӗшӳре ССР Союзӗ «тӗнчери право тата геополитика реальноҫӗн субъекчӗ» пек пулма пӑрахнине ҫирӗплетнӗ тата Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвне (СНГ) тӑвасси ҫинчен каланӑ[5].

Килӗшӗве виҫӗ союзлӑ республика правительствисен пысӑк должноҫри ҫыннисем тата пуҫлӑхӗсем алӑ пуснӑ: Беларуҫ Республикинчен Станислав Шушкевич тата Вячеслав Кебич, Раҫҫей Федерацийӗнчен (РСФСР) Борис Ельцин тата Геннадий Бурбулис, Украинӑран Леонид Кравчук тата Витольд Фокин.

Беловежа килӗшӗвӗсене хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсем

Ҫын Должность
Беларуç В. Ф. Кебич
(1936—2020)
Беларуҫ Республикин Министрсен Канашӗн председателӗ
Беларуç С. С. Шушкевич
(1934—2022)
Беларуҫ Респубикин Аслӑ Канашӗн председателӗ
Беларуç П. К. Кравченко
(ҫур. 1950)
Республики Беларуҫ Республикин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ
Раҫҫей Федерацийӗ Б. Н. Ельцин
(1931—2007)
РСФСР/Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ
Раҫҫей Федерацийӗ Г. Э. Бурбулис
(1945—2022)
РСФСР/Раҫҫей Федерацийӗн правительствин председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, РСФСР/Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх секретарӗ
Раҫҫей Федерацийӗ А. В. Козырев
(ҫур. 1951)
РСФСР/Раҫҫей Федерацийӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ
Раҫҫей Федерацийӗ С. М. Шахрай
(ҫур. 1956)
РСФСР/Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх канашҫи
Украина Л. М. Кравчук
(1934—2022)
Украина Президенчӗ
Украина В. П. Фокин
(ҫур. 1932)
Украинӑн премьер-министрӗ
Украина А. М. Зленко
(1938—2021)
Украинӑн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ

Малтанхи истори

1990 ҫулхи раштав уйӑхӗнче СССР президенчӗ М. С. Горбачёв СССР дезинтеграцине чарма хӑтланас тесе ҫӗнӗ Союзлӑ килӗшӳ проектне сӗннӗ. Унпа СССР халӑх депутачӗсен IV Съезчӗ килӗшнӗ, вӑл СССРа пӗр тан праваллӑ суверенлӑ республикӑсен ҫӗнетнӗ федерацийӗ тесе шутламалла, унта кирек хӑш наци ҫыннин прависемпе ирӗклӗхӗсене туллин тивӗҫтерсе тӑрӗҫ тесе йышӑннӑ[6].

1991 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче Пӗтӗм Союзри референдум иртнӗ, унта СССР упраса хӑварассишӗн тата ҫӗнетессишӗн чылай граждан (77 %), ултӑ республикӑсӑр пуҫнӗ, сасӑланӑ. Виҫӗ Балтиҫум республикинче (Литва, Эстони, Латви), икӗ Кавказ лешьенчи республикӑра (Грузи, Армени) тата Молдовӑра влаҫӑн аслӑ органӗсем референдум ирттерме хирӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ Огарёв процесӗпе килӗшӳллӗн 1991 ҫулхи ҫуркунне—ҫулла ӗҫлӗ ушкӑн ҫӗнӗ союз — ҫемҫе, децентрализациленӗ федераци евӗр Совет Суверенлӑ Республикӑсен пӗрлешӗвне — тума проект хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ Союзлӑ килӗшӗве ҫурлан 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, ҫапах та ӑна август пӑлхавӗ тата ун хыҫҫӑн Михаил Горбачёва СССР президенчӗн должноҫӗнчен сирме хӑтланни татнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн тӳрех юлнӑ мӗн пур союзлӑ республика тенӗ пек пӑхӑнманлӑх пирки пӗлтернӗ.

1991 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче ГКЧП путланнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ Союзлӑ килӗшӳ тӑвас ӗҫе малалла тӑснӑ, анчах та хальхинче конфедераци евӗр Суверенлӑ Патшалӑхсен союзне йӗркелесси пирки сӑмах пынӑ.

Авӑнӑн 5-мӗшӗнче СССР халӑх депутачӗсен V съезчӗ «Куҫӑм тапхӑрӗнче патшалӑх органӗсем тата ССР Союзӗн управленийӗ пирки» саккуна йышӑннӑ[7], ҫапла вара патшалӑх хутшӑнӑвӗсен ҫӗнӗ системине йӗркелеме, Суверенлӑ Патшалӑхсен Союзӗ пирки Килӗшӗве хатӗрлеме тата алӑ пусма куҫӑм тапхӑрӗ пулассине пӗлтернӗ[8], ун хыҫҫӑн М. С. Горбачёв сӗннипе съезд хӑй тӗллӗн саланнӑ[9][10].

Авӑнӑн 6-мӗшӗнче СССР Патшалӑх Канашӗ Балтика ҫумӗнчи виҫӗ республика (Латви, Литва тата Эстони) ССР Союзӗнчен тухнине йышӑннӑ.

Чӳкӗн 14-мӗшӗнче вун икӗ союзлӑ республикӑран ҫиччӗшӗ (Раҫҫей, Беларуҫ, Казахстан, Кӑркӑсстан, Таджикистан, Туркменистан, Узбекистан) тата СССР президенчӗ Михаил Горбачёв ССГ туса хурасси пирки килӗшӳ тума шутлани ҫинчен пӗлтернӗ[11]. Ҫав кунах СССР Патшалӑх Канашӗн ГС-13-мӗш номерлӗ «СССР патшалӑх управленийӗн министерствисене тата тӗп органӗсене пӑрахӑҫласси ҫинчен» Постановление йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн тӗп отрасль министерствисем, госкомитетсем, комиссисем, комитетсем, канашсем тата фондсем пӑрахӑҫланнӑ.

Раштавӑн 1-мӗшӗнче Украина территорийӗнче референдум иртнӗ, унӑн ыйтӑвӗ ҫапларах янӑранӑ: «Украинӑн никама пӑхӑнманлӑхӗ ҫинчен пӗлтерекен Акта ҫирӗплететӗр-и?», ӑна Украина ССР Аслӑ Канашӗ 1991 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче йышӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Украина референдумӗнчи ыйтура СССРтан тухасси пирки тӳрремӗнех каламан, ҫавӑн пекех кун пирки никама пӑхӑнманлӑх ҫинчен пӗлтерекен Актра та тӳрремӗнех палӑртман[12]. Борис Ельцин Украинӑн никама пӑхӑнманлӑхне йышӑнассине пӗлтернӗ, Украинӑпа дипломати хутшӑнӑвӗсем йӗркелессине тата унпа икӗ енлӗ килӗшӳ тӑвассине каланӑ. СССРӑн 1990 ҫулхи акан 3-мӗшӗнчи 1409-I-мӗш номерлӗ «Союзлӑ республика СССРтан тухассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памалли йӗрке ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн‚ «референдума союзлӑ республика СССРтан тухасси ҫинчен йышӑну тунӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑхран маларах мар тата тӑхӑр уйӑхран каярах мар вӑрттӑн сасӑлавпа ирттермелле»[13], Украина референдумӗ ҫакна та пӑхӑнман.

Раштавӑн 4-мӗшӗнче «Независимая газета» РСФСР президенчӗн пресс-секретарӗн Павел Вощановӑн сӑмахӗсене тӗпе хурса Борис Ельцин раштавӑн 6-мӗшӗнче Минска каяссине пӗлтернӗ: «Раҫҫей лидерӗ яланхи йӑлана хирӗҫлесе прессӑна илме шутламасть, мӗншӗн тесен официаллӑ калаҫусӑр пуҫне официаллӑ маррине те ирттерме планлать. Ҫак вӑхӑтрах, шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Минска Украина президенчӗ Леонид Кравчук та килет… <…>»[14].

Раштавӑн 5-мӗшӗнче Украинӑн никама пӑхӑнманлӑхне пӗлтернӗ май Ельцин Горбачёвпа ССГ малашлӑхне сӳтсе явма тӗл пулнӑ. Тӗлпулу хыҫҫӑн вӑл журналистсене «Украинӑсӑр союзлӑ килӗшӳ пӗтӗм пӗлтерӗшне ҫухатнине» пӗлтернӗ[15].

Тӗлпулу йӗркелени

С. С. Шушкевич каланӑ тӑрӑх, «эпир [Кравчук, Шушкевич тата вӗсемпе килнӗ ҫынсем] Вискулире 1991 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Украинӑна тата Беларуҫе нефтьпе газ ӑсатассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма пуҫтарӑнтӑмӑр»[16].

Л. М. Кравчук каланӑ тӑрӑх, Горбачёвсӑр тӗл пулса Союз ыйтӑвне татса парассине ларусен хушшинче Ҫӗнӗ Огарёво паркӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухнех йышӑннӑ. Шушкевич Беловежа вӑрманне сӗннӗ, мӗншӗн тесен Мускавра «пурте пусахлӗҫ, Украина та пысӑк»[17].

Шушкевич аса илнӗ тӑрӑх, «эпӗ сӗннипе Беловежа вӑрманӗнче пухӑнса эпир чи малтанах СССРтан тухасси ҫинчен йышӑну тума шутламан. Ҫакӑн пек шухӑшсем манӑн та, пирӗн делегацин те пулман, ахӑртнех, ыттисен те»[18]. Кравчук каланӑ тӑрӑх, "Темӑна малтан ҫапла ят панӑ: пухӑнса пӗр-пӗр деклараци е заявлени йышӑнмалла, мӗншӗн тесен Ҫӗнӗ Огарёво процесӗ тупика кӗрсе кайнӑ, ҫавна май пирӗн мӗнле те пулин ҫӗнӗ меслетсем, йышӑнусем шырамалла. <…> Эпир документ хатӗрлеме пуҫларӑмӑр та малтан шутланӑ пек деклараципе ҫеҫ ыйтӑва татса параймассине ӗнентӗмӗр[17].

Вӑл вӑхӑтра Беларуҫ правительствине ертсе пынӑ Вячеслав Кебич ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Беловежа килӗшӗвӗсене тӑвасси Раҫҫей делегацийӗн пуҫарӑвӗ пулнӑ, алӑ пусасси ӑнсӑртран пулса тухнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, «ҫакна йӑлтах пӗр Ельцин кӑна пӗлнӗ». Кебич каланӑ тӑрӑх, «унта каяссине ҫав килӗшӗве (СССР арканни ҫинчен) алӑ пусас тӗллевпе йӗркелемен», мӗншӗн тесен Кебич хӑй те, «Шушкевич та, Кравчук та, Украина енчен килнӗ Фокин та ҫакӑн пек документа хатӗрлесе алӑ пусассине пӗлмен». «Раҫҫей делегацийӗ — Шахрай, Шохин, Бурбулис — малтан палӑртнӑ планпа килнӗ иккен: ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен, Украина килӗшсен документа алӑ пусса ҫирӗплетме пулать». Кебич ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Раҫҫее Украина килӗшни акӑ мӗн тума кирлӗ пулнӑ: «Ельцинӑн Шушкевичпа хутшӑну пулнӑ, Кравчукпа вара хутшӑну йӗркеленсех кайман»[19][20].

Беловежа килӗшӗвӗн содержанийӗ

1922 ҫулта Союзлӑ Килӗшӗве ССР Союзӗн патшалӑх — учредителӗсем пек алӑ пуснӑ Беларуҫ Республики, Раҫҫей Федерацийӗ (РСФСР) тата Украина документӑн преамбулӗнче ҫапла палӑртнӑ: «ССР Союзӗ тӗнчери право тата геополитика реальноҫӗ евӗр субъекчӗ пек пулма пӑрахать»[21].

Килӗшӳ ксерокопийӗ

Ҫав вӑхӑтрах «халӑхсен историллӗ хутшӑнӑвне тата вӗсен хушшинче йӗркеленнӗ ҫыхӑнусене тӗпе хурса, пӗр-пӗрне йышӑннине, патшалӑх суверенитетне хисепленине, халӑхӑн хӑй шухӑшне, ирӗкне палӑртма право пуррине, пӗртанлӑх принципӗсем тата шалти ӗҫсене хутшӑнманлӑх принципӗсем пуррине, пусахланине, экономикӑллӑ е пусмӑрламалли ытти меле хирӗҫленине, пӗрле йышӑннӑ ытти принципа тата пӗтӗм тӗнчери право нормисене тӗпе хурса хутшӑнусене малалла атлантарма шутласа» Беларуҫ Республики, Раҫҫей Федерацийӗ (РСФСР) тата Украина Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвне (СНГ) йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ[21].

Килӗшӗве алӑ пуснӑ чухне икӗ Ен ҫапла шантарнӑ:

  • хӑйсен гражданӗсене, вӗсен нацине е ытти уйрӑмлӑхне пӑхмасӑр, пӗр тан правасемпе тата ирӗклӗхпе тивӗҫтермелле;
  • ытти Енсен гражданӗсем, ҫавӑн пекех унӑн территорийӗнче гражданствӑсӑр пурӑнакан (вӗсен наци тата ытти уйрӑмлӑхне пӑхмасӑр) ҫынсем валли ҫын прависем пирки йышӑннӑ тӗнче нормисемпе килӗшӳллӗн гражданла, политикӑлла, социаллӑ, экономикӑлла тата культурӑлла правасемпе тата ирӗклӗхсемпе тивӗҫтермеллле;
  • вӗсен территорийӗнче пурӑнакан наци сахалрахӑшӗсене тата хӑйне евӗрлӗ этнокультура регионӗсене вӗсен этносне, культурине, чӗлхине тата тӗн хӑйевӗрлӗхне упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшас тӗллевпе хӳтӗлесси;
  • пӗр-пӗрин территори пӗтӗмлӗхне, Пӗрлӗх шайӗнче халӗ пур чикӗсен тӗкӗнменлӗхне, чикӗсен уҫҫӑнлӑхӗ, граждансен куҫса ҫӳремелли ирӗклӗхне тата Пӗрлӗх шайӗнче информаци парассине йышӑнни тата хисеплени[21].

