Казаков Анатолий Семёнович
Казаков Анатолий Семёнович (1923 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Вӑрмар, Чӑваш Автономи облаҫӗ, РСФСР, СССР — 1986 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ, Хусан, Тутар АССР) — Совет Ҫарӗн полковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1946).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрмар районӗ) Вӑрмар посёлокӗнче ҫуралнӑ. Шкулти сакӑр класран тата Шупашкарти аэроклубран вӗренсе тухнӑ. 1940 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Рабочи-хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. 1942 ҫулта вӑл Энгельсри пилотсен ҫар авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Воронеж, 1-мӗш тата 2-мӗш Украина фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[1].
1945 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫне Анатолий Казаков аслӑ лейтенант 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш сывлӑш ҫарӗн 5-мӗш штурмлакан авиаци корпусӗн 264-мӗш штурмлакан авиаци дивизийӗн 235-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн звено командирӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑталла вӑл ҫар техникипе тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне, унӑн пӗлтерӗшлӗ объекчӗсемпе коммуникацийӗсене штурмлама 150 хут вӗҫнӗ, тӑшмана пысӑк ҫухату кӳнӗ[1].
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Казаков Совет Ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1956 ҫулта подполковник званийӗпе саппаса тухнӑ. Хусанта пурӑннӑ, Хусанти аэроклубӑн лётчик-инструкторӗ, кайран Хусан авиаци институчӗн ҫар кафедрин вӗренӳ мастерӗ пулса ӗҫленӗ. 1986 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Хисепӗсем[2]
- СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Указӗпе Анатолий Казаков аслӑ лейтенанта тӑшмана штурмланӑ чух фронтра паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, хисеплӗ ятпа пӗрле Ленин орденне (№ 56689) тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальне (№6320) тивӗҫнӗ[3].
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (27.10.1943[4]; 31.12.1944[5]; 11.02.1945[6]),
- Александр Невский орденӗ (5.09.1944)[7],
- Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ (11.03.1985),
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (09.08.1943[8]; 30.12.1956),
- «Ҫар тивӗҫӗсемшӗн» медаль,
- «Венӑна илнӗшӗн» медаль,
- «Будапешта илнӗшӗн» медаль,
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль,
- ытти медальсем.
Астӑвӑм[9]
- Вӑрмар посёлокӗнче Анатолий Казаков Совет Союзӗн Паттӑрӗ ячӗпе урам хисепленет.
- Вӑрмар районӗн историпе таврапӗлӳ музейӗнче Паттӑра асӑнса уйрӑм стенд хатӗрленӗ.
- Хусанти Ҫӗнтерӳ паркӗнче Паттӑрсен пантеонӗнче унӑн ячӗпе табличка вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3
Казаков Анатолий Семёнович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1505122667&tab=navDetailManCard
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150013501&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=20161970&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=41374007&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=42112283&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=40868735&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=18331276&tab=navDetailManAward
- ^ https://героипфо.рф/?id=5275&ysclid=m4po3o3eem753531823
Вуламалли
- Воробьёв В. П., Ефимов Н. В. Герои Советского Союза. Справочник — СПб.
- Волков, И. Хамӑр геройпа мухтанатпӑр / И. Волков // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 1996. — 18 утӑ.
- Демьянова, Э. Вӑрмар паттӑрӗ / Э. Демьянова // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2008. — 1 пуш. — С. 2.
- Иванов, А. Унпа тӗл пулни — яланах асра : [Совет Союзӗн Геройӗ А. С. Казаков ҫинчен] / А. Иванов // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2013. — 22 нарӑс. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
- Микулинская, Т. Герой-летчик / Т. Микулинская // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 2001. — 8 ҫу.
- Микулинская, Т. Мухтавлӑ летчик / Т. Микулинская // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар районӗ). — 1998. — 21 нарӑс.
- Казаков Анатолий Семенович (1923-1986) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005.
- Казаков Анатолий Семенович // Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 184.
- Константинова, Ю. Имена на обелиске / Ю. Константинова // Социальное образование. — 2010. — 23 февр. (№ 2). — С. 1.
- Михайлов, В. М. Казаков Анатолий Семенович / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 195.
- Михайлов, В. М. Казаков Анатолий Семенович / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 173.. — См. текст