Николаев Кирилл Николаевич
Ҫын пирки | |
Николаев Кирилл Николаевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1907 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2005 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ (98 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Премисемпе чысланисем |
Николаев Кирилл Николаевич (1907 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ, Чупай, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1], Раҫҫей Империйӗ — 2005 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ, Чупай, Вӑрмар районӗ, Чӑваш Республики) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Вӑрмар районӗнчи «Дружба» колхозӑн уй-хир бригадин бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1950).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1907 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи Чупай (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрмар районне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ.
1938 ҫултанпа Канаш хулинче аш-какай комбинатӗнче, кайран Хусан чукун ҫулӗн Улатӑрти райтрансоргбитӗнче, