Бикчантаев Ярхам Гараевич
Бикчантаев Ярхам Гараевич (1922 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ, Кармӑш, Шупашкар уесӗ, Чӑваш Автономи облаҫӗ — 2000 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ, Куславкка, Куславкка районӗ, Чӑваш Республики) — Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Мухтав орденӗн 1 степенӗпе чысланӑ вӑхӑтра — 72-мӗш гварди стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонӗн стрелокӗ, гварди хӗрлӗармеец.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн Шупашкар уесӗнчи Кармӑш ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Куславкка районне кӗрет) ҫуралнӑ. Тутар. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ. Колхозра вӑй хунӑ. Фабрикӑпа завод вӗрентӗвӗн шкулӗнчен вӗренсе тухсан Донбасра шахтӑра ӗҫленӗ.
1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Сталин облаҫӗн Артемово райвоенкомачӗ Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Ҫав вӑхӑтранпах фронтра. 158-мӗш йывӑр танк бригади йышӗнче Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӗнчи Сталинград енчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнче йывӑр ҫапӑҫура аманнӑ, тыткӑна лекнӗ. Чаҫре вилнӗ шутланнӑ, тӑван тӑрӑхне вилни ҫинчен пӗлтерсе хут янӑ. 1943 ҫулта тапӑнса килекен чаҫсем ирӗке кӑларнӑ та тӗрӗслевсем хыҫҫӑн каллех фронта янӑ.
259-мӗш стрелоксен дивизийӗ йышӗнче Кӑнтӑр, 4-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 549-мӗш стрелоксен полкӗн стрелоксен батальонӗн стрелокӗ пулнӑ. Кӑнтӑр Украинӑна, Крыма ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче Новотроицкое сали патӗнче Бикчантаев красноармеец ҫапӑҫура боецсене штыклӑ атакӑна ҫӗкленӗ те чи малтан тӑшман траншейине ҫитнӗ. Тытӑҫура 10 таран тӑшмана тӗп тунӑ.
1944 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчи хушупа Бикчантаев красноармееца Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗпе чысланӑ.
Севастополь хулишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче 1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-9-мӗшӗсенче Бикчантаев красноармеец тӑшманӑн 10 ытла салтакне пӗтернӗ, танка хирӗҫ гранатӑсемпе 3 вут-ҫулӑм точкине пусарнӑ. Разведчиксен ушкӑнӗпе тӑшман тылне кӗрсе кайса сасартӑк автоматпа пулемётран татти-сыпписӗр пеме тытӑннӑ, ҫакӑ вара Мекензиев Сӑрчӗ станци таврашӗнче стрелоксен подразделенине ҫар задачине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама май панӑ.
1944 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнчи хушупа Бикчантаев красноармееца Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗпе тепӗр хутчен чысланӑ.
Балтиҫума ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусенче 24-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 72-мӗш гварди стрелоксен полкӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ.
1944 ҫулхи утӑн 26-27-мӗшӗсенче Шяуляй хули ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусенче автоматчиксен ушкӑнӗ йышӗнче Трусово ятлӑ пурӑнан вырӑна чи малтан кӗнӗ. Пуҫланса кайнӑ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче автоматран 10 тӑшмана таран тӗп тунӑ. Гранатӑсемпе вут-ҫулӑм точкине пусарнӑ, бронетранспортёра ҫунтарса янӑ. Аманнӑ.
1944 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗнчи хушупа Бикчантаев красноармееца Мухтав орденӗн 2-мӗш степенӗпе чысланӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫарта малалла хӗсметре тӑнӑ. 1946 ҫулта Бикчантаев старшинана запаса кӑларнӑ. Тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1958 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнчи указӗпе Бикчантаев Ярхам Гараевича Мухтав орденӗн 1-мӗш степенӗпе чысланӑ. Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑнӑ.
Тӑван тӑрӑхра К. Маркс ячӗллӗ колхозра, «Турлеминский» совхоз уйрӑмӗнче рабочи тата бригадир пулса ӗҫленӗ. 1978 ҫулта Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ. 1982 ҫулта пенсие тухнӑ. Юлашки ҫулсенче Куславкка районӗн район центрӗнчи Куславкка хулинче пурӑннӑ. 2000 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ[1].
Хисепӗсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ (06.04.1985);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (10.03.1945);
- Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗ (18.01.1944);
- Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗ (20.05.1944);
- Мухтав орденӗн 2-мӗш степенӗ (06.09.1944, № 4401);
- Мухтав орденӗн 1-мӗш степенӗ (27.02.1958, № 3715);
- медальсем, ҫав шутра
- «Паттӑрлӑхшӑн» медаль (10.10.1944);
- «Кёнигсберга илнӗшӗн» медаль (09.06.1945);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (09.05.1945).
Астӑвӑм
- Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ.
- Ветеран пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Кармӑш ялӗнче чапа тухнӑ ентеш ячӗллӗ парк никӗсленӗ[2].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Мурышкин, Н. Салтак çулě / Н. Мурышкин // Коммунизм ялавě. – 1974. – 1 март.
- Николаев, А. Пěр утăм та чакман / А. Николаев // Пионер сасси. – 1985. –
- Бикчантаев Ярхам Гараевич : [полный кавалер ордена Славы] // Ими гордится Чувашия : их имена занесены в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма ЧАССР / сост.: М. В. Демидов, А. В. Выйкин. – Чебоксары, 1987. – С. 204-205 : фот.
- Бикчантаев Ярхам Гараевич : [некролог ветерана ВОВ, полного кавалера ордена Славы] // Совет. Чувашия. – 2000. – 16 дек. ; то же // Хыпар. – 2000. – 16 дек.
- Вадимов, В. Печальная весть : [о кончине полного кавалера ордена Славы, занесенного в Почетную кн. труд. славы и героизма респ., Я. Г. Бикчантаева] / Т. Иванская // Совет. Чувашия. – 2000. – 15 дек.
- Николаев, А. Строчил пулеметчик… / А. Николаев // Совет. Чувашия. – 1975. –
Каҫӑсем
- Чувашская энциклопедия
- Герои страны
- Память народа
- Куславкка район сайчӗ
- https://giachr-ext.kaisa.ru/html/B/016_bikchantaev.htm
- https://1418museum.ru/heroes/69129876/?ysclid=m65c5g1to3509255768
- http://www.победители21.рф/frontovye-pobedy/item/2308-bikchantaev-yarkham-garaevich.html?ysclid=m65c6br0qt554246031