Ерошина Елизавета Ефимовна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Ерошина Елизавета Ефимовна
Ерошина Елизавета Ефимовна.gif
Çуралнă вăхăт 1927 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ(1927-08-30)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1984 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ(1984-08-24) (56 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Премисемпе чысланисем
Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ
Ленин орденӗ

Ерошина Елизавета Ефимовна (1927 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ, Кульцав, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР1984 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ, Кульцав, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхоз звеньевойӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1948).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1927 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрнар районӗнчи Кульцав ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи шкултан вӗренсе тухсанах Вӑрнар районӗнчи Сталин ячӗллӗ (1961 ҫултан — Ленин ячӗллӗ) колхоза ӗҫе вырнаҫнӑ, уй-хир ӗҫченӗ, бригада звеньевойӗ пулса ӗҫленӗ[1].

1947 ҫулта Е. Е. Ерошина звени 20 гектар ҫинче гектартан 30,15 центнер тулӑ пухса илнӗ, ыраш тухӑҫӗ 19,8 га лаптӑкран гектартан 30,65 центнер пулнӑ.

1948 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе 1947 ҫулхине пӗрчӗллӗ культурӑсене пысӑк тухӑҫлӑхпа пухса илнӗшӗн, МТСа ӗҫленӗшӗн тата патшалӑха тивӗҫлӗ тырпул парса татнӑшӑн тата 1948 ҫулхи ҫуракине пысӑк пахалӑхлӑ вӑрлӑх хатӗрленӗшӗн пысӑк хисепе — Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ята — тивӗҫнӗ[2][1] [3] [4].

Ҫав хушупах Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ята Сталин ячӗллӗ колхоз председателӗ Сергей Коротков тата Татьяна Елдырёва тивӗҫнӗ. Елизаветӑпа Татьяна туссем пулнӑ, колхозра пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫленӗ.

1949 ҫулта Иван Степанович Саканина качча тухнӑ, Иван Саканин та 1950 ҫулхине Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ята тивӗҫнӗ.

1950-мӗш ҫулсен варринче Елизавета Саканина фермӑна доярка пулса ӗҫлеме куҫнӑ.

1984 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче Кульцав ялӗнче вилнӗ.

Ерошина Елизавета Ефимовна Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн вилтӑпри.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 Елизавета Ефимовна Ерошинана официальном сайте «Чувашская энциклопедия». Пӑхнӑ кун: 25 Утӑ уйӑхӗн 2014. Архивланӑ 30 Утӑ уйӑхӗн 2014 ҫул.
  2. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Социалистического Труда передовикам сельского хозяйства Чувашской АССР» от 19.03.1948 г. // Ведомости Верховного Совета СССР. — № 12 (511). — 04.04.1948.
  3. ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/kzd/kalendar/archives/gia2/delo951_11.jpg
  4. ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/kzd/kalendar/archives/gia2/delo951_12.jpg
  • Васильев, Г. Саканинсем : [Вӑрнар районӗнчи Кульцавра пурӑннӑ Иван Саканинпа унӑн мӑшӑрӗ Е. Е. (Саканина) Ерошина тата В. М. Саканина (Михайлова) Социализм Ӗҫӗн Геройӗсем ҫинчен] / Г. Васильев // Хыпар. — 2009. — 20 ҫу. — С. 3.
  • Ефремов, Е. Ӗҫпе илнӗ чап / Е. Ефремов // Пирӗн Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗсем : очерксем. — Шупашкар, 1949. — С. 40-44 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Eрошина Eлизавета Eфимовна // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 177.
  • Eрошина Eлизавета Eфимовна // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 110.
  • Степанов, Т. Верность / Т. Степанов // Наши земляки — Герои Социалистического Труда. — Чебоксары, 1971. — С. 55-58.
  • Шорников, А. М. Eрошина Eлизавета Eфимовна / А. М. Шорников // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 159-160.
  • Шорников, А. М. Eрошина Eлизавета Eфимовна / А. М. Шорников // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 571.