Евстигнеев Кирилл Алексеевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Евстигнеев Кирилл Алексеевич (1917 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ [17-мӗшӗ], Хохлы[d], Ӗренпур кӗпӗрни[d] — 1996 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ[1], Мускав) — лётчик-истребитель, ас, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. Икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944, 1945). Авиаци генерал-майорӗ (1966).
Биографийӗ
Ачалӑхӗ
Кирилл Евстигнеев 1917 ҫулхи нарӑсӑн 4 (17)-мӗшӗнче Ӗренпур кӗпӗрнинчи Челепи уесӗнчи Птиченское вулӑсӗнчи Хохлы ялӗнче нумай ачаллӑ чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, халӗ ял Курган облаҫӗнчи Шумиха муниципалитет округне кӗрет. Ҫемьере 5 хӗрпе 2 ывӑл, Алексей тата Кирилл, пулнӑ. Национальноҫпе — вырӑс. Амӑшӗ 1920 ҫулта вилнӗ, ашшӗ — 1943 ҫулта.
Унӑн ашшӗ 1932 ҫулччен ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 1932 ҫулта вербовкӑпа кайса 1934 ҫулччен Яр строительствинче —Киров карйӗнчи Фосфорит чукун ҫул туратӗнче — ӗҫленӗ. Ашшӗ Киров крайне кайнӑ хыҫҫӑн Кирилл пиччӗшӗпе пӗрле пурӑннӑ, Кӗҫӗн Дюрягино ял тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Дюрягино шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан ашшӗ патне кайнӑ, унта чукун ҫул станцийӗсен вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ: Яр, Песковко-Омутнинск тата Кирс. 1934 ҫулта Шумиха хулине таврӑннӑ, Кӑнтӑр-Урал чукун ҫулӗн «Чул будка» участокӗнче ҫул обходчикӗнче ӗҫленӗ[2].
1934 ҫулта Шумихӑри чукун ҫул шкулӗн 7 класӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1934 ҫултанпа Челепире пурӑннӑ, ҫавӑн чухнех трактор завочӗн фабрика-завод училищине вӗренме кӗнӗ, унта 1936 ҫулта токарь специальноҫне алла илнӗ.
1935 ҫулта ВЛКСМ пайташӗ пулса тӑнӑ.
1936 ҫултанпа Челепири сӑнав заводӗнче ӗҫленӗ, тепӗр ҫур ҫултан ӑна Челепири трактор завочӗн топливо аппаратурин цехне куҫарнӑ, аэроклубра вӗреннӗ[3].
Вӑрҫӑ ҫулӗсем
Рабочи-хресчен Хӗрлӗ Ҫарне Челепири Трактор заводӗнчи РВК 1938 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. 1939 ҫулччен Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче хирти рембазӑн хӗрлӗ армеецӗ пулнӑ. 1941 ҫулта малтан — Инҫет Тухӑҫ фрончӗн 2-мӗш Хӗрлӗ Ялав ҫар уйрӑмӗн Бирма гарнизонӗнче (Амур чукун ҫулӗнчи Свободный станцийӗнчен 10 километр тухӑҫарах тата Орловка поселокӗнчен 10 километр ҫурҫӗререх), унтан 1941 ҫулхи ҫурларанпа Кольчугино станцийӗнче (хальхи вӑхӑтра Кемӗр облаҫӗнчи Ленинск-Кузнецкий), 1942 ҫулхи ҫӗртмеренпе вара Красноярск крайӗнчи Хакас автономи облаҫӗнчи Черногорск хулинче вырнаҫнӑ Бирмӑри пилотсен ҫар авиацийӗн шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта 1942 ҫул вӗҫӗччен лётчик-инструктор должноҫӗнче службӑра тӑнӑ. 1942 ҫул вӗҫӗнче ӑна Мускава РККА ВҪВ тӗп штабне АПШран «Аэрокобра» Америка самолёчӗсене ленд-лизпа вӗҫтерсе килме янӑ. К. Евстигнеев сержант Мускавра 240-мӗш истребитель авиаци полкӗн командирӗпе И. С. Солдатенко майорпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хӑйне фронта яма ӳкӗте кӗртнӗ.
1943 ҫултан пуҫласа ВКП (б) пайташӗ, 1952 ҫул та партие КПСС ят панӑ.
1943 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Ла-5 истребительпе Курск пӗккинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
1943 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗнче 240-мӗш истребитель авиаци полкӗн командирӗ Подорожный майор Евстигнеева Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне илме представление алӑ пуснӑ, 1943 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче ӑна Воронеж фрончӗн командующийӗ Н. Ф. Ватутин алӑ пуснӑ. Анчах та 1943 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче ВҪВ командующин 068/н-мӗш приказӗпе Евстигнеев лейтенанта III степень Суворов орденӗпе чысланӑ.
1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗ тӗлне Евстигнеев аслӑ лейтенант 144 ҫар вӗҫевне тухнӑ, вӑл тӑшманӑн 23 самолётне хӑй персе антарнӑ, ушкӑнпа — тӑшманӑн 3 самолётне.
1944 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш сывлӑш ҫарӗн 4-мӗш истребитель авиаци корпусӗн 302-мӗш истребитель авиаци дивизийӗн 240-мӗш истребитель авиаци полкӗн эскадрилья командирне, Евстигнеев Кирилл Александрович аслӑ лейтенанта Ленин орденӗпе (19094 №) тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (2284 №) чысласа Совет союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.
1944 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне гварди капитанӗ Евстигнеев тепӗр 83 вӗҫев тунӑ, ун чухне тепӗр 20 самалёт персе антарнӑ. Сталинград облаҫӗнчи Бударин районӗнчи «Большевик» колхозӑн хурт-хӑмӑр ӑстин Василий Викторович Коневӑн укҫипе тунӑ Ла-5ФН истребительпе вӗҫнӗ.
1945 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш сывлӑш ҫарӗн 3-мӗш гварди истребитель авиаци корпусӗн 14-мӗш гварди истребитель авиаци дивизийӗн 178-мӗш гварди истребитель авиаци полкӗн эскадрилья командирне, Кирилл Евстигнеев гварди капитанне иккӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ.
1945 ҫулхи ҫуркунне тӗлне 300 яхӑн ҫар вӗҫевне тухнӑ, сывлӑшри 120 яхӑн ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, тӑшманӑн 53 самолетне хӑй персе антарнӑ, ушкӑнпа — 3, кунсӑр пуҫне вӑл персе антарна пӗр бомбардировщике шутламан (Ҫӗршыв Паттӑрӗсем тата Хӗрлӗ Кӑйкӑр сайтсен даннӑйӗсем тӑрӑх).
1945 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче виҫҫӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чыслама тӑратнӑ, анчах паман.
Вӑрҫа Венгрире 178-мӗш гварди истребитель авиаци полкӗн командирӗн ҫумӗн должноҫӗнче, авиацин гварди майорӗн званийӗнче вӗҫленӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн истребитель авиаци полкӗн командир должноҫӗнче ҫар службине малалла тӑснӑ. 1949 ҫулта Аслӑ вӗҫев-тактика курсӗсенчен, 1955 ҫулта — Сывлӑш ҫар академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1955—1958 ҫулсенче Кӑркӑс ССРти Фрунзе хулинчи вӗҫев составне ҫӗнӗрен вӗрентекен шкулӑн штаб пуҫлӑхӗн должноҫӗнче службӑра тӑнӑ.
