Кузьмин Иван Трофимович
Кузьмин Иван Трофимович (1923 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, Турхан, Ҫӗмӗрле районӗ, Чӑваш Автономи облаҫӗ[1], РСФСР — 2002 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ, Турхан, Ҫӗмӗрле районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет ҫар ӗҫченӗ, колхоз производствине йӗркелекен. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1973).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Иван Кузьмин 1923 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Автономи облаҫӗн Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
Турханти шкулта вӗреннӗ, шкул хыҫҫӑн 1937 ҫулта ялти «Комбинат» колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. 16 тултарсан Ҫӗмӗрлери МТС ҫумӗнчи трактористсен курсне вӗренме кайнӑ, унтан вӗренсе тухсан тракторист пулса вӑй хунӑ.
1941 ҫулхи аван уйӑхӗнче мобилизаци мелӗпе Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Хусанта ҫар ӗҫне вӗреннӗ, унта йӗркеленӗ йӗлтӗрҫӗсен бригади ушкӑнӗнче ҫапӑҫакан ҫара ӑсатнӑ. Пуҫласа Карели фронтне лекнӗ, кайранхи вӑрҫӑ ҫулӗ 5-мӗш стрелоксен дивизийӗнче (1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа — 44-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗ) иртнӗ. 95-мӗш гварди артиллери полкӗн разведчикӗ Кузьмин Ржев патӗнчи (Калинин фрончӗ), Орёл-Курск пӗккинчи (Брянск фрончӗ) ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Беларуҫ фрончӗсен йышӗнче Беларуҫ территорине ирӗке кӑларнӑ, Днепрпа Буг шывӗсем урлӑ каҫнӑ, Кёнигсберг (халӗ — Калининград) хулине штурмланӑ.
Ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн, нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Кузьмин гварди сержанчӗ 5 ордена тата 2 медале тивӗҫнӗ.
1946 ҫулта демобилизациленсен тӑван ене таврӑннӑ, Ҫӗмӗрлери МТСра механизатор пулса ӗҫленӗ, 1951 ҫултан — «Комбинат» совхозра тракторист.
8-мӗш пилӗкҫуллӑх (1966—1970) ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх малта пыракан тракториста Октябрь Революцийӗн орденӗпе чысланӑ.
Каярах вӑл механизациленӗ звенона ертсе пынӑ, вӑл ертсе пынипе кашни ҫул пысӑк тухӑҫ пухса илнӗ, вӑл хӑй районти чи лайӑх механизатор ялавне алран яман.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1973 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Пӗтӗм Союзри социализмла ӑмӑртура пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, 1973 ҫулта ял хуҫалӑх производствине аталантарас тата патшалӑха ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх апат-ҫимӗҫне сутмалли обязательствӑна пурнӑҫлас тӗлӗшпе тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ [2].
1977 ҫулта унӑн звени 35 гектар лаптӑкран кашни гектартан 679 центнер сахӑр кӑшманӗ, 100 гектар лаптӑкран гектар пуҫне 150 центнер ҫӗрулми (совхозра вӑтам кӑтарту 129 центнерпа танлашнӑ) пухса илнӗ.
Хӑйӗн ӑсталӑхне ҫамрӑксене парса хӑварас тесе тӑрӑшнӑ, вӑл ертсе пынипе 34 ҫын тракторист профессине алла илнӗ, хӑш-пӗр ҫемьесенче 3-4 механизатор пулнӑ.
1983 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ, апла пулин те хуҫалӑх ӗҫӗнчен аякра тӑман. Турхан ялӗнче пурӑннӑ. 2002 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче вилнӗ.
Обществӑлла ӗҫ
КПСС пайташӗ. КПСС XXVI съезчӗн делегачӗ (1981), Чӑваш облаҫ комитечӗн пайташӗ пулнӑ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (11.12.1973),
- Ленин орденӗ (11.12.1973),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (11.12.1973),
- Октябрь Революци орденӗ (08.04.1971),
- Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗн I степенӗ (11.03.1985),
- Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗн II степенӗ,
- виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (12.02.1942; 02.08.1943; 12.01.1944),
- Мухтав орденӗн II степенӗ (05.03.1945),
- Мухтав орденӗн III степенӗ (03.01.1945),
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль (10.08.1944),
- «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медаль (17.10.1944),
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль,
- «Кёнигсберга илнӗшӗн» медаль,
- «Жуков маршал» юбилей медалӗ.
Астӑвӑм
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнчи пӗр урама Кузьмин Иван Трофимович ятне панӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Аслут, А. Н. Пěр металран : [Çěмěрле районěнчи «Комбинат» совхозри механизатор И. Т. Кузьмин çинчен] / А. Н. Аслут // Ялав. – 1974. – № 6. – С. 1-2. : сăн ÿкерчěк.
- Алексеев, Л. Тарăн касă : [Социализмла Ĕç Геройě И. Т. Кузьмин çинчен] / // Хавхалану : [очерксем] / А. Николаев пухса хатěрленě. – Шупашкар, 1975. – С. 22-28 : сăн ÿкерчěк.
- Алексеев, Л. Вӑл ҫутнӑ ҫӑлтӑрсем / Л. Алексеев // Коммунизм ялавӗ. — 1981. — 18 янв.
- Вадимов, В. П. Иван Трофимович Кузьмин: 1923-2002. Борозда длиною в жизнь / В. П. Вадимов // Работники сельского хозяйства. — Чебоксары, 2014. — С. 215-224.
- Кузьмин Иван Трофимович // Ими гордится Чувашия : их имена занесены в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма ЧАССР / сост.: М. В. Демидов, – Чебоксары, 1987. – С. 192-193 : фот.
- Мадебейкин, И. Н. Кузьмин Иван Трофимович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 391.
- Петров, В. Турхантан Эльба хěррине çити : [Вăрçă ветеранě, Социализмла Ĕç Геройě И. Т. Кузьмин çинчен] / В. Петров // Малалла (Çěмěрле районě). – 2000. – 26 апрель.
- Петров, В. От Торхан до Эльбы : [о ветеране войны, Герое Соц. Труда И. Т. Кузьмине] / В. Петров // Вперед (Шумерл. р-н). — 2000. — 4 мая.
- Саперкина, Н. Он был хлеборобом : [о Герое Соц. Труда И. Т. Кузьмине] / Н. Саперкина // Вперед (Шумерл. р-н). — 2007. — 27 окт. — С. 9 ; то же // Малалла. — 27 окт. : фот.
- Шишкин, В. Светлый ручей Ивана Трофимовича / В. Шишкин // Совет. Чувашия. – 1981. – 6 янв. : фот.