Захарова Светлана Владимировна
Захарова Светлана Владимировна (хӗр чухнехи хушамачӗ Васильева; ҫур. 1970 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ[1], Чӑваш Республики — Чӑваш Ен) — Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетки. Марафонсемпе олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Чикаго марафонӗн ҫӗнтерӳҫисен списокӗнче. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (2005)[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Светлана Владимировна 1970 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш АССР Вӑрмар районӗнчи Ичеснер Атайкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ[3].
Энӗшпуҫ шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Физкультура предметне Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Николаевич Исаев ертсе пынӑ[3].
Унӑн республика шайӗнчи пӗрремӗш дебючӗ 1986 ҫулта пулса иртнӗ, тӑххӑрмӗш класра вӗренекен хӗр Шупашкарта иртнӗ ӑмӑртура 1500 тата 3000 метрлӑ дистанцисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ҫав ҫулах Гагарин хулинче иртнӗ пӗтӗм Раҫҫейри кросса хутшӑннӑ, унта финиша иккӗмӗш ҫитнӗ[3].
СССР спорт мастерӗн(выр.)чăв. нормативне 1989 ҫулхи ҫуркунне пурнӑҫланӑ. Олимп резервӗн Шупашкарти училищинче пӗлӳ пухнӑ[3].
1993 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физика воспитанийӗн факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ[2].
Раҫҫей ҫӑмӑл атлетика чемпионачӗсене (1997, 2001, 2003, 2004, 2008, 2009), ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионатне (2001), ҫурмамамарафон енӗпе тӗнче чемпионатне (2002) хутшӑннӑ. Гонолулу марафонне(выр.)чăв. хутшӑннӑ.
2004 тата 2008 ҫулсенче марафон чупӑвӗн дисциплининче ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. 2004 ҫулта финиша 9-мӗш ҫитнӗ, 2008 ҫулта — 22-мӗш[4].
2002 ҫултанпа МЧСра пушарсен профилактика уйрӑмӗн инспекторӗ пулса ӗҫленӗ. Ведомство ячӗпе ирттерекен спорт мероприятийӗсене хутшӑннӑ. 2007 тата 2009 ҫулхи ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей МЧСӗн чемпионачӗсенче Светлана Владимировна питӗ лайӑх кӑтартусем кӑтартнӑ[5].
2012 ҫулта «Спорт ҫитӗнӗвӗсемшӗн» номинацире «Щит и Роза» премие тивӗҫнӗ[5]. Ҫавӑн пекех унӑн ятне Бостонри (АПШ) чемпионсен аллейин мрамор тротуарӗ ҫине ҫырса хунӑ.
Отставкӑна тухнӑ. Унӑн шалти служба майорӗн званийӗ пур.
Ҫемйи
Упӑшки — Захаров Николай Александрович тренер[2].
Ҫитӗнӳсем
| Ӑмӑртнӑ: | |||||
|---|---|---|---|---|---|
| 1997 | Гонолулу марафонӗ | Гонолулу(выр.)чăв., Гавайи | 1-мӗш | Марафон | 2:33:14 |
| 1998 | Лос-Анджелес марафонӗ | Лос-Анджелес, АПШ | 5-мӗш | Марафон | |
| 1998 | Тӗнче чемпионачӗ | Устер, Швейцари | 13-мӗш | Ҫурмамарафон | |
| Лос-Анджелес марафонӗ | Лос-Анджелес, АПШ | 2-мӗш | Марафон | ||
| 1999 | Берлин марафонӗ | Берлин, Германия | 3-мӗш | Марафон | 2:27:08 |
| 2000 | Лондон марафонӗ | Лондон, Аслӑ Британи | 10-мӗш | Марафон | 2:28:11 |
| 2001 | Лондон марафонӗ | Лондон, Аслӑ Британи | 2-мӗш | Марафон | 2:24:04 |
| Тӗнче чемпионачӗ | Эдмонтон(выр.)чăв., Канада | 3-мӗш | Марафон | 2:26:18 | |
| Нью-Йорк марафонӗ | Нью-Йорк, АПШ | 3-мӗш | Марафон | 2:25:13 | |
| Гонолулу марафонӗ | Гонолулу(выр.)чăв., Гавайи | 2-мӗш | Марафон | 2:30:37 | |
| 2002 | Тӗнче чемпионачӗ | Брюссель, Бельги | 12-мӗш | Ҫурмамарафон | 1:09:48 PB |
| Чикаго марафонӗ | Чикаго, АПШ | 4-мӗш | Марафон | 2:21:31 | |
| Гонолулу марафонӗ | Гонолулу(выр.)чăв., Гавайи | 1-мӗш | Марафон | 2:29:08 | |
| 2003 | Тӗнче чемпионачӗ | Париж, Франци | 9-мӗш | Марафон | |
| Бостон марафонӗ | Бостон, АПШ | 1-мӗш | Марафон | ||
| Чикаго марафонӗ | Чикаго, АПШ | 1-мӗш | Марафон | ||
| 2004 | Олимп вӑййисем | Афина, Греци | 9-мӗш | Марафон | |
| 2007 | Франкфурт марафонӗ | Майн ҫинчи Франкфурт, Германи | 2-мӗш | Марафон | |
| 2008 | Олимп вӑййисем | Пекин, КХР | 22-мӗш | Марафон | 2:32:16 |
| 2009 | Тӗнче чемпионачӗ | Берлин, Германи | 15-мӗш | Марафон | 2:29:55 |
| Гонолулу марафонӗ | Гонолулу(выр.)чăв., Гавайи | 1-мӗш | Марафон | 2:28:34 | |
Харпӑр рекордсем
- Полумарафон — 1:09:48 (2002);
- Марафон — 2:21:31 (2002).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Svetlana Zakharova // World Athletics Database
- ^ 1, 2, 3 Н.Г. Скородумов. Захарова Светлана Владимировна (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Непревзойденная Светлана Захарова. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
- ^ Захарова, Светлана Владимировна (спортсменка; 15.09.1970) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Захарова Светлана Владимировна (выр.). ВДПО.РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.