Енсем хӑйсем ҫине тивӗҫ илнӗ:

  • политика, экономика, культура, вӗрентӳ, сывлӑх сыхлавӗ, тавралӑха сыхлас, ӑслӑлӑх, суту-илӳ, гуманитари тата ытти тытӑмра хӑйсен халӑхӗсен тата патшалӑхӗсен пӗр тан тата пӗр-пӗринпе тупӑшлӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине аталантарма, анлӑ информаци ылмашӑвне пулӑшма;
  • тӗнчери тӑнӑҫлӑхпа тата хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес, хӗҫ-пӑшала тата ҫар тӑкакӗсене чакармалли тухӑҫлӑ мерӑсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе ҫыхӑнса ӗҫлемелле, пӗтӗм ядерлӑ хӗҫ-пӑшала пӗтерме, пӗтӗм тӗнчери ҫирӗп тӗрӗслев айӗнче хӗҫ-пӑшала пурне те тата туллин пӗтерме ӑнтӑлмалла, кашниех ядерлӑ мар тата нейтраллӑ патшалӑх статусӗ патне ӑнтӑлнине хисеплемелле[21].

Ҫав вӑхӑтрах патшалӑхсем — Пӗрлӗх пайташӗсем кирли пирки калаҫса татӑлнӑ:

  • пӗрлештеренӗ командовнипе пӗрлехи ҫар-стратеги уҫлӑхне сыхласа хӑвармалла тата пулӑшмалла, ҫав шутра ядерлӑ хӗҫ-пӑшала пӗрлӗ тӗрӗслесе тӑрасси те;
  • стратегиллӗ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсене вырнаҫтарма, никӗслеме, пурлӑхпа социаллӑ енпе тивӗҫтерме кирлӗ условисемпе пӗрле гаранти памалла;
  • ҫар служащийӗсемпе вӗсен ҫемйисене социаллӑ хӳтлӗхпе тата пенсипе тивӗҫтерес ыйтусемпе калаҫса татӑлнӑ политика ирттермелле.

14-мӗш статьяра «Пӗрлешӗвен координаци органӗсен вырнаҫмалли официаллӑ вырӑнӗ» тесе Минска палӑртнӑ, СССРӑн мӗнпур органӗ Пӗрлӗхри патшалӑхсен территорийӗнче ӗҫӗлеме чарӑннӑ[21].

СССР влаҫ органӗсем тата должноҫри ҫынсем мӗнле йышӑнни

Станислав Шушкевич каланӑ тӑрӑх:

… эпир (Ельцин, Шушкевич, Кравчук) Беловежа вӑрманне кайма пуҫтарӑнсан, Назарбаев, пачах тепӗр май, Мускава вӗҫсе кайрӗ. Эпир унӑн самолечӗпе ҫыхӑнтӑмӑр та, Борис Николаевич ӑна пысӑк тус вырӑнне хурса чӗнме пуҫларӗ: «Нурсултан, кил, эпир кунта пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса паратпӑр». Хытӑ илтӗнекен ҫыхӑнӑва янӑччӗ, эпир Назарбаев: «Юрать, халех. Заправкӑна кӗрӗпӗр те, вара эпӗ вӗҫсе килӗп», — тенине пурте илтрӗмӗр. Анчах Мускавра … Назарбаев ун патне (Горбачёв) килнӗ те камӑн ҫиеле пирки иккӗленнӗ — унӑн (Горбачёв) е пирӗн. Михаил Сергеевич вара Назарбаева хӑйӗнпе пӗрле тӑвасшӑн питӗ тӑрӑшнӑ, ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен ӑна СССР Аслӑ Канашӗн председателӗн должноҫне (Анатолий Лукьянова арестленӗ хыҫҫӑн пушӑ ваканси пулнӑ) шантарнӑ. Вара Назарбаев, хӗвелтухӑҫри тата ӑслӑ ҫын пек, пирӗнпе тӗл пулассинчен пӑрӑннӑ. Каярахпа вӑл Беловежа пек килӗшӗвӗ нихӑҫан та алӑ пусмассине пӗрре мар каланӑ[18][22]

.

Горбачёв ертсе пыракан СССР Тӗп влаҫӗ ҫав вӑхӑт тӗлне чарӑннӑ, республикӑсен ертӳҫисене хирӗҫ нимӗн те тӑвайман.

СССР халӑх депутачӗ В. Алкснис каланӑ тӑрӑх, «Беларуҫ ССРӗн КГБ ертӳҫисене Ельцин, Кравчук тата Шушкевич СССРа пӗтерекен килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетни ҫинчен пӗлтерсенех кун пирки ҫийӗнчех Мускава хыпарланӑ, ҫав шутра Горбачёва та. Сунар резиденцийӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана хупӑрласа илнӗ тата СССР ликвидаторӗсене арестлеме приказ кӗтнӗ Беларуҫ КГБ спецназӗ Вискули патне кайма тухнӑ. Мускавран позицисенче тӑма, хушу кӗтме приказ килнӗ. Анчах хушу пулман…»[23].

СССР Аслӑ Канашӗн юлашки председателӗ А. Лукьянов (килӗшӗве алӑ пуснӑ чухне ГКЧП ӗҫӗпе арестра пулнӑ) каланӑ тӑрӑх, беларуҫ «чекисчӗсем» СССР президентне вӑхӑтра пӗлтернӗ, «ҫак пӗтӗм ушкӑна ярса илме» хатӗр пулнӑ. Каярахпа Лукьянов информацийӗ тӗрӗс пулнине Александр Лукашенко та ҫирӗплетнӗ. Горбачёв канашҫи Георгий Шахназаров та иккӗленмесӗрех ҫирӗплетнӗ: ҫав каҫ мар пулсан та, ун хыҫҫӑнхи кунсенче Горбачёв «Шапошников маршал каварҫӑсен енне куҫнӑ пулин те, ҫарта пӗр тытӑмлӑха ҫӗнӗрен тума пултарнӑ». Анчах та вӑл, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем ҫирӗплетнӗ тата хӑй каланӑ тӑрӑх, «юн тӑкма» пултарассинчен хӑранӑ[20]. Горбачев хӑй 25 ҫул иртсен вӗсене мӗншӗн арестлеменнине ӑнлантарса панӑ: «Ку граждан вӑрҫине пуҫарма пултарать тесе шутланӑ эпӗ. Ку хӑрушӑ. Эпӗ, влаҫа тытса тӑма тивӗҫ ҫын, ҫапла хӑтланнӑ пек курӑнӗччӗ. Тепӗр тесен, демократиллӗ майпа ҫине тӑмалла пулнӑ»[24].

Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне Горбачёв кашни союзлӑ республикӑн Союзран тухма ирӗк пуррине, анчах нумай нациллӗ патшалӑхӑн шӑпине виҫӗ республика ертӳҫин ирӗкӗпе татса пама май ҫуккине, ку ыйтӑва пӗтӗм союзлӑ республикӑна хутшӑнтарса тата вӗсен халӑхӗсен ирӗкне шута илсе конституци мелӗпе кӑна татса памаллине пӗлтернӗ[25].

СССР тӗп прокурорӗ Трубин Н. С. тата СССРӑн республикӑсен хушшинчи хӑрушсӑрлӑх службин ертӳҫи В. В. Бакатин ним те туман[26].

Раштавӑн 10-мӗшӗнче СССР халӑх депутачӗсем Александр Оболенский тата Владимир Самарин СССР халӑх депутачӗсен чрезвычайлӑ VI Съездне пухассишӗн алӑ пустарма тытӑннӑ[27]. СССР Президентне тата СССР Аслӑ Канашне Съезда пухма чӗнсе 397 депутат алӑ пуснӑ[28].

Раштавӑн 11-мӗшӗнче СССР Конституци надзорӗн комитечӗ ҫапла заявлени тунӑ: пӗр-пӗр союзлӑ республика ытти союзлӑ республикӑсен прависемпе интересӗсене пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗҫлӗ мар, ҫавӑнпа та Беловежа килӗшӗвӗнчи «ССР Союзӗ пӗтӗм тӗнчери право субъекчӗ тата геополитика реальноҫӗ пек пулма пӑрахать» тенине лару-тӑрӑвӑн политикӑлла хаклавӗ вырӑнне кӑна пӑхса тухма юрать, унӑн юридици вӑйӗ ҫук. Ҫавӑн пекех ҫак заявленире СССР влаҫ органӗсем «СССРӑн шӑпине пырса тивекен ыйтӑва конституци йӗркипе татса панӑ хыҫҫӑн» кӑна ӗҫлемешкӗн чарӑнма пултараҫҫӗ тенӗ[29].

Раштавӑн 17-мӗшӗнче СССР халӑх депутачӗсен ушкӑнӗ Раҫҫей, Беларуҫ тата Украина Аслӑ Канашӗсем Килӗшӗве алӑ пусса ратификациленӗ май заявление йышӑннӑ, унта патшалӑхӑн влаҫ тата управлени органӗсене пӗтересси пирки йышӑнӑва саккунсӑр, халӑхсен пурнӑҫ интересӗсене тата йӗркеленнӗ лару-тӑрӑва тивӗҫтермест тесе палӑртнӑ, ҫӗршыври лару-тӑру малашне йывӑрланс пулсан СССР халӑх депутачӗсен Съездне пухма право пулассине пӗлтернӗ[30][31].

Раштавӑн 26-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Республикӑсен Канашӗ (ӑна СССР Конституцийӗ пӑхса хунӑ Национальноҫсен Канашӗ вырӑнне юпа уйӑхӗнче СССРӑн 1991 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнчи 2392-I-мӗш номерлӗ «Куҫӑм тапхӑрӗнче Союзӑн патшалӑх влаҫ тата управлени органӗсем пирки» саккунне тӗпе хурса йӗркеленӗ) Ануарбек Алимжанов ертсе пынипе СНГ йӗркеленнӗ май СССР пулма пӑрахни ҫинчен калакан декларацие йышӑннӑ, унта Раҫҫей Федерацийӗн (РСФСР) аслӑ патшалӑх органӗ — Халӑх депутачӗсен съезчӗ СНГ тӑвасси пирки калакан килӗшӗве ратификациленӗ тесе йӑнӑш палӑртнӑ[32]. Ҫавӑн пекех Кӑркӑсстанпа Узбекистанӑн[32] аслӑ патшалӑх органӗсем те килӗшӗве ратификациленине тесе кӑтартнӑ, ку ҫав самантра чӑнлӑхпа пӗр килмен.

РСФСРти (Раҫҫей Федерацийӗ) ун хыҫҫӑнхи пулӑмсем

Борис Ельцин, Руслан Хасбулатов аса илнӗ тӑрӑх, СНГ тумалли килӗшӗве хӑвӑртрах ратификацилеме хистенӗ, ҫакна ку ыйтура татӑклӑ йышӑну пулманнине пула сиксе тухакан йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑнтарнӑ[33].

1991 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче РСФСР Аслӑ Канашӗ парламент спикерӗ Руслан Хасбулатов ертсе пынипе ратификациленӗ[34], вӑл депутатсене килӗшӗве ратификацилессишӗн сасӑлама чӗнсе каланӑ[35]. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӳрех Раҫҫей парламенчӗ СССР йӗркеленни ҫинчен калакан Килӗшӗве денонсаци тунӑ[36][~ 1][37][38][39].

Ҫак ҫуртра 1991 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче СНГ туса хурасси пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Беловежа вӑрманӗ, Вискули,Беларуҫ

СНГ тӑвасси ҫинчен калакан Килӗшӗве ратификацилессишӗн 188 ҫын сасӑланӑ, хирӗҫ пурӗ 7-ӗн ҫеҫ пулнӑ[40]. «Раҫҫей коммунисчӗсем» фракцин 22 пайташӗнчен 15-шӗ ратификацишӗн сасӑланӑ[40]. Каярахпа Михаил Горбачёв РСФСР чарса юраман компартин ТК секретарӗ пулнӑ Геннадий Зюганов парламентри «Раҫҫей коммунисчӗсем» фракцирен кӗнӗ пайташсене килӗшӗве ратификацийӗшӗн сасӑлама ӳкӗтлени пирки пӗрре мар каланӑ[41][42]. Зюганов хӑй ҫакна хирӗҫлет[43].

Аслӑ Канашӑн хӑш-пӗр пайташӗ (Илья Константинов, Сергей Бабурин тата Виталий Севастьянов) ҫапла палӑртнӑ: ҫав вӑхӑтра вӑйра пулнӑ РСФСР Конституцийӗн[44] 104-мӗш статйипе килӗшӳллӗн Килӗшӗве ратификацилеме патшалӑх влаҫӗн аслӑ органне —РСФСР халӑх депутачӗсен Съездне — пухмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен Килӗшӳ республикӑн патшалӑх тытӑмне ССР Союзӗн пайӗ пек пырса тивнӗ, ҫавна май Раҫҫей конституцине улшӑнусем кӗртмелле пулнӑ[35][40][45].

Раштавӑн 22-мӗшӗнче, Алма-Атара 11 союзлӑ республикӑн пуҫлӑхӗсем Беловежа килӗшӗвӗн протоколне алӑ пуснӑ хыҫҫӑн тепӗр кунхине, Мускаври ВДНХ патӗнче СССР пӗтерессине хирӗҫ нумай пин ҫын хутшӑннӑ митинг иртнӗ («Выҫӑ черетсен маршӗ»)[46][47].

