Большов Михаил Алексеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Большов Михаил Алексеевич
Çуралнă вăхăт 1919
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1944 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ(1944-10-25)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Премисемпе чысланисем
орден Славы I степени орден Славы II степени орден Славы III степени медаль «За оборону Москвы»

Большов Михаил Алексеевич (1919, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Чӗмпӗр кӗпӗрни[1]1944 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ, Петерайтхелен, Хӗвелтухӑҫ Прусси[2]) — совет ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ; старшина, Хӗвеланӑҫ фронтӗнчи 10-мӗш ҫарӑн 385-мӗш стрелоксен дивизин 665-мӗш саперсен уйрӑм батальонӗн инженери разведкин взвочӗн отделенин командирӗ.

1919 ҫулта чӑваш хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Тӑватӑ класс пӗтернӗ. Колхозра ӗҫленӗ.

1939 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ Ҫарта ҫапӑҫнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Хӗвеланӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ.

1943 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче халӗ Калуга облаҫне кӗрекен Людиново районӗнчи Букань ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӑмӑл аманнӑ.

1943 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче, ҫӗрле, Могилев облаҫӗнчи Чаус районӗнчи Высокое ялӗ ҫывӑхӗнче 385-мӗш стрелоксен дивизин инженерсен разведкин взвочӗн 665-мӗш уйрӑм батальонӗн командирӗ Большов старшина Баранов хӗрлӗармеецпа пӗрле 1270-мӗш стрелоксен полкӗн разведчикӗсем валли ҫул уҫма тӑшманӑн пралук карти витӗр хӑйсен ирӗкӗпе тухма килӗшнӗ. Хӑюллӑн та хастаррӑн, Большовпа Баранов тӑватӑ рет пралука пӗр сас-чӗвсӗр касса татнӑ та тӑшман траншейисем патне ҫитиччен минӑсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе тухнӑ. Разведчиксем валли вӑхӑтра ҫул уҫӑлнӑ, ку вара разведкӑна ӑнӑҫлӑ ирттерме май панӑ — тыткӑнри пӗр нимӗҫ салтакне тытса илнӗ тата тепӗр салтака вӗлернӗ, совет ҫарне илес пулсан операци ҫухатусӑр иртнӗ.

1943 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче 385-мӗш стрелоксен дивизин 062/Н № Хушӑвӗпе ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе чысланӑ.

1943 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле Могилев облаҫӗнчи Чаус районне кӗрекен Глушец ялӗн хӗвеланӑҫ енче (халӗ Ново-Егоровка) Монан Шарифулин сапер-хӗрлӗармеецпа пӗрле, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне тӑшман траншейи умӗнче пӳлмесенчен иртмелли ҫул тунӑ, ҫакӑнпа вӗсем дивизи чаҫӗсем валли тӑшман хӳтӗлевӗн малти пайне татса кӗрессине ҫӑмӑллатнӑ.

1943-мӗш ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче 10-мӗш ҫарӑн 634 №-лӗ приказӗпе ӑна 2-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе чысланӑ — Большов Михаил Алексеевич Хӗрлӗ Ҫарта иккӗмӗш степеньлӗ Мухтав орденӗн виҫӗ пӗрремӗш кавалерӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ[3].

1943-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнчен ВКП(б) пайташӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ.

1943 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче сапёрсен ушкӑнне ертсе ҫӗрле Прилеповка ялӗ патӗнчи Проня (Могилёв облаҫӗнчи Чаус хулинчен 9 км ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнерех) юханшывӗ урлӑ вӑрттӑн каҫнӑ, пластунла шуса нейтраллӑ зонӑна иртсе тӑшманӑн пралукран тунӑ чӑрмав вырӑнне ҫитнӗ. Пралукран тунӑ чӑрмав фасӗсене персе тӑракан пулемётпа автомат пулемёчӗ ӗҫлени, тӑшман хӳтӗлевӗн малти линийӗ умӗнчи тавралӑха ҫутатакан ракетӑсемпе тата прожекторсемпе ҫутатса тӑни саперсене хӑвӑрт та хастар ӗҫлеме хистенӗ.

Командовани палӑртса хунӑ вӑхӑтра йӗплӗ пралук карта витӗр кӗмелли шӑтӑка хатӗрленӗ, анчах тӑшман траншейисен тепӗр линийӗ умӗнче пралукран тунӑ картасен иккӗмӗш речӗ иртнӗ, ун урлӑ атакӑлакан пехота пулӑшнипе кӑна иртме май пулнӑ.

1943-мӗш ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче, 6 сехет ирхине, 385-мӗш стрелоксен дивизин чаҫӗсем атакӑлама пуҫланӑ, Большов старшина пехотӑпа пӗрле пынӑ, автоматпа тата гранатӑпа хӑюллӑн та татӑклӑн ҫапӑҫнӑ, вӑл тӑшманӑн траншейисен пӗрремӗш линине чи малтисен шутӗнче ҫӗмӗрсе кӗнӗ те чӑрмав кӳме йӗркеленӗ иккӗмӗш лини патне сиксе ӳкнӗ, атакӑлакан совет пехоти пырса ҫитнӗ ҫӗре ун витӗр ҫула уҫса панӑ. Ҫав хушӑкран пехотӑна ирттерсе янӑ та Большов унпа пӗрле атакӑна кайнӑ. Большов кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хастарлӑх 385-мӗш стрелоксен дивизине тӑшман хӳтӗлевӗн малти линийӗ витӗр наступление тухма пулӑшнӑ.

