Максимилиан Крах
Максимилиан Ойген Крах (ним. Maximilian Krah (ҫур. 1977 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ, Реккельвиц[d], Каменц[d]) — нимӗҫ юрисчӗ тата политикӗ, Германи валли Альтернатива (АдГ) парти пайташӗ . 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулччен Германи парламенчӗн пайташӗ пулса Европа парламенчӗн пайташӗ (Европарламент депутачӗ) пулнӑ.
2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче Кра[ пӑтӑрмаха лекнӗ, ун чухне Германин тӗп прокурорӗ Китай валли шпионажшӑн унӑн Цзянь Го[1] пулӑшуҫине арестленӗ. Вӑл Китай разведкине Европа парламентӗнчи калаҫусемпе йышӑнусем ҫинчен калакан информацие пӗлтернӗ. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Европа парламентӗнчи АдГ ушкӑнне кӑларса янӑ. Крах никама пӑхӑнман ушкӑна куҫнӑ. 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Крах депутат иммунитетне ҫухатнӑ, полици унӑн килӗнче тата офисӗнче ухтарнӑ[2].
Биографи
1977 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Рекельвицра ҫуралнӑ, Тури Лужицӑра ӳснӗ, ҫемьере виҫӗ ачаран чи кӗҫӗнни пулнӑ. Амӑшӗ вӗрентекен пулнӑ, ашшӗ Петер Крах — инженер, Христианла демократсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи, каярах — Анат Саксонин Шалти ӗҫсен тата спорт министерствин канашҫи пулнӑ.
Шкултан вӗренсе тухсан тата ҫарта хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Крах Дрезден техника университетӗнче(выр.)чăв. юриста вӗреннӗ, унтан Лондонри бизнес шкулӗнче(выр.)чăв. тата Нью-Йоркри Колумби университетӗнче(выр.)чăв. магистр степеньне илнӗ. Икӗ ӗҫтешӗпе пӗрле Дрезденри юридици фирмине ертсе пынӑ.
Ҫамрӑк юрист Крах SSPX католиксемпе ӗҫленӗ, Австрире фонд, Швейцарире тата Лихтенштейнра ӗҫлекен компанисем йӗркеленӗ. Пӗрремӗш хут SSPX ӗҫӗ-хӗлӗпе 2005 ҫулта паллашнӑ, каярах Швейцарири SSPX тӗнчери штаб-хваттерӗнче ӗҫленӗ. 2008 ҫулта вӑл Венӑра Jaidhofer Foundation коммерцилле мар фонд никӗсленӗ. Дрезденра пурӑнать. Вӑл католик, урҫа, унӑн виҫӗ хӗрарӑмран сакӑр ача[3].
Политика ӗҫӗ
Крах ХДС ҫамрӑксен союзне 1991 ҫулта кӗнӗ. Вӗреннӗ чухне вӑл Христиан-демократиллӗ студентсен ассоциацин ӗҫне те хастар хутшӑннӑ. Крах ХДСран 2016 ҫулта тухнӑ. Ҫав ҫулах Крах АдГ партине кӗнӗ, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Саксонири АдГ председателӗн ҫумӗ пулма суйланӑ.
2019 ҫулта Краха АдГ-ран Европарламент депутатне суйланӑ. Европа парламентӗнче вӑл «Идентичность и демократия» ушкӑн йышне кӗнӗ, АПШ-па ҫыхӑну тытакан, тӗнчери суту-илӳ ыйтӑвӗсемпе (INTA) тата «Евронест» Парламент ассамблейинче делегаци пайташӗн ҫумӗ пулса тӑрать. 2022 ҫулчен вӑл Европа парламентӗнче АдГ элчи пулнӑ.
Крах Дрезден мэрӗ вырӑнне йышӑнас тӗллевпе 2022 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче суйлава хутшӑннӑ. Вӑл 14,2 % сасӑ пухса Дирк Хилберт, Ева Йениген тата Альбрехт Паллас хыҫҫӑн 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш турта Крах каллех выляса янӑ, 12,2 % сасӑ пухса Дирк Хилбертпа Ева Йениген хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна 2024 ҫулта Европа парламентне суйланӑ чухне «Альтернатива для Германии» парти тӗп кандидата тӑратнӑ. АдГ 15,9 % сасӑ пухса 15 вырӑн илнӗ. Европарламента суйланӑ хыҫҫӑн тепӗр кунхине ҫапла пӗлтернӗ: «Альтернатива для Германии» партирен Максимилиан Крах Европарламентри АдГ пулас делегаци йышне кӗмест". Пӗрремӗш ларӑвӗнче тин суйланнӑ депутатсем Краха хирӗҫ сасӑланӑ.
