Бурментьев Юрий Николаевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Бурментьев Юрий Николаевич
Burmentyev Yuriy Nikolaevich.jpg
Çуралнă вăхăт 1937 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ(1937-12-10)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ(2014-05-28) (76 ҫул)
Вилнĕ вырăн

Бурментьев Юрий Николаевич (1937 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ, Вӑрнар, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР2014 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар) — совет саманин хуҫалӑх, патшалӑх тата политика ӗҫченӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.

1937 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче Вӑрнар посёлокӗнче ҫуралнӑ. КПСС пайташӗ.

1960 ҫултанпа — хуҫалӑх, общество тата политика ӗҫӗнче. 19601988 ҫулсенче — Чӑваш АССР хими промышленноҫӗн предприятийӗсенчи рабочи, 83-мӗш номерлӗ цех аппаратчикӗ, Шупашкарти хими комбиначӗн автомат линийӗсен станокӗсен наладчикӗ, СССР хими промышленноҫӗн министерствин Шупашкарти «Химпром» производство пӗрлешӗвӗн аппаратчикӗ пулса ӗҫленӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1981 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе СССР Правительствин ятарлӑ заданине пурнӑҫлас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Ленин орденӗпе «Ҫурла тата Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ятпа чысланӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ. 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вилнӗ.