1943 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче М. А. Большова 1-мӗш степеньлӗ Мухтав орденне пама йышӑннӑ[4], анчах та ӑна унпа 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче кӑна чысланӑ (1-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗн пӗрремӗш официаллӑ кавалерӗсене, К. К. Шевченкона, М. Т. Питенина, 1-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе каярах, 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, чыслама йышӑннӑ). Ҫапла вара М. А. Большов Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑнӑ, ҫак ордена йӗркеленӗ хыҫҫӑн пӗр уйӑх ҫурӑран, уйӑх ытларах вӑхӑт хушшинче ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн 1943 ҫулта орденӑн виҫӗ степеньне те илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, ӑна Мухтав орденӗн 1-мӗш степенӗпе чыслама тӑратнӑ вӑхӑтра, унӑн награда хутӗнче палӑртни тӑрӑх ӑна 2-мӗш тата 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗсемпе (вӗсемпе тивӗҫтерме маларах палӑртнӑ пулин те) чыслама ӗлкӗреймен пулнӑ-ха.

Большов Михаил Алексеевич СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Гитлер захватчикӗсемпе ҫапӑҫса паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна 1-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ кунччен пурӑнса ҫитеймен, Совет ҫарӗсем Тухӑҫ Пруссие кӗнӗ чухне, 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн 277-мӗш стрелоксен дивизин 562-мӗш отделенипе командӑланӑ чухне 1944 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче вӑл ҫапӑҫура паттӑррӑн пуҫ хунӑ[5].

Ӑна Петерайтхелен (ним. Petereithelen)[6] ялӗнчен икҫӗр метр ҫурҫӗререх, Пилькаллен (ним. Pillkallen) хули таврашӗнче, Тухӑҫ Пруссире, халӗ Новоуральск поселокӗ вырнаҫнӑ вырӑнта пытарнӑ (Калининград облаҫӗнчи Краснознаменск районӗнчи Добровольск ял тӑрӑхӗ).

1970-мӗш ҫулсенче унӑн шӑмшаккине ытти вилнӗ ҫар ҫыннисемпе пӗрле Краснознаменск районӗнчи Добровольск хулинчи тӑванла вилтӑпри ҫине куҫарса Краснознаменск районӗнчи Добровольскра пытарнӑ[7][8], кӗҫех унта пуҫ хунӑ салтаксене халалласа мемориал комплексне туса лартнӑ[9].

Тӑван ялӗнче ун ячӗпе пӗр урам хисепленет.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ халь — Улатӑр районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей.
  2. ^ халь — Новоуральск посёлок, Добровольск ял тӑрӑхӗ, Краснознаменск районӗ, Калининград облаҫӗ, Раҫҫей Федерацийӗ.
  3. ^ Орден Славы. Пӑхнӑ кун: 24 Раштав уйӑхӗн 2012. Архивланӑ 5 Утӑ уйӑхӗн 2017 ҫул.
  4. ^ Сайт Подвиг народа — Наградной лист на Большова М. А. Пӑхнӑ кун: 11 Ака уйӑхӗн 2019. оригиналтан архивланӑ 5 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
  5. ^ Сайт МЕМОРИАЛ. Пӑхнӑ кун: 10 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
  6. ^ Район гибели и первоначального захоронения Большова М. А.
  7. ^ Сайт МЕМОРИАЛ. Пӑхнӑ кун: 10 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
  8. ^ Сайт МЕМОРИАЛ. Пӑхнӑ кун: 10 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
  9. ^ Мемориальный комплекс на братской могиле советских воинов где похоронен Алексей Большов. Пӑхнӑ кун: 24 Раштав уйӑхӗн 2012. Архивланӑ 3 Раштав уйӑхӗн 2013 ҫул.
  10. ^ Сайт Подвиг народа — Наградной лист на Большова М. А. Пӑхнӑ кун: 11 Ака уйӑхӗн 2019. оригиналтан архивланӑ 5 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
  11. ^ Сайт Подвиг народа — Наградной лист на Большова М. А. Пӑхнӑ кун: 11 Ака уйӑхӗн 2019. оригиналтан архивланӑ 5 Пуш уйӑхӗн 2016 ҫул.
  • Виҫӗ степеньлӗ Мухтав орденӗн кавалерӗсем: Кӗске биографиллӗ словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000.
  • Николаев А. Н., Трофимов П. Чӑваш Енӗн ҫар мухтавӗ. – Шупашкар, 1975. – С. 26—28.
  • Чӑваш энциклопедийӗ — Большов Михаил Алексеевич
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Большов, Михаил Алексеевич статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '