Академик Королёв урамӗ (Шупашкар)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Урам
Академик Королёв
«Байконур» микрорайоншӑн типлӑ ҫуртсем
«Байконур» микрорайоншӑн типлӑ ҫуртсем
Пӗтӗмӗшле информаци
Патшалӑх Раҫҫей Федерацийӗ
Регион Чӑваш Республики
Хула Шупашкар
Район Мускав
Тӑршшӗ 500 м
Малтанхи ятсем Живописнӑй
Хисеплесе ят панӑ Королёв Сергей Павлович

Академик Королёв урамӗ (унччен Живописнӑй; выр. Улица Академика Королёва) — Чӑваш Республикин Шупашкарти урам, Мускав районӗнчи «Байконур» микрорайонӗн тӗп урамӗ.

Элмен урамӗпе Граждан урамӗ хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫланать та Сӑкӑт юханшывӗн айлӑмнелле анать. Ытларах енӗпе кунта 7 хутлӑ ҫуртсем вырнаҫнӑ.

Этимологи

Урам ятне совет ӑсчахӗ, конструкторӗ, ракетӑпа космос техникине тата СССР ракета хӗҫ-пӑшалне туса кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗ, космонавтика ӗҫне практика енчен пурнӑҫлакан Сергей Королев ятне панӑ.

Историйӗ

Микрорайона йӗркелес ӗҫе пуҫараканӗ — ҫирӗм ҫул ытла «Байконур» космодромра ӗҫленӗ космос техникин тава тивӗҫлӗ тӗрӗслевҫи Валериан Петрович Тихонов[1]. Отставкӑна тухсан Валериан Петрович хӑйӗн тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ та Чӑваш Республикин Николай Васильевич Федоров президентӗнтне, республика правительствине тата хула администрацине космодром ветеранӗсемшӗн куҫса килсе пурӑнмалли вырӑн йӗркелемешкӗн микрорайон туса лартма сӗннӗ, ку шухӑша ырланӑ.

Тихонов хӑй тавра кирлӗ ҫынсене пухнӑ, «Байконур — Шупашкар» космонавтикӑна пулӑшакансен ассоциацине никӗсленӗ (девизӗ — «Наш старт к вашим звездам»; ҫак сӑмахсене микрорайона кӗнӗ вырӑнта вулама май пур). Чӑнкӑ тӑвайккинче виҫӗ хутран пуҫласа пилӗк хут таран ҫӳллӗшлӗ темиҫе хӑйне евӗрлӗ тӗрлӗ шайлӑ ҫурт туса лартнӑ. Шупашкар ҫыннисемсӗр пуҫне унта унчченхи Байконурта ӗҫленӗ тӑхӑр ҫемьене вырнаҫтарнӑ.

Ҫывӑхра Сӑваплӑ Георгий Победоносец ячӗллӗ часовня туса лартнӑ, унӑн кӳлепи «Союз» ракетӑн ҫӳлти пайне аса илтерет. Ваттисем аса илнӗ тӑрӑх, 1960 ҫулсенче пӗрремӗш космонавтсем (Ю. Гагарин, В. Быковский, В. Терешкова тата ыт. те) А. Г. Николаевӑн тӑван ҫӗршывне хӑнана килсен шӑпах ҫак вырӑнта шашлык хатӗрлесе пикник йӗркеленӗ, ҫывӑхра юхса выртакан Сӑкӑт ҫырминче пулӑ тытнӑ[2].

Микрорайонтан ҫурҫӗр енче «Ҫӑлтӑрлӑ хула» кану паркне тума шухӑшланӑ пулнӑ. 2018 ҫулта «Отделфинстрой» компани пулас парк вырӑнӗнче «Акварель» пурӑнмалли ҫуртсен комплексне хӑпартма пуҫланӑ. Апла пулин те урамран ҫурҫӗр енче шкул валли вырӑн пӑхса хӑварнӑ[3].

Ҫуртсем

Ку урамра ытларах енӗпе пурӑнмалли ҫуртсем вырнаҫнӑ. 2025 ҫул тӗлне пурӗ 11 ҫурт хута янӑ.

Паллӑ вырӑнсем

Сӑваплӑ Георгий Победоносец ячӗпе хисепленекен часовня

Сӑваплӑ Георгий Победоносец ячӗпе хисепленекен часовньӑна 2005 ҫулта туса лартнӑ, кӳлепипе вӑл «Союз» ракета-носителӗн ҫӳлти пайне аса илтерет. Часовньӑра Георгий Победоносец турӑшӗ пур, ҫав турӑш МКС ҫинче тӗнче уҫлӑхӗнче пулса курнӑ. Чи малтанах ӑна СССР виҫҫӗмӗш космонавчӗн Андриян Николаевӑн вил тӑпринче вырнаҫтарма шухӑшласа хунӑ пулнӑ, анчах та каярахпа урӑх йышӑну тунӑ.

Георгий Победоносец часовни, «Байконур» микрорайон

Часовня проектне православи чиркӗвне тивӗҫтерекен, ҫав хушӑрах космос карапӗпе ассоциаци ҫуратакан евӗр туса лартнӑ. Часовня вӑрӑм тӳр кӗтеслӗ ҫурт, унӑн кӗтесӗсем ҫаврака, витӗр ҫутӑ кӗртекен тӑрри ҫинче хӗрес вырнаҫнӑ. Унӑн сарлакӑшӗ виҫӗ метр ытларах, ҫӳллӗшӗ — 14 метр ытла. Часовньӑн тӑрри айӗнчи пайне тӳпене евӗрлекен сенкер кӗленчерен тунӑ. Часовня стенисем ҫине Андриян Николаев хӑйӗн юлашки кӗнекин вӗҫне ҫырнӑ сӑмахсем вырнаҫтарнӑ: «Тӗлӗкре мана час-часах тӑван Шуршӑл ялӗ тата ун ҫийӗнчи ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ».

Академик Королёв палӑкӗ

Урам пуҫламӑшӗнче, Граждан урамӗпе хӗрӗсленнӗ вырӑнта, космонавтикӑна практика енчен никӗсленӗ Сергей Павлович Королёв академикӑн палӑкӗ пур.

Палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 2011 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче уҫнӑ, ҫакна этем тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа пурнӑҫланӑ. Палӑка уҫнӑ чухне пулнӑ: академикӑн 76 ҫулхи хӗрӗ — Наталья Сергеевна; космонавтсен ушкӑнӗ, вӗсен хушшинче: Виктор Горбатко, Жугдэрдэмидийн Гуррагча, Георгий Иванов; 2-мӗш космонавтӑн Герман Титовӑн тӑлӑх арӑмӗ — Тамара Васильевна тата вӗсемпе пӗрле килнӗ ытти ҫынсем[4].

Королёв академикӑн бюсчӗ

Палӑк хатӗрлес тӗлӗшпе паллӑ скульптор, РАХ Кӑнтӑр регион уйрӑмӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Сергей Олешня(выр.)чăв. ӗҫленӗ.

Транспорт

Юнашар Граждан урамӗпе автобуссемпе троллейбуссем тата маршрутлӑ таксисем ҫӳреҫҫӗ. Урама ҫывӑх чарӑну вырӑнӗ: «С.П. Королев академикӗ».

Юнашар урамсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Два «Байконура» Валериана Тихонова. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ И. Марининӑн «Новости Космонавтики» статьяри цитата
  3. ^ Эскизный проект парка развлечений «Звёздный городок». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  4. ^ В Чебоксарах открыт памятник С. П. Королеву. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ.

Каҫӑсем