1992 ҫулхи ака уйӑхӗнче Раҫҫей халӑх депутачӗсен VI съезчӗ виҫӗ хутчен[48] Килӗшӗве ратификацилеме хирӗҫ пулнӑ[49][50] тата РСФСР Конституцийӗн текстӗнчен СССР Конституцийӗпе саккунӗсем ҫинчен асӑннине кӑларма килӗшмен[51][52], ҫавна май ку халӑх депутачӗсен Съезчӗпе Ельцин президент хушшинчи хирӗҫӳ сӑлтавӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ, каярахпа, 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче, Съезда салатасси патне илсе ҫитернӗ[48][53]. СССР Конституцийӗ тата СССР саккунӗсем пирки кайран та Раҫҫей Федерацийӗн — Раҫҫейӗн (РСФСР) 1978 ҫулхи Конституцийӗнче[54] 1993 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗчченех, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине халӑх сасӑлавӗпе йышӑниччен (унта ССР Союзӗн Конституцийӗпе саккунӗсем пирки асӑнман) асӑннӑ.

1992 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче РСФСР халӑх депутачӗсен ушкӑнӗ, Сергей Бабурин ертсе пынипе, Раҫҫей Федерацийӗн Конституци судне РСФСР Аслӑ Канашӗн 1991 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнчи «СНГ тӑвасси ҫинчен Килӗшӳ ратификацийӗ пирки» тата «СССР йӗркелесси ҫинчен килӗшӳ денонсацийӗ пирки» йышӑнӑвӗсем Конституципе килӗшсе тӑнипе-тӑманнине тӗрӗслеме ходатайство янӑ[55][56]. Ку ходатайствӑна 1993 ҫулхи авӑн — юпа уйӑхӗсенчи пулӑмсене пула[56] (ҫак пулӑмсем умӗн суд ҫак ходатайствӑна пӑхса тухма хатӗрленнӗ) пӑхса тухман[57] .

1995 ҫулхи раштав уйӑхӗнче сулахай партисем — ытларах коммунистсемпе аграрисем — ҫӗнӗ Патшалӑх Думинче хӗрӗх процент ытла вырӑн илнӗ хыҫҫӑн, 1996 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнче Патшалӑх Думин Канашӗ пленарлӑ ларӑвӑн кун йӗркине КПРФ фракцийӗ, Аграри ушкӑнӗ тата «Народовластие» ушкӑн хатӗрленӗ «СССР Союзне пӗрлешекен халӑхсен интеграцине тарӑнлатасси тата РСФСР Аслӑ Канашӗн 1991 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнчи Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне туса хурасси ҫинчен калакан Йышӑнӑва пӑрахӑҫласси ҫинчен» йышӑну проектне кӗртнӗ[58]. Пушӑн 15-мӗшӗнче Патшалӑх Думи «1991 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче ССР Союзне упраса хӑварас ыйтупа иртнӗ СССР референдумӗн результачӗсене Раҫҫей Федерацийӗ — Раҫҫей валли юридици вӑйӗ ҫинчен» Постановление йышӑннӑ; 3-мӗш пунктра ҫапла ҫырнӑ: «Ҫирӗплетес: 1991 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне туса хурасси пирки тунӑ Килӗшӗвӗн, Б. Н. Ельцин президент тата РСФСР патшалӑх секретарӗ Г. Э. Бурбулис алӑ пуснӑскерӗн, РСФСР аслӑ патшалӑх органӗ РСФСР халӑх депутачӗсен съезчӗ ҫирӗплетменскерӗн, юридици вӑйӗ пулман та, ҫук та»[59].

Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнчи ҫӗршывсен лидерӗсем постановление тӗрлӗрен йышӑннӑ. Борис Ельцин постановлени кайран «паллӑ мар» пулӑмсем патне илсе ҫитерме пултарассине каланӑ, мӗншӗн тесен, сӑмахран, «пӗтӗм Раҫҫей статусӗ, апла пулсан, Думӑн хӑйӗн те ӑнланмалла мар пулса тӑрать». Беларуҫ президенчӗ Александр Лукашенко, пачах урӑхла, ҫак постановление йышӑннине ырланӑ. Грузи президенчӗ Эдуард Шеварднадзе Патшалӑх Думин йышӑнӑвне хакласан вӑл «пӗр-пӗрне шаннин черчен хунавӗсене тата Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗнче пуҫланнӑ интеграци процесӗсене хавшатма пултарать» тесе пӗлтернӗ. Ку йышӑну хыҫҫӑн темле политика пулӑмӗсем пулман[60][61][62], анчах Раҫҫейпе Беларуҫ хушшинчи интеграци процесӗсене аталанма пулӑшнӑ. 1996 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче икӗ патшалӑх хушшинче Раҫҫей тата Беларуҫ Пӗрлешӗвне йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ[60].

1998 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Патшалӑх Думин комиссийӗн ларӑвӗнче Руслан Хасбулатов Беловежа килӗшӗвне ратификацилесси пӗртен-пӗр халӑх депутачӗсен Съезчӗн компетенцийӗнче пулнине йышӑннӑ: «Документа ратификацилемен. Конституци тӗлӗшӗнчен ку Съезд ыйтӑвӗ пулнӑ. Аслӑ Канаш йышӑнни вара сӗнӳ ҫеҫ пулма пултарнӑ»[63].

Беловежа килӗшӗвӗсене алӑ пусни Б. Н. Ельцина 1999 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче патшалӑх пуҫлӑхӗн должноҫӗнчен хӑтарма хӑтланнӑ чухне айӑпламалли эпизодӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Патшалӑх Думин ятарлӑ комиссийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Беловежа килӗшӗвӗсене алӑ пуснӑ чухне «Б. Н. Ельцин 1977 ҫулхи СССР Конституцийӗн 74-76-мӗш статйисене, СССРӑн 1990 ҫулхи акан 3-мӗшӗнчи „Союзлӑ республика СССРтан тухнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памалли йӗрке ҫинчен“ саккунне, 1978 ҫулхи РСФСР Конституцийӗн 4-мӗш, 5-мӗш, 68-мӗш, 70-мӗш, 71-мӗш, 76-мӗш статйисене, РСФСРӑн 1991 ҫулхи акан 24-мӗшӗнчи „РСФСР Президенчӗ пирки“ саккунӗн 4-мӗш, 6-мӗш статйисене нӗрсӗррӗн пӑснӑ тата ҫак ӗҫсене 1991 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче иртнӗ пӗтӗм халӑх сасӑлавӗнче (референдумра) СССРа сыхласа хӑварма йышӑннӑ халӑх ирӗкне хирӗҫ тунӑ.

Комисси Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Б. Н. Ельцин ӗҫӗсенче — Беловежа килӗшӗвӗсене хатӗрлессипе, алӑ пусассипе тата пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннисенче, РСФСР УК 64-мӗш статйинче (РФ УК 275) пӑхса хӑварнӑ йывӑр преступлени паллисене кӑтартакан ҫителӗклӗ даннӑйсем пур» тесе, «союзлӑ влаҫа Конституцие пӑхӑнмасӑр ярса илме хатӗрленес тата йӗркелес, ун чухне вӑйра пулнӑ союзлӑ влаҫ институчӗсене пӑрахӑҫлас, РСФСРӑн Конституци статусне саккуна пӑсса улӑштарас тӗллевпе кавар хатӗрлесе тата пурнӑҫласа Тӑван ҫӗршыва сутнине кӑтартакан даннӑйсем пур» тесе йышӑннӑ[64]. Анчах та Б. Н. Ельцина Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн должноҫӗнчен хӑтарма хӑтланнине парламент ырламан.

СНГ тӑвас килӗшӗве РСФСР халӑх депутачӗсен Съезчӗ ратификацилеменни пирки, Патшалӑх Думин СНГ ӗҫӗсен тата ентешсемпе ҫыхӑну тытакан комитечӗ 2003 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: Раҫҫей Федерацийӗ Никама пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗн патшалӑхӗ — учредителӗ тата патшалӑхӗ — пайташӗ де-юре мар[65].

Ытти союзлӑ республикӑсенче кайран пулса иртнӗ ӗҫсем

Раштавӑн 10-мӗшӗнче Украинӑн Аслӑ Канашӗ 295 сасӑпа[66] СНГ йӗркелесси ҫинчен калакан Килӗшӗве ратификациленӗ[67], хирӗҫ 10 депутат сасӑланӑ, 7-ӗн тытӑнса тӑнӑ[66]. Сасӑлав хыҫҫӑнах Леонид Кравчукпа Станислав Шушкевичпа, ҫав самантра Беларуҫ Республикин Аслӑ Канашӗн ларӑвне ертсе пынӑскерпе, телефонпа калаҫнӑ. Ҫак калаҫу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн беларуҫ депутачӗсем Килӗшӗве сасӑлама лартнӑ. Ратификацишӗн[68] 263 депутат сасӑланӑ, 1 хирӗҫ пулнӑ[~ 2], 2-ӗн тытӑнса тӑнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Борис Ельцин (сылтӑмран иккӗмӗшӗ), Украина президенчӗ Леонид Кравчук (сулахайра), Казахстан Республикин президенчӗ Нурсултан Назарбаев (сулахайран иккӗмӗшӗ) тата Беларуҫ Республикин Аслӑ Канашӗн председателӗ Станислав Шушкевич (сылтӑмра) СНГ туса хурасси пирки Килӗшӗвӗн Протоколне алӑ пуснӑ хыҫҫӑн. Казахстан, Алма-Ата, 1991 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ.

Раштавӑн 13-мӗшӗнче Ашхабадра иртнӗ тӗлпулура Вӑтам Ази республикисен президенчӗсем СНГ соучредителӗсем пулма хатӗрри пирки пӗлтернӗ, Килӗшӗве хӑйсен тӳрлетӗвӗсене сӗннӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвне Евразири Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗ тесе ят пама сӗннӗ[69][70].

Раштавӑн 21-мӗшӗнче Килӗшӗве ытти союзлӑ республикӑсем пурте тенӗ пекех хутшӑннӑ: Азербайджан, Армени, Казахстан, Кӑркӑсстан, Молдова, Таджикистан, Туркменипе Узбекистан. Ҫак республикӑсем Алма-Атара Беларуҫпе, Раҫҫейпе тата Украинӑпа пӗрле СНГн тӗллевӗсемпе принципӗсем ҫинчен калакан Декларацие тата СНГ тӑвасси пирки калакан Килӗшӗвӗн Протоколне алӑ пуснӑ.

Раштавӑн 23-мӗшӗнче Казах ССРӗн Аслӑ Канашӗ Килӗшӗве Протоколпа пӗрле ратификациленӗ[71]. Казахстан СССРӑн союзлӑ республики пулнине асӑнни 1978 ҫулхи Казах ССР Конституцийӗнче (7-мӗш сыпӑк, 68—75-мӗш статьясем) 1993 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗчченех, Казахстан Республикин Конституцине йышӑнса вӑл вӑя кӗриччен, юлнӑ[72][73][74][75]. Казахстан 1991 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче СССР республикисенчен чи кайран никама пӑхӑнманнине пӗлтернӗ.

1991 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче, Михаил Горбачёв СССР президенчӗн постӗнчен отставкӑна тухнӑ кун, СНГ туса хурасси пирки килӗшӗве Таджикистанӑн Аслӑ Канашӗ ратификациленӗ[76]. Тепӗр кунхине ҫакӑн пек йышӑнӑвах Туркменистанӑн Аслӑ Канашӗ тунӑ[77][78] .

1992 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Узбекистан Республикин Аслӑ Канашӗ СНГ туса хурасси пирки килӗшӗве тата унӑн Протоколне ратификациленӗ[79].

1992 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнче Кӑркӑс ССРӗн Аслӑ Канашӗ Беловежа килӗшӗвӗ ҫумне Алма-Ата протоколне ратификациленӗ[80].

1992 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Леонид Кравчук 1978 ҫулхи Украина Конституцийӗнчен СССР ҫинчен асӑнса хӑварнисене пӗтӗмпех кӑлармалли ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснӑ[81].

1992 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче Азербайджанӑн Аслӑ Канашӗ СНГ тӑвасси пирки килӗшӗве ратификацилемен, Баку представителӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпе Пӗрлешӗвӗн ӗҫне сӑнавҫӑсем пулса хутшӑннӑ[82]. 1993 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче азербайджан депутачӗсем республика Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗресси пирки постановлени йышӑннӑ[83].

1993 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Грузи парламенчӗн председателӗ Эдуард Шеварднадзе Грузи Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗме йышӑну тунине пӗлтернӗ[84].

Азербайджан Республикипе Грузи Республики Пӗрлӗхе кӗнине патшалӑхсен пуҫлӑхӗсен Канашӗн 993 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнчи[85] тата раштавӑн 3-мӗшӗнчи[86] йышӑнӑвӗсемпе СНГ Уставӗн 7-мӗш статйин 3-мӗш пайне тӗпе хурса йышӑннӑ.

2008 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче Грузи президенчӗ Михаил Саакашвили Грузири вӑрҫӑ пыни пирки Грузи СНГ-ран тухассине пӗлтернӗ. 2009 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Грузи парламенчӗ тухас процедурӑна формаллӑ майпа вӗҫленӗ[87]. 2009 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Грузи официаллӑ майпа СНГ-ран тухса кайнӑ[88].

1994 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Молдова ССРӗн Аслӑ Канашӗ вырӑнне суйланӑ Молдова парламенчӗ Килӗшӗве хушса тӳрлетсе ратификациленӗ, ҫакна Молдова Республикин Пӗрлӗх шайӗнче экономика енчен килӗштерсе ӗҫленине ӑнланмалла[89].