1960 ҫулта СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен Тӗп штабӗн Ҫар академинчен вӗренсе тухнӑ. 1960 ҫултанпа Качинск ВВВАУЛ штабӗн пуҫлӑхӗ, Ҫурҫӗр-Кавказ ҫар округӗн СҪВ штабӗн оперативлӑ пайӗн пуҫлӑхӗ, 73-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗн ҫумӗ (Киев), Ҫурҫӗр-Кавказ ҫар округӗн СҪВ штабӗн пуҫлӑхӗ, Ҫурҫӗр-Кавказ ҫар округӗн ВҪВ командующийӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ, СҪВ Тӗп штабӗн вӗренӳ завденийӗсен управленийӗнче службӑра тӑнӑ.1966 ҫулта ӑна авиаци генерал-майорӗн ҫар званине панӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1972 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ӑна ҫар службинче тӑмалли ӳсӗмрен иртнӗ май ҫар службинчен хӑтарнӑ. Мускавра пурӑннӑ: Мӑн Афанасьев тӑкӑрлӑкӗ, 25-мӗш ҫурт.
Кирилл Алексеевич Евстигнеев инсульт хыҫҫӑн 1996 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Мускав хулинче вилнӗ. Тӗп хулари Кунцево масарӗ ҫинче пытарнӑ.
Сывлӑшри ҫӗнтерӗвӗсен списокӗ
| К. А. Евстигнеевӑн сывлӑшри ҫӗнтерӗвӗсем | |||
|---|---|---|---|
| № п/п | Ҫӗнтерӳ хӑҫан пулни | Самолёт тӗсӗ | Ҫӗнтерӳ вырӑнӗ |
| 1 | 28.03.1943 | Ме-109 | Титовка |
| 2 | 12.04.1943 | Ме-110 | ҫур.-анӑҫ. аэродромӗ Уразово |
| 3 | 06.05.1943 | Ме-110 | ҫур.-анӑҫ. Аслӑ Бурлук |
| 4 | 06.05.1943 | Ю-88 | Аслӑ Бурлук |
| ** | 07.07.1943 | Ю-87 | Быковка |
| 5 | 08.07.1943 | Ю-87 | Красная Поляна |
| 6 | 08.07.1943 | Ю-87 | Красная Поляна |
| 7 | 08.07.1943 | Ю-87 | Красная Поляна |
| 8 | 09.07.1943 | Ме-109 | анӑҫ Карташовка |
| ** | 13.07.1943 | Ме-109 | кӑнтӑр-анӑҫ Прохоровка |
| 9 | 16.07.1943 | Ме-109 | анӑҫ Быковка |
| 10 | 02.10.1943 | Ме-109 | Орлик |
| 11 | 02.10.1943 | Ю-87 | Андреевка |
| 12 | 02.10.1943 | Ме-109 | анӑҫ Калужино |
| 13 | 03.10.1943 | Ме-109 | кӑнтӑр Бородаевка |
| 14 | 04.10.1943 | Ю-87 | кӑнтӑр-анӑҫ Бородаевка |
| 15 | 05.10.1943 | ФВ-190 | анӑҫ Мишурин Рог |
| 16 | 05.10.1943 | Ю-87 | анӑҫ Бородаевка |
| 17 | 07.10.1943 | Ю-87 | ҫур.-анӑҫ Бородаевка |
| 18 | 07.10.1943 | Ю-87 | ҫур.-анӑҫ. Бородаевка |
| 19 | 07.10.1943 | Ме-109 | ҫур. Бородаевка |
| 20 | 10.10.1943 | Ме-109 | кӑнтӑр-анӑҫ Бородаевка |
| 21 | 16.10.1943 | Ю-87 | ҫур.-анӑҫ Лиховка |
| ** | 20.10.1943 | Хе-111 | ҫур. Зелёное |
| 22 | 21.10.1943 | ФВ-189 | анӑҫ Саевка |
| 23 | 28.10.1943 | Ю-87 | анӑҫ Кривой Рог |
| 24 | 29.10.1943 | Ме-109 | Ивановка |
| 25 | 29.03.1944 | Ме-109 | ҫур. Яссы |
| 26 | 17.04.1944 | Ю-88 | юж. Таутошти |
| 27 | 17.04.1944 | ФВ-190 | кӑнтӑр Редиу Улуй |
| 28 | 23.04.1944 | ФВ-190 | вост. Яссы |
| 29 | 28.04.1944 | Ю-87 | ҫур.-анӑҫ Яссы |
| 30 | 28.04.1944 | ФВ-190 | кӑнтӑр Тэтэрушул |
| 31 | 29.04.1944 | ФВ-190 | анӑҫ Тэтэрушул |
| 32 | 05.05.1944 | Хш-126 | Думешти |
| 33 | 07.05.1944 | Ме-109 | Костешти |
