Григорьев Алексей Григорьевич (Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ)

Григорьев Алексей Григорьевич (1921 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ, Энтрияль, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни1974 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ, Железногорск, СССР) — совет саманинче производствӑра малта пыракан, слесарь. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1962).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1921 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (паян – Чӑваш Республикин Канаш районӗ) Энтрияль ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан «Герой» колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ.

1937 ҫулта Канашри вакун юсакан завода слесаре ӗҫе вырнаҫнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ҫара илнӗ. 48-мӗш танк дивизийӗ тата 17-мӗш танк бригади йышӗнче связист пулса ҫапӑҫнӑ. Мускава хӳтӗленӗ чухне аманнӑ. 1945 ҫулта — 7-мӗш штурмлакан авиаци корпусӗн 206-мӗш штурмлакан авиаци дивизийӗн 503-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн приборсен механикӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче икӗ хутчен Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ.

1946 ҫулта демобилизациленӗ те Хусанти 320-мӗш авиаци заводӗнче слесарь пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫулсерен плана 6–7 хут ӳстерсе тултарнӑ.

1949—1958 ҫулсенче Пӗрремӗш тӗп управленин предприятийӗсенче ӗҫленӗ, ҫав шутра Челябинск-40 (халӗ — Озёрск) хулинчи ядерлӑ хӗҫпӑшал компоненчӗсене, изотопсем кӑларакан «Маяк» химкомбинатра. Унта ӗҫленӗ вӑхӑтра 1956—1958 ҫулсенче ҫӗнӗ станока проектлас тата тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ, ҫавна пула комбинатра ӗҫ тухӑҫлӑхӗ 10 % ӳснӗ.

1958 ҫултанпа Красноярск—26 (халӗ — Железногорск) вӑрттӑн хулари 815-мӗш реактор савутӗнче слесарь пулса ӗҫленӗ, кунта хӗҫпӑшал валли плутоний кӑларнӑ. Ҫак заводра хӑйӗн рационализатор сӗнӗвӗсене ӗҫе кӗртнӗ, вӗсем ӗҫ условийӗсене лайӑхлатнӑ, алӑ вӗҫҫӗн пурнӑҫлама пӑрахнӑ. Каярахпа СССР Вӑтам машиностроени министерствин Туҫи-хими комбиначӗн хӗҫ-пӑшал плутонийӗ туса кӑларакан 135-мӗш объектра ӗҫленӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи хушӑвӗпе патшалӑх умӗнчи уйрӑм тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, правительствӑн ятарлӑ ӗҫне пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫланӑшӑн Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Алексей Григорьевич Григорьева Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.

1971 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

Железногорск хулинче пурӑннӑ, 1974 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вилнӗ.

Обществӑлла ӗҫ

КПСС пайташӗ. КПСС хула комитечӗн пайташӗ пулнӑ. Халӑх депутачӗсен хула тата Красноярск крайӗн Канашӗсен депутатне пӗрре мар суйланнӑ.

undefined

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Паттӑр ятне Железногорск хулин пӗр урамне панӑ.
  • 2010 ҫулта Железногорскри Григорьев урамӗнчи 2-мӗш ҫурт ҫине Алексей Григорьева халалланӑ асӑну хӑмине уҫнӑ[1].
  • Тӑван Энтрияль ялӗнчи пӗр урама мухтавлӑ ентеш ятне панӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Григорьев Алексей Григорьевич (1922—1974). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  2. ^ Гордимся героями Чувашии (Шибылгинская сб) (выр.). mcb-kanash.rchuv.ru. МБУК "Централизованная библиотечная система" Канашского муниципального округа Чувашской Республики (9 раштавӑн 2024).

Вуламалли

  • Чернов, В. Ун кăкăрě çинче – Герой çăлтарě : [Социализмла Ĕç Геройě çинчен] / В. Чернов // Коммунизм ялавě. – 1966. – 24 июль.
  • Васильев, М. Герой из Шибылгов : [о Герое Соц. Труда А. Г. Григорьеве] / В. Чернов // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 144-146 : фот.
  • Мадебейкин, И. Н. Григорьев Алексей Григорьевич / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 133.
  • Мадебейкин, И. Н. Григорьев Алексей Григорьевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 460.
  • Прокопьев, В. П. Григорьев Алексей Григорьевич / В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 133-134.
  • Первый Герой ГХК // Вестник ГХК. – Железногорск, 2011. - 28 дек. – С. 20.
  • Горобец Е. История в документах. Ими гордится комбинат / Е. Горобец // Вестник ГХК. - Железногорск, 2009. - 25 сент. - С. 10-11.
  • Богуненко Н. Н., Пелипенко А. Д., Соснин Г. А. Григорьев Алексей Григорьевич // Герои атомного проекта. — Саров: Росатом, 2005. — С. 114 — 115. — ISBN 5-9515-0005-2.