Мускав проспекчӗ (Шупашкар)
Мускав проспекчĕ — Чăваш Республикин тĕп хулин, Шупашкарăн, проспекчĕ.
Этимологи
Хăйĕн ятне Мускав (çак вырăнта унчен Мускав урамĕ тата Етĕрне çулĕ пулнă) ятĕнчен илнĕ.
Проспектри çуртсем
- 1№ — Оперăпа балет театрĕ
- 9№ — Республика пульници
- 15№ — Чăваш патшалăх университечĕ
- 19№ — ЧПУ-н хими факультечĕ
- 29№ — Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ
- 33№ — «Çеçпĕл» кинотеатр
- 35№ — Çурт тăвакансен техникумĕ
- 40№ — ЧНППП «Элара»
- 45№ — ЧПУ-н медфакĕ
- 47№ — БСМП
Транспорт
- Автобус № 1, 11, 21, 22, 23,
- Троллейбус № 3, 4, 7, 12