| 34 | 07.05.1944 | Ме-109 | ҫур.-анӑҫ Костешти |
| 35 | 30.05.1944 | Ме-109 | Скулени |
| 36 | 31.05.1944 | ФВ-190 | Тэтэрушул |
| 37 | 01.06.1944 | Ю-87 | сев. Яссы |
| 38 | 01.06.1944 | Ме-109 | Антонину |
| 39 | 02.06.1944 | Ю-87 | Скулени |
| 40 | 03.06.1944 | Хш-129 | Скулени |
| 41 | 03.06.1944 | ФВ-190 | Епурени |
| 42 | 03.06.1944 | ФВ-190 | Епурени |
| 43 | 05.06.1944 | ФВ-190 | Захорна |
| 44 | 05.06.1944 | ФВ-190 | Захорна |
| 45 | 05.06.1944 | Ме-109 | ҫур. Яссы |
| 46 | 07.10.1944 | ФВ-190 | Кереш-Тарча |
| 47 | 15.10.1944 | ФВ-190 | кӑнтӑр-анӑҫ Надь Лета |
| 48 | 16.11.1944 | Ме-109 | Ясароксаллаш |
| 49 | 16.01.1945 | Ю-52 | анӑҫ Пилишвёрёшвар |
| 50 | 16.01.1945 | Ю-52 | зап. Пилишвёрёшвар |
| 51 | 17.02.1945 | ФВ-190 | анӑҫ Солдины |
| 52 | 26.03.1945 | ФВ-190 | Будапешт |
Сывлӑшри ҫӗнтерӗвӗсем пӗтӗмпе: 52+3
ҫар вӗҫевӗсем — 283
сывлӑшри ҫапӑҫусем — 113
Наградӑсем
- Икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ, 1945 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ[4]
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 4039
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ, 1944 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ[5]
- Ленин орденӗ № 19094
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 2284
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ, тӑватӑ хут: 1943 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ[6], 1943 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ[7], 1945 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ[8], 1968 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ[9]
- III степень Суворов орденӗ, 1943 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ[10]
- I степень Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗ, 1985 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ[11]
- II степень Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин орденӗ, 1943 ҫулхи акан 30-мӗшӗ[12]
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, 1953 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ[13]
- Медальсем
- Ют ҫӗршыв орденӗсем, ҫав шутра
- 5-мӗш класлӑ Британи империйӗн орденӗ (1944 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ)
- 5-мӗш класлӑ Венгри Халӑх Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫсен орденӗ
- 5-мӗш степень Тудор Владимиреску орденӗ (Румыни Социализм Республики)[14]
- «Румыние ирӗке кӑларнӑранпа 25 ҫул» медаль (Румыни Социализм Республики)[14]
- Шумиха хулин хисеплӗ гражданинӗ, 1967 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ[15]
Сочиненисем
- Евстигнеев К. А. Крылатая гвардия, 1982. Воениздат, М.. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- Евстигнеев К. А. Крылатая гвардия. Есть упоение в бою — Яуза, Эксмо, 2006 г., 320 стр. ISBN 5-699-14780-2, Тираж: 4000 экз.