Ӑнлантарусем

Комментарисем
  1. ^ Хӑш-пӗр юрист шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫак килӗшӳ 1924 ҫулта СССРӑн пӗрремӗш конституцине йышӑнсанах хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ.
  2. ^ 1996 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Беларуҫ Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ Валерий Тихиня ҫапла пӗлтернӗ: 1991 ҫулхи раштавра Беловежка килӗшӗвне хирӗҫ сасӑланӑ пӗртен-пӗр депутат республикӑн пулас президенчӗ Александр Лукашенко мар, вӑл пулнӑ. Анчах ку тӗрӗссине палӑртма ҫук, мӗншӗн тесен Беларуҫ депутачӗсем, Украинӑри тата Раҫҫейри ӗҫтешӗсемпе танлаштарсан, ятпа сасӑлав ирттермен.
Ҫӑлкуҫсем
  1. ^ Беловежские соглашения 1991 // Большая Российская энциклопедия — Т. 3. — М., 2005 г. — С. 228.
  2. ^ Беловежские соглашения // Новая Российская энциклопедия — Т. III (1). — М., Инфра — 2007 г. — С. 50—51
  3. ^ Ельцин, Кравчук и Шушкевич хорошо поохотились (выр.). Коммерсантъ (16 раштавӑн 1991). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ Соглашение о создании СНГ ("Беловежское соглашение"). Справка. РИА Новости]lang=ru (20111208T1029+0400). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ Соглашение о создании Содружества Независимых Государств (1991)
  6. ^ Постановление СНД СССР от 24.12.1990 № 1856-I (выр.). base.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  7. ^ Закон СССР «Об органах государственной власти и управления Союза ССР в переходный период» (2392-I от 5 сентября 1991). sssr.su. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  8. ^ Постановление Съезда народных депутатов СССР от 5 сентября 1991 года № 2391-I «О мерах, вытекающих из совместного Заявления Президента СССР и высших руководителей союзных республик и решений внеочередной сессии Верховного Совета СССР». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  9. ^ С. В. Коровенков. Дела Кремля. Отдаленные последствия
  10. ^ Дипломатия России на рубеже веков: А.В. Торкунов. Современные международные отношения. society.polbu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  11. ^ назад, 30 лет. Привыкайте к словам: Союз Суверенных Государств (USS) (2021-11-07). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  12. ^ Малыхин К. Г., Жученко В. С. К вопросу о легитимности и законности Беловежского соглашения 1991 года // Гуманитарные и социально-экономические науки. — 2015. — № 6 (85). — С. 49—52. — ISSN 1997-2377.
  13. ^ Закон СССР от 3 апреля 1990 года № 1409-I «О порядке решения вопросов, связанных с выходом союзной республики из СССР»
  14. ^ День за днем. 4 декабря 1991 года | Ельцин Центр (англ.). yeltsincenter.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  15. ^ Референдум и выборы на Украине (выр.). Коммерсантъ (9 раштавӑн 1991). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  16. ^ 15 лет без СССР: политики вспоминают подписание Беловежских соглашений. NEWSru.com (7 раштавӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  17. ^ 1, 2 Леонид Кравчук: «Если бы мы все были тогда более демократичными и цивилизованными». ng.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  18. ^ 1, 2 Станислав Шушкевич: «Я ни о чем не жалею». ng.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  19. ^ Беловежские соглашения и их оценка. bibliotekar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
  20. ^ 1, 2 Баня, водка, Буш и бардак. km.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  21. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Соглашение о создании Содружества Независимых Государств (8 декабря 1991 года). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  22. ^ Союз на троих. itogi.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  23. ^ Анатомия распада (выр.). svpressa.ru (6 раштавӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  24. ^ Горбачев рассказал, почему не арестовал Ельцина в 1991 году (выр.). Газета.Ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
  25. ^ Заявление Президента СССР М. С. Горбачева (9 декабря 1991). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  26. ^ Млечин Л. М. КГБ. Председатели органов госбезопасности. Рассекреченные судьбы 4-е изд., доп. — М.: «Центрполиграф», 2010. — 918 с.
  27. ^ Из истории создания Конституции Российской Федерации. Конституционная комиссия: стенограммы, материалы, документы (1990—1993 гг.). Т. 6. Дополнительные, мемуарные, справочные материалы. — М.: Фонд конституционных реформ, 2010. — С. 917—922. — ISBN 978-5-9901889-2-1.
  28. ^ Из истории создания Конституции Российской Федерации. Конституционная комиссия: стенограммы, материалы, документы (1990—1993 гг.). Т. 6. Дополнительные, мемуарные, справочные материалы. — М.: Фонд конституционных реформ, 2010. — С. 543—552. — ISBN 978-5-9901889-2-1.
  29. ^ Комитет конституционного надзора СССР. 1989—1991. www.panorama.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2007 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  30. ^ Ведомости Верховного Совета СССР № 52. 25 декабря 1991 г. vedomosti.sssr.su. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
  31. ^ Съезд Народных депутатов СССР и Верховный Совет СССР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ.
  32. ^ 1, 2

    СССР Аслӑ Канашӗн Республикӑсен Канашӗ Азербайджан Республикин, Армени Республикин, Беларуҫ Республикин, Казахстан Республикин, Кӑркӑсстан Респубикин, Молдова Республикин, Раҫҫей Федерацийӗн, Таджикистан Республикин, Туркменистанӑн, Узбекистан Республикин тата Украинӑн аслӑ патшалӑх органӗсен ирӗкӗ ҫине таянса ҫапла палӑртать: Пахӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне ССР Союзӗ патшалӑх тата пӗтӗм тӗнчери права субъекчӗ пек пулма пӑрахать.Декларация Совета Республик ВС СССР от 26.12.1991 № 142-Н