Германири 2025 ҫулхи Федераци суйлавӗне Крах Саксонин Хемницер-Умланд — Эрцгебиргскрай II суйлав округӗнче кандидат пулса хутшӑннӑ, суйлавра 44,2 % сасӑ пухса ҫӗнтернӗ. Вӑл нимӗҫ парламентӗнчи АдГ делегацийӗ йышне кӗнӗ.
2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Бундестаг Китайпа, коррупципе тата шпионажпа ҫыхӑннине тӗпченӗ вӑхӑтра парламент Краха депутат тӗкӗнменлӗхӗсӗр хӑварассишӗн сасӑланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах полици унӑн резиденцийӗнче тата Берлинри, Дрезденри тата Брюссельри[4] офиссенче Дрезден ҫӗрӗн аслӑ сучӗ хушнипе ухтарусем ирттернӗ[2].
Политикӑри шухӑшӗсем
Крах хӑйӗн тата АдГ парти пирки «консерваторсем» тенине йышӑнмасть; вӑл хӑйӗн политикӑри сулӑмне «сылтӑм» тесе палӑртать. 2023 ҫулта Крах «Сылтӑмри политики» кӗнекине пичетлесе кӑларнӑ.
Европӑри Экологи Сделки
2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Крах Европӑри симӗс курса критиклесе Европӑна деиндустриализацилесси пирки асӑрхаттарнӑ.
Нацистла Германи
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пичетленсе тухнӑ La Repubblica Итали хаҫачӗн интервьюнче Крах Ваффен-СС членӗсене пурне те преступниксем тесе айӑпламалла мар тесе ҫирӗплетнӗ, Вафен-СС пайташне Грасса Гюнтера, литература енӗпе Нобель премийӗн лауреачӗ пулнӑскере тӗслӗх илсе кӑтартнӑ[5].
Тулашри политика
Крах Европа союзне йышӑнманнине ҫирӗплетет, анчах вӑл унӑн парламентне суйланнӑ. Вӑл Евросоюза «пысӑк перезагрузка» тума йыхравлать, Европӑна «АПШ вассалӗ» пулма пӑрахма чӗнет.
Китай
2019 ҫулта Krah Европа парламенчӗн Китая уйгурсене хӗсӗрлеме чарма чӗнсе каланӑ резолюцине хирӗҫ сасӑланӑ, Китайри ҫын прависемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва «Китая хирӗҫле пропаганда» тесе критикленӗ.
2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Global Times, Китайри Коммунистсен партийӗн аллинче тӑракан бульвар хаҫачӗ, Крахпа пысӑк интервью пичетлесе кӑларнӑ. Вӑл Раҫҫей, Китай, Бразили тата ЕС хушшинче килӗштерсе ӗҫлени ытларах илӗртӳллӗ пулнине палӑртнӑ.
Раҫҫей
2020 ҫулта Бундестагри «Альтернатива для Германии» фракци АПШ-на кӗме чарнӑ Виктор Медведчука чӗннӗ. Вӑл Крым Раҫҫейпе саккунлӑ пӗрлешни пирки тухса калаҫнӑ, ӑна Петер Быстронпа Максимилиан Крах саламланӑ. Ҫулталӑк иртсен Быстронпа Крах Украинӑна Медведчук патне ҫитсе курнӑ.
Тетелсенче
Ӑнлантарусем
- ^ Бывшего евродепутата от AfD Максимилиана Краха приговорили к тюрьме за шпионаж в пользу Китая (выр.). https://briefly-news.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Депутата от АдГ лишили парламентского иммунитета (выр.). РИА Новости (11 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Новое лицо АfD Максимилиан Кра, кто он и чем известен? (выр.). Дзен (1 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ Офис крайне правого немецкого депутата Максимилиана Кра обыскали в Брюсселе (выр.). Интерфакс (7 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ В Европарламенте осудили высказывания Максимилиана Кра о военных СС (выр.). Известия (25 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.