Тӑнӑҫлӑх декречĕ
Тӑнӑҫлӑх декречӗ (выр. Декрет о мире) — Совет влаҫӗн пӗрремӗш декречӗ.
В. И. Ульянов (Ленин) хатӗрленӗ, 1917 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче (чӳкӗн 8-мӗшӗнче) Рабочисен, хресченсен тата салтак депутачӗсен канашӗн иккӗмӗш съездӗнче юпан 25-мӗшӗнче переворот хыҫҫӑн Раҫҫейӗн Вӑхӑтлӑх правительствине салатнӑ хыҫҫӑн пӗр саслӑн йышӑннӑ[1]. АПШ президенчӗн Вудро Вильсонӑн вун тӑватӑ пункчӗ Тӑнӑҫлӑх декретне хуравлани пулнӑ.
Декретӑн тӗп положенийӗсем
- Совет рабочи-хресченсен правительстви "мӗнпур ҫапӑҫакан халӑхсене, вӗсен правительствисене халех «демократиллӗ тӗрӗс килӗшӳ» пирки калаҫма сӗнет — «аннексисемсӗр тата контрибуцисемсӗр халех килӗшӳ тума», урӑхла каласан, ют территорисене ҫапӑҫса илмесӗр тата ҫӗнтернтисенчен пурлӑх е укҫа саплаштарӑвне шыраса илмесӗр. Вӑрҫӑ малалла тӑсӑлнине «этемлӗхе хирӗҫ тунӑ чи пысӑк преступлени» тесе хакланӑ[2].
- Совет правительстви «пур калаҫусене те пӗтӗм халӑх умӗнче уҫҫӑн тытса пыма ҫирӗп шухӑш тытнине палӑртса, улпутсен тата капиталистсен правительстви 1917 ҫулхи нарӑсран пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен ҫирӗплетнӗ е тунӑ вӑрттӑн килӗшӳсене халех туллин пичетлесе» вӑрттӑн дипломатие пӑрахӑҫлать тата ҫак вӑрттӑн килӗшӳсен пӗтӗм содержанине «пӗр сӑмахсӑрах тата ҫийӗнчех пӑрахӑҫланӑ» тесе пӗлтерет.
Мирлӗ пуҫарусем
Декрета «Известия» хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ тата радиопа панӑ, ҫапах та ҫапӑҫакан правительствӑсем ӑна хурав паман[3].
1917 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче (чӳкӗн 9-мӗшӗнче) ҫӗрле Совет рабочийӗсен тата салтак депутачӗсен Пӗтем Раҫҫейри иккӗмӗш съезчӗ совет правительствине туса хунӑ — Халӑх Комиссарӗсен Канашӗ (Совнарком)[4].
1917 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнчпе (чӳкӗн 21-мӗшӗнче) ҫӗрле Совнарком вырӑс ҫарӗн аслӑ тӗп командующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н. Н. Духонин генерал патне радиотелеграмма янӑ, ӑна ҫапӑҫакан ҫӗршывсене халех мирлешме сӗнме хушнӑ. Ҫав кунах ҫак хушӑва пурнӑҫлама килӗшменшӗн Н. Н. Духонина должноҫран кӑларасси пирки пӗлтернӗ. Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен халӑх комиссарӗ союзлӑ державӑсен мӗнпур посолне нота янӑ, килӗшӳ тӑвассине пӗлтерме тата мирлӗ калаҫусем пуҫлама сӗннӗ.
Чӳкӗн 9-мӗшӗнче (чӳкӗн 22-мӗшӗнче) Совнарком председателӗ В. И. Ленин фронтри ҫарсен мӗнпур полкӗсене телеграмма янӑ: «Позицисенче тӑракан полксем халех тӑшманпа мирлешесси ҫинчен калаҫса татӑлма уполномоченнӑйсем суйлаччӑр»[5]. Ҫав кунах Петроградра иртнӗ канашлура союзлӑ ҫӗршывсен дипломати представителӗсем Совнарком нотине курмӑш тума йышӑннӑ.
1917 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче (чӳкӗн 23-мӗшӗнче) Аслӑ тӗп командующи штабӗ ҫумӗнчи союзлӑ ҫӗршывсен ҫар миссийӗсен пуҫлӑхӗсем Н. Н. Духонин генерала коллективлӑ нота панӑ, унта 1914 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ килӗшӗве, союзниксене сепаратлӑ мир тума е мирлешме чарнӑскере, пӑснине хирӗҫ протест пулнине палӑртнӑ. Духонин нота текстне фронтсен командующийӗсене пурне те салатса панӑ.
Ҫав кунах ют ҫӗршыв ӗҫӗсен халӑх комиссарӗ нейтраллӑ патшалӑхсен посолӗсене мирлешесси пирки калаҫӑва йӗркелес ӗҫри посредничествӑна хӑйсем ҫине илме сӗннӗ. Швеци, Норвеги тата Швейцари представителӗсем нота илни ҫинчен пӗлтернипе ҫырлахнӑ. Испани посолне, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен халӑх комиссарне сӗнӗве Мадрида панӑ тесе пӗлтернӗскере, ҫийӗнчех Раҫҫейрен чӗнсе илнӗ. Декрет хыҫҫӑн: Раҫҫей — чи антимилитаризмла ҫӗршыв.
Ҫав кунах В. И. Ленин Франци, Аслӑ Британи, Итали, АПШ, Бельги, Серби, Румыни, Япони тата Китай правительствисем патне нотӑпа тухнӑ, вӗсене мирлӗ калаҫусене хутшӑнма сӗннӗ: «Раштавӑн 1-мӗшӗнче эпир мирлӗ калаҫусене пуҫӑнатпӑр. Союзлӑ халӑхсем хӑйсен представителӗсене ямасан эпир нимӗҫсемпе пӗчченех калаҫатпӑр». Хурав пулман.
Хыҫҫӑн пулни
Декрет ҫапӑҫакан патшалӑхсенчи правительствӑсемпе халӑхсене халех мирлешӳ тума чӗнсе каланӑ. Историксен хушшинче 1917 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа вырӑс ҫарӗ пӗтӗмпех арканса пынӑ текен шухӑш пур. Салтаксем фронтран Декрета пичетлесе кӑларсан массӑллӑ кайма пуҫланӑ текен щухӑш та пур[6]. Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен ҫӗнӗ наркомӗ Лев Троцкий II Николайпа союзниксен хушшинче вӑрттӑн килӗшӳсене пичетлесе кӑларнӑ. Анчах та пӗтӗм пролетари тӗнчине пуҫарас вырӑнне совет правительстви Германипе калаҫӑва хутшӑнма тивнӗ, ҫапла 1918 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Брест-Литовск килӗшӗвне тунӑ, унпа килӗшӳллӗн ӗлӗкхи Раҫҫей империйӗ хӑйӗн халӑхӗн 34 %, 54 % промышленноҫ ҫӗрсене, 89 % кӑмрӑк ҫӗр управӗсене тата 26 % чукун ҫулсене ҫухатнӑ[6][7].
Брест килӗшӗвне Германи Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн денонсланӑ. «Тӑнӑҫлӑх декречӗ» ҫине хурав АПШ президенчӗн В. Вильсонӑн «14 пункчӗ» (1918 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Конгресс умӗнче пӗлтернӗ) пулнӑ, вӑл хӑш-пӗр пунктсенче декрета тепӗр хут каланӑ (сӑмахран, вӑрттӑн дипломатие пӗтерес ыйтура), анчах та тӑнӑҫлӑх ҫине куҫмалли консервативлӑ программа чылай пысӑкрах пулнӑ.
Истори хаклавӗсем
Франци историкӗ Элен Карер д’Анкосс Килӗшӳ декретне Ленинӑн тӗнче вӑрҫине тӗнчери революцие куҫни ҫинчен калакан теорирен тата унӑн 1914 ҫулхи «империализм вӑрҫинчен граждан вӑрҫи туса хурар» лозунгӗнчен тухнӑ «пӗтӗм тӗнчери революцие тума чӗнсе калани» тесе хакланӑ. Историк палӑртнӑ тӑрӑх, Совет Раҫҫейӗн ҫӗнӗ правительствин пӗрремӗш акчӗ урӑх правительствӑсем мар, «праивтельствӑна хирӗҫ халӑхсем» валли пулнӑ. Ҫапла майпа Совет Раҫҫейӗ тӗнчери хутшӑнусен правительствӑсен хушшинчи тата патшалӑхсен хушшинчи хутшӑнусен классика концепцине сирсе янӑ. Большевизм ҫулпуҫӗсен шучӗпе, тӗнчери халӑхсен хӑйсен ҫӗнӗ пӗрлӗх тума тытӑнмалла пулнӑ, ҫакна тума вӗсен хӑйсен правительствисене сирсе, ҫакӑн урлӑ мир тӑвас задачӑна татса Раҫҫей ҫулӗпе каймалла пулнӑ. Ҫак процесра Раҫҫейре влаҫа большевиксем ярса илни пӗтӗм тӗнчери социализм революцийӗн ҫулӗ ҫинчи пӗрремӗш тапхӑр ҫеҫ пулнӑ[8].
Анчах Ленин планӗсем путланнӑ — мӗнпур халӑхсенченчен тата правительствӑсенчен Тӗп державӑсен правительствисем кӑна, хӑйсен Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче мирлӗ пурнӑҫ тӑвассипе интересленсе кайнӑскерсем, совет правительствипе мир тӑвасси ҫинчен сепаратлӑ калаҫусене хутшӑннӑ. Брест килӗшӗвне туни Ленинӑн урӑх ҫӗршывсене тӗнчери хутшӑнусен пач ҫӗнӗ системине сӗннипе ҫыхӑннӑ программи путланнине кӑтартса панӑ — ҫакӑн хыҫҫӑн большевиксен йӑлана кӗнӗ патшалӑхсен хушшинчи хутшӑнусем патне таврӑнма тивнӗ[8].
Совет тата Раҫҫей историкӗ Владлен Логинов ҫырнӑ тӑрӑх, декрет «неультимативностью» текеннипе уйрӑлса тӑнӑ. «Мӗншӗн тесен пирӗн задача ҫакӑнта, пирӗн тӑшмансенчен вӗсен условийӗсем урӑхларах тесе калама май пуррине ҫапса кӑлармалла, ҫавӑнпа пирӗнпе калаҫма та кирлӗ мар» палӑртнӑ Ленин. В. Т. Логинов шухӑшӗпе, «тӑнӑҫлӑх декречӗ» чи малтанах вӑрҫӑпа асаплантарса пӗтнӗ Раҫҫей валли сывлӑш ҫавӑрса илме кирлӗ пулнӑ[9].
Америка журналисчӗ Джон Рид хӑйӗн «Мирлӗ пурнӑҫа кисретнӗ вунӑ кун» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)Какой-то делегат заявил от своего собственного имени: "Здесь какое-то противоречие. Сначала вы предлагаете мир без аннексий и контрибуций, а потом говорите, что рассмотрите все мирные предложения. Рассмотреть — значит принять….
Ленин сейчас же вскочил с места: «Мы хотим справедливого мира, но не боимся революционной войны… По всей вероятности, империалистические правительства не ответят на наш призыв, но мы не должны ставить им ультиматум, на который слишком легко ответить отказом… Если германский пролетариат увидит, что мы готовы рассмотреть любое мирное предложение, то это, быть может, явится той последней каплей, которая переполняет чашу, и в Германии разразится революция… Мы согласны рассмотреть любые условия мира, но это вовсе не значит, что мы согласны принять их. За некоторые из наших условий мы будем бороться до конца, но очень возможно, что среди них найдутся и такие, ради которых мы не сочтём необходимым продолжать войну… Но главное — мы хотим покончить с войной…».
Было ровно 10 часов 35 минут, когда Каменев предложил всем, кто голосует за обращение, поднять свои мандаты. Один из делегатов попробовал было поднять руку против, но вокруг него разразился такой взрыв негодования, что он поспешно опустил руку… Принято единогласно. Неожиданный и стихийный порыв поднял нас всех на ноги, и наше единодушие вылилось в стройном, волнующем звучании «Интернационала». Какой-то старый, седеющий солдат плакал, как ребёнок. Александра Коллонтай потихоньку смахнула слезу. Могучий гимн заполнял зал, вырывался сквозь окна и двери и уносился в притихшее небо. «Конец войне! Конец войне!» — радостно улыбаясь, говорил мой сосед, молодой рабочий
Темӗнле делегат хӑйӗн ятӗнчен ҫапла каланӑ: «Кунта темле хирӗҫӳлӗх пур. Малтан эсир аннексисемпе контрибуцисемсӗр килӗшӳ сӗнетӗр, унтан мӗнпур мирлӗ сӗнӳсене пӑхса тухатӑр тесе калатӑр. Пӑхса тухни — эппин, йышӑнни...
Ленин ҫавӑнтах ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑнӑ: «Эпир тӗрӗс тӑнӑҫлӑх тӑвасшӑн, анчах революциллӗ вӑрҫӑран хӑрамастпӑр… Ахӑртнех, империализм правительствисем эпир чӗнсе каланине хирӗҫ хурав памӗҫ, анчах пирӗн вӗсене ультиматум тумалла мар, ӑна хирӗҫ калама ытла та ҫӑмӑл пулмалла… Германи пролетариачӗ эпир кирек мӗнле мирлӗ сӗнӗве те пӑхса тухма хатӗррине курсан, тен, ку куркана тултаракан юлашки тумлам пулса тӑрӗ те, Германире революци пуҫланса кайӗ … Эпир тӑнӑҫлӑхӑн кирек мӗнле условийӗсене те пӑхса тухма килӗшетпӗр, анчах ку вӑл эпир вӗсене йышӑнма килӗшнине пӗлтермест. Пирӗн хӑш-пӗр условисемшӗн эпир вӗҫне ҫитиех кӗрешӗпӗр, анчах вӗсен хушшинче ҫавӑн пеккисем те тупӑнӗҫ: вӗсемшӗн эпир вӑрҫа малалла тӑсма кирлӗ мар тесе шутлӑпӑр… Анчах та чи кирли — эпир вӑрҫа пӗтересшӗн…» .
Каменев сӗнӳшӗн сасӑлакансене мандачӗсене ҫӗклеме сӗннӗ чухне шӑп та лӑп 10 сехет те 35 минут пулнӑ. Делегатсенчен пӗри хирӗҫ алӑ ҫӗклеме хӑтланса пӑхнӑ анчах ун йӗри-тавра ҫав тери тарӑхнӑ сасӑсем илтӗнсе кайенӑ та, вӑл васкасах аллине уснӑ… Пӗр саслӑн йышӑннӑ. Кӗтмен тата ҫутҫанталӑк вӑйӗ пире пурсӑмӑра та ура ҫине тӑратрӗ те, пирӗн пӗр шухӑшлӑх яштака та хумхануллӑ «Интернационал» янӑравӗнче шӑранса тухрӗ. Темле ватӑ, шуралма пуҫланӑ салтак ача пек макӑрчӗ. Александра Коллонтай вӑрттӑн куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ. Хӑватлӑ гимн зала тултарчӗ, чӳречесемпе алӑксем витӗр тухса шӑпланнӑ тӳпенелле ыткӑнчӗ. «Вӑрҫӑ пӗтрӗ! Вӑрҫӑ пӗтнӗ!» — савӑнӑҫлӑн кулса калаҫрӗ манӑн кӳршӗ, ҫамрӑк рабочи[10].
Ӑнлантарусем
- ^ Декрет о мире, разработанный В.И. Лениным и единогласно принятый на Втором съезде Советов рабочих, крестьянских и солдатских депутатов 26 октября (8 ноября) 1917 г. lenin.rusarchives.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Декрет II всероссийского съезда Советов о мире (выр.). Проект Ковчег. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Ю.С.Афанасьев, А.Ф.Шевцова. К истории издания первых законодательных актов советского государства. spbiiran.nw.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Завершил работу II Всероссийский съезд Советов (выр.). Президентская библиотека имени Б.Н. Ельцина. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Декреты и декларации 2-го Всероссийского съезда советов рабочих, солдатских и крестьянских депутатов и Совета Народных комиссаров. Сб. 1. — Президентская библиотека. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ 1, 2 Decree on Peace | International Encyclopedia of the First World War (WW1). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ . — ISBN 978-0-521-66157-7.
- ^ 1, 2 Каррер д'Анкосс Э. Николай II: расстрелянная преемственность = Nicolas II, La Transition interrompue. Une Biographie Politique. — 1-е. — Олма-Пресс Образование, 2006. — С. 351. — 446 с. — 1500 экз. — ISBN 5-373-00138-4.
- ^ Логинов В.Т., 2010.
- ^ Рид Джон, 1957.
Вуламалли
Волин, Б. М. Декреты Октября / Б. Волин. — М.: Главполитпросвет: Красная новь, 1922.- Логинов В.Т. Неизвестный Ленин. — Эксмо, Алгоритм, 2010. — С. 556—559. — 576 с. — ISBN 978-5-699-41148-1.
- Рид Джон. Десять дней, которые потрясли мир. — Государственное издательство политической литературы, 2010. — 607 с.