  33. ^ Р. И. Хасбулатов Полураспад СССР. Как развалили сверхдержаву.
  34. ^ Постановление Верховного Совета РСФСР от 12 декабря 1991 года № 2014-I «О ратификации Соглашения о создании Содружества Независимых Государств». projects.rusarchives.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  35. ^ 1, 2 Бюллетень № 21 совместного заседания Совета Республики и Совета Национальностей Верховного Совета РСФСР 12 декабря 1991 года. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  36. ^ Постановление Верховного Совета РСФСР от 12 декабря 1991 года «О денонсации Договора об образовании СССР». soveticus5.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
  37. ^ Лукьянова Е. А. Российская государственность и конституционное законодательство в России (1917—1993). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  38. ^ Исаков В. Б.. Расчленёнка. Кто и как развалил Советский Союз. Хроника. Документы. — М.: Закон и право, 1998. — C. 58. — 209 с.
  39. ^ Станкевич З. А. История крушения СССР: политико-правовые аспекты. — М., 2001. — C. 307.
  40. ^ 1, 2, 3 В. Прибыловский, Г. Точкин. Кто и как упразднил СССР. sssr.net.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  41. ^ Познер — Михаил Горбачёв — Первый канал. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
  42. ^ Горбачёв: Зюганов уламывал депутатов проголосовать за развал СССР (выр.). ng.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  43. ^ Зюганов: Не буду подавать в суд на Горбачёва, который донельзя заврался. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  44. ^ РСФСР Аслӑ Канашӗ СНГ йӗркелесси пирки килӗшӗве пӑхса тухнӑ чухнехи редакцире.
  45. ^ Бабурин Сергей Николаевич. На гибель Советского Союза (выр.). ni-journal.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
  46. ^ Горбачев: подписав Беловежское соглашение, Ельцин сразу доложил Бушу (выр.). Ruposters.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
  47. ^ Последние дни Союза. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.
  48. ^ 1, 2 Съезд народных депутатов РСФСР: триумф или падение. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  49. ^ Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Ятарлӑ комиссийӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президентне хирӗҫ тӑратнӑ айӑплавӑн йӗркисене пӑхӑннине, вӗсене Патшалӑх Думи 1999 ҫулхи ҫӑвӑн 13-15-мӗшӗсенче пӑхса тухнине хаклакан документсемпе материалсен пуххисем. Под ред. В. Д. Филимонова. — М.: Изд-во Госдумы, 1999. — 1000 с. — С. 189. — ISBN 5-86656-093-3.
  50. ^ Илья Константинов:«Додавить гной пока не получается». rusplt.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  51. ^ Е. А. Лукьянова. Российская государственность и конституционное законодательство в России (1917—1993). leftinmsu.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  52. ^ Из истории создания Конституции Российской Федерации. Конституционная комиссия: стенограммы, материалы, документы (1990—1993 гг.). Т. 6. Дополнительные, мемуарные, справочные материалы. — М.: Фонд конституционных реформ, 2010. — С. 935—938. — ISBN 978-5-9901889-2-1.
  53. ^ Сборник документов и материалов Специальной комиссии Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации по оценке соблюдения процедурных правил и фактической обоснованности обвинения, выдвинутого против Президента Российской Федерации, и их рассмотрения Государственной Думой 13—15 мая 1999 года. Под ред. В. Д. Филимонова. — М.: Изд-во Госдумы, 1999. — 1000 с. — С. 193. — ISBN 5-86656-093-3.
  54. ^ [[Конституция Российской Федерации (РСФСР) 1978 года в редакции от 10 декабря 1992 года
  55. ^ Планы Конституционного суда России (выр.). Коммерсантъ (13 кӑрлачӑн 1993). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  56. ^ 1, 2 Сергей Бабурин — политик в интерьере эпохи. Национальные интересы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
  57. ^ Павлов Н. А. Незаконченный переворот: причины и последствия. 1993.sovnarkom.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  58. ^ Протокол Совета ГД. asozd2.duma.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗ.
  59. ^ Постановление Государственной думы Федерального собрания РФ от 15.03.1996 № 157-II ГД «О юридической силе для Российской Федерации — России результатов референдума СССР 17 марта 1991 года по вопросу о сохранении Союза ССР».
  60. ^ 1, 2 Веревкина Ю. И. Интеграционные тенденции в белорусско-российских отношениях // Ученые записки. Электронный научный журнал Курского государственного университета. — 2010. — Вып. 4 (16). 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  61. ^ О стабильности правовой системы Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
  62. ^ ГД ФС РФ II созыва (1995—1999): «Беловежский» вопрос. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  63. ^ Сборник документов и материалов Специальной комиссии Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации по оценке соблюдения процедурных правил и фактической обоснованности обвинения, выдвинутого против Президента Российской Федерации, и их рассмотрения Государственной Думой 13—15 мая 1999 года. Под ред. В. Д. Филимонова. — М.: Изд-во Госдумы, 1999. — 1000 с. — С. 247—248. — ISBN 5-86656-093-3.
  64. ^ Заключение спецкомиссии Государственной Думы по отрешению от должности Президента Российской Федерации Б. Ельцина. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  65. ^ Заключение Комитета по делам СНГ и связям с соотечественниками (Госдумы) от 05.03.2003 № 66 «На Соглашение по вопросам, связанным с восстановлением прав депортированных лиц, национальных меньшинств и народов».
  66. ^ 1, 2 Исаков В. Б.. Расчленёнка. Кто и как развалил Советский Союз. Хроника. Документы. — М.: Закон и право, 1998.
  67. ^ Постановление Верховного Совета Украины от 10 декабря 1991 года № 1958-XII «О ратификации Соглашения о создании Содружества Независимых Государств»
  68. ^ Постановление Верховного Совета Республики Беларусь от 10 декабря 1991 г. № 1296-XII О ратификации Соглашения об образовании Содружества Независимых Государств. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  69. ^ Станкевич З. А. История крушения СССР: политико-правовые аспекты. — М., 2001. — С. 310.
  70. ^ Финальный коллаж. Особая папка. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
  71. ^ Постановление Верховного Совета Республики Казахстан от 23.12.1991 № 1026-XII «О ратификации Соглашения о создании Содружества Независимых Государств».
  72. ^ Конституция (Основной Закон) Казахской Советской Социалистической Республики от 20.04.1978.
  73. ^ Закон Республики Казахстан от 24 декабря 1991 года № 1059-XII О внесении дополнений в Конституцию (Основной Закон) Казахской ССР
  74. ^ Закон Республики Казахстан от 18.01.1992 № 1167-XII «О внесении дополнений в статьи 97 и 114-3 Конституции (Основного Закона) Казахской ССР».
  75. ^ Закон Республики Казахстан от 02.07.1992 № 1491-XII «О внесении изменений и дополнений в Конституцию (Основной Закон) Казахской ССР».
  76. ^ Постановление Верховного Совета Республики Таджикистан от 25.12.1991 № 462 «О ратификации Соглашения о создании Содружества Независимых Государств».
  77. ^ Постановление Верховного Совета Туркменистана от 26 декабря 1991 г. О ратификации Соглашения о создании Содружества Независимых Государств и Протокола к нему, подписанного в городе Алма-Ате 21 декабря 1991 года // Туркменская искра, № 297 (11917), 27 декабря 1991 г.
  78. ^ «Давайте докажем, что в содружестве нам лучше» // Российская газета». — 1991. — 28 декабря (№ 289).
  79. ^ Постановление Верховного Совета Республики Узбекистан от 04.01.1992 № 481-XII «О ратификации соглашения и протокола о создании Содружества Независимых Государств».
  80. ^ Постановление Верховного Совета Республики Казахстан от 06.03.1992 № 840-ХII «О ратификации Протокола к соглашению о создании Содружеcтва Независимых Государств».
  81. ^ Закон Украины от 19.06.1992 № 2480-XII
  82. ^ Членство в СНГ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  83. ^ Политика России в Закавказье (Азербайдж) (выр.). Коммерсантъ (22 авӑнӑн 1993). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  84. ^ !Встреча руководителей России и Закавказья (выр.). Коммерсантъ (9 юпан 1993). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  85. ^ Решение о вступлении Азербайджанской Республики в Содружество Независимых Государств. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
  86. ^ Решение Главы государств-участников Содружества Независимых Государств "О вступлении Республики Грузия в Содружество..". base.spinform.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  87. ^ Парламент Грузии юридически завершил выход страны из СНГ (выр.). РИА Новости (12 ҫӗртмен 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  88. ^ МИД Грузии официально объявил о выходе страны из СНГ (выр.). РИА Новости (18 ҫурлан 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  89. ^ Постановление Парламента Республики Молдова от 08.04.1994 № 40-XIII «О ратификации Соглашения о создании Содружества Независимых Государств».

Вуламалли

Каҫӑсем