Макарова Альбина Ивановна
Макарова[1] Альбина[2] Ивановна (ҫур. 1971 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ, Атăл, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫей футболисчӗ, ҫурма хӳтӗлевҫӗ, тата велоспортсмен. Раҫҫей спорт мастерӗ.
Биографи
Ҫамрӑклах велосипед спорчӗпе аппаланнӑ, Ҫӗмӗрлери автофургонсен заводӗнчи ДЮСШ воспитанникӗ. Велоспорт енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ (1993), Чӑваш Республикин чемпионки, велочупу енӗпе «Динамо» ЦС чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ (1991).
1990-мӗш ҫулсен пӗрремӗш ҫурринче футболла выляма пуҫланӑ, малтан «Волжанка» клубшӑн (Шупашкар), каярахпа — «Лада» (Тольятти). 1994 çулта «Ладăпа» пĕрле Раççейĕн аслă дивизионĕнче пӗрремеш хут вылянӑ. 1995 ҫулта 33 спортсменкӑран тӑракан Раҫҫейӗн чи лайӑх футболисткисен списокне 3-мӗш номерпе кӗртнӗ[3]. 1996 ҫулта хӑйӗн клубӗпе ҫӗршыв чемпионачӗн бронза наградисене ҫӗнсе илнӗ. 1990-мӗшпе 2000-мӗш ҫулсен чиккинче ӑмӑртусене хутшӑнни ҫинчен сведенисем ҫук. 2003 ҫулта спортсменка «Ладӑна» таврӑннӑ, Макарова хушаматпа тухнӑ, чемпионатӑн кӗмӗл призерӗ тата Раҫҫей Кубокӗн хуҫи пулса тӑнӑ. 2004 ҫулта та «ылтӑн дубль» тунӑ тольятти клубӗн заявкинче пулнӑ.
Шупашкарти экономикӑпа технологи техникумне пӗтернӗ. Спортсмен карьери вĕçленнĕ хыҫҫӑн Тольяттире пурăнать. Ветерансен ӑмӑртӑвӗнче палӑрнӑ[4].
Ҫемье
Ӑнлантарусем
- ^ Хӗр чухнехи хушамачӗ Осипова
- ^ Чылай ҫӑлкуҫра — Алла
- ^ 1995 год. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
- ^ В Самаре прошёл турнир памяти Татьяны Егоровой. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.
- ^ Н.Г. Скородумов. Осипов Александр Иванович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Профиль на сайте womenfootball.ru (Макарова)
- Профиль на сайте womenfootball.ru (Осипова)
- Чӑваш энциклопедийӗ