Астӑвӑм
- К. А. Евстигнеевӑн пӑхӑр бюстне Курган облаҫӗнчи Шумиха хулинче вырнаҫтарнӑ. Авторӗсем — Георгий Мотовилов тата Леонид Поляков[16]. Чи малтанах бюста хула пахчинче вырнаҫтарнӑ, каярахпа «К. А. Евстигнеевав ячӗллӗ» парка куҫарнӑ, ун патне чӗрӗ чечексем лартнӑ.
- К. А. Евстигнеевӑн пӑхӑр бюстне Хакас Республикинчи Черногорск хулинчи скверта вырнаҫтарнӑ, 2019 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче уҫнӑ. Авторӗ — Андрей Ковальчук[17].
- Курган облаҫӗнчи Шумиха хулинчи 2-мӗш шкул ҫурчӗ ҫинчи асӑну хӑми, унта Кирилл Евстигнеев вӗреннӗ.
- Пуҫламӑш тата хушма професси пӗлӗве паракан «Ҫара, авиацие тата Раҫҫей флотне хӑйсен ирӗкӗпе пулӑшмалли общество» Пӗтӗм Раҫҫейри общество-патшалӑх организацийӗн Курганти икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ К. А. Евстигнеев ячӗллӗ авиаци-спорт клубӗ" патшалӑх мар вӗренӳ учрежденийӗ (2013 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче хупӑннӑ, «Раҫҫей ДОСААФӗн Курган АСК» ДПО АНО ҫумне пӗрлештерсе реорганизациленӗ).
- Раҫҫей ДОСААФӗн Курган облаҫӗнчи уйрӑмӗн ҫурчӗ ҫинчи асӑну хӑми: Курган хули, ул. Кирова, 51-мӗш ҫурт.
- «Шумихари аграри-строительство колледжӗ» СПО ГБОУ-на 2005 ҫулта икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗн Кирилл Алексеевич Евстигнеевӑн ятне панӑ. Колледжра икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ С. И. Грицевец тата К. А. Евстигнеев ячӗллӗ музей пур. Музейра Кирилл Алексеевичӑн харпӑр япалисем упранаҫҫӗ: китель, шинель, карттус, унӑн суранӗнчен кӑларнӑ ванчӑксем, вӗсене Мускавран студентсем 1985 ҫулта илсе килнӗ.
- 1-мӗш професси-техника училищи пулнӑ ҫурт ҫине асӑну палли вырнаҫтарнӑ: Челепи хули, Октябрь 40 ҫулӗн урамӗ, 21-мӗш ҫурт. Ҫапла ҫырнӑ: «Кунта Совет Союзӗн Паттӑрӗ Худяков Николай Александрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ Старченков Иван Сергеевич, икӗ хут Совет Союзӗн Паттӑрӗ Евстигнеев Кирилл Алексеевич вӗреннӗ». Авторӗ В. Б. Феркель.
Ҫемйи
1945 ҫулта пӗр полкри Мария Ивановна Раздорскаяна (1920—2007) качча илнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Kirill Alekseyevich Yevstigneyev // TracesOfWar
- ^ Самков Тимур Маратович. К. А. Евстигнеев. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
- ^ Лица Зауралья. Евстигнеев Кирилл Алексеевич. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
- ^ Наградной лист в электронном банке документов «Подвиг народа». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
- ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
- ^ Награждён в соответствии с Указом Президиума Верховного Совета СССР от 04.06.1944 «О награждении орденами и медалями за выслугу лет в Красной Армии». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Документ в картотеке иностранных наград. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
- ^ Почётные граждане города (выр.). Официальный сайт органов местного самоуправления муниципального образования города Шумиха Шумихинского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Курганская область – 1983 (выр.). al-dedov.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Памятник Кириллу Евстигнееву открыт в Республике Хакасия. Официальный сайт Российского военно-исторического общества (3 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ.
Каҫӑсем
Евстигнеев Кирилл Алексеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра