Краснов Александр Дмитриевич

Александр Дмитриевич Краснов (1890 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ, Йăвански Сали, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1952 ҫулхи акан 20-мӗшӗ, Казах ССР[d]) — патшалӑх тата пӗрлӗх ӗҫченӗ, халӑх сывлӑхне сиплессине йӗркелекенӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1890 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче (кивӗ стильпе — чӳкӗн 13-мӗшӗнче) Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Йӑвански Салинче (халӗ Чӑваш Республикин Тӑвай муниципаллӑ округне кӗрет) ҫуралнӑ[1].

1920 ҫулта Хусан университечӗн юридици факультетӗнче вӗренсе пӗтернӗ. 1928 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн дипломне тивӗҫнӗ. 1935 ҫулта Ленинградри травматологи институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтернӗ[1].

1906—1912 ҫулсенче — Хусан, Перӗм хулисенче тӗрлӗ вак ӗҫсене туса ҫӳренӗ. 1912—1917 ҫулсенче ҫарта хӗсметре тӑнӑ, Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ, артиллерист пулнӑ.

1917 ҫулхи утӑ утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Хусанти чӑваш ҫар комитечӗн председателӗ. 1918—1920 ҫулсенче — Чӑвашсен сулахай социализм комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Хусан кӗпӗрнин чӑваш ӗҫӗсен комиссарӗ, Хусан кӗпӗрнинчи канашсен ӗҫтӑвкомӗн нацисен уйрӑмӗн ертӳҫи, партин кӗпӗрне комитечӗ ҫумӗнчи чӑваш секцин бюровӗн председателӗ, РСФСР национальнӑҫсен ӗҫӗсен халӑх комиссариачӗ ҫумӗнчи чӑваш уйрӑмӗн ҫухӑну пайӗн ертӳҫи.

1920—1932 ҫулсенче Чӑваш автономи облаҫӗнче яваплӑ ӗҫ вырӑнӗсене йышӑннӑ, ҫав шутра облаҫри сывлӑха сиплес уйрӑмне (1920—1921) тата социаллӑ пулӑшу уйрӑмне (1921—1924) ертсе пынӑ. 1928 ҫултанпа — Чӑваш АССР халӑх сывлӑхне сиплес халӑх комиссариачӗн инструкторӗ пулса ӗҫленӗ тата Сӗнтӗрвӑрри район пульницине ертсе пынӑ[1].

Пӗрремӗш хут тытса хупни

В 1933—1938 ҫулсенче Ленинград облаҫӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ: Синявино торф кӑларакан предприятийӗсен амбулаторийӗнче, Лодейное Поле хулари больницӑра.

1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арестленӗ, ӑна эсерсен организацийӗпе хутшӑннӑ тата контрреволюцилле саботаж ӗҫӗсем ирттернӗ тесе РСФСР УК 58-мӗш статйин 4, 10 тата 11 пункчӗсемпе айӑпланӑ; 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче СССР НКВД ҫумӗнчи Особӑй канаш ӑна 8 ҫуллӑха ӗҫпе тӳрлетӳ лагерӗнче тытса усрама йышӑннӑ, срокне 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа шутланӑ.

1962 ҫулхи ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӑна Чӑваш АССР Аслӑ сучӗн президиумӗ реабилитациленӗ[2].

1946 ҫулта ирӗке кӑларсан Лодейное Поле, Старая Русса, Анапа, Богучары хулисенче, Воронеж облаҫӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ[1].

Иккӗмӗш хут тытса хупни

1950 ҫултан — Казах ССРӗнче, Акмола облаҫӗн пульницинче ӗҫленӗ.

Акмола УНКГБ 1951 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче арестленӗ, 1951 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Акмола облаҫ сучӗн коллегийӗ ӑна РСФСР УК 58-10 статйипе айӑпланӑ, 10 ҫуллӑха ӗҫпе тӳрлетӳ лагерӗнче тытса усрама палӑртнӑ.

1979 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӑна Казах ССР Аслӑ сучӗн коллегийӗ айӑпӗ ҫуккипе таса ятне тавӑрнӑ[3].

1952 ҫулта ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лагерьте вилнӗ[1].

Ӗҫӗсем

«Февраль — Октябрь» (Шупашкар, 1931) кӗнекен авторӗ. 1931—1932 ҫулсенче ӑна ку кӗнекешӗн чылай айӑпланӑ, мӗншӗн тесен Краснов кӗнекере Чӑваш тӑрӑхӗнче революцие большевиксем мар, эсерсем тунӑ тесе ҫырнӑ[2].

Ҫавӑн пекех медицинӑпа ҫырнӑ чылай статья авторӗ.

Ӳнерте

2018 ҫулта «Хӗрлӗ тинӗсре» (В красном море) фильм ӳкернӗ, ӑна Пӗтӗм тӗнчери Шупашкар кинофестивалӗнче кӑтартнӑ. Фильмра тӗп сӑнарсенчен пӗри — Александр Краснов (1918 ҫулта — Хусан кӗпӗрнин чӑваш ӗҫӗсен комиссарӗ), роле К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Сергей Павлов калӑпланӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Г. А. Алексеев, Ф. Ф. Фёдоров. Краснов Александр Дмитриевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Краснов Александр Дмитриевич (выр.). Чăвашсем — хитре халăх | Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  3. ^ Краснов Александр Дмитриевич (1890) (выр.). Открытый список. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ Правда и/или вымысел. Историк Сергей Щербаков о том, как он писал сценарий фильма «В красном море» о Чувашии 1918 года (выр.). Медиагруппа Cheb.ru (5 ҫӗртмен 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Эсерсенчен большевиксем патне : [Чӑваш Автономи Облаҫне йӗркелеме чи хастар хутшӑннӑ патшалӑх деятелӗсенчен пӗри — Александр Дмитриевич Краснов] // Хыпар. — 2018. — 23 пуш/март. — С. 12. — (Ӗмӗр сакки сарлака / страницӑна Ю. Михайлов хатӗрленӗ).
  • Алексеев, Г. А. Краснов Александр Дмитриевич / Г. А. Алексеев // Чувашская медицинская энциклопедия / Г. А. Алексеев. — Чебоксары, 1997. — Т. I : А-М. — С. 282—283.
  • Алексеев, Г. А. Краснов Александр Дмитриевич / Г. А. Алексеев, Ф. Ф. Федоров // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 346.. — См. текст
  • Минеева, Н. К. Роль А. Д. Краснова в образовании Чувашского отдела при Наркомнаце (1918 год) / Е. К. Минеева // Вестник Чувашского университета. Гуманитарные науки. — 2014. — № 3. — С. 37-41. — Библиогр.: с. 41 (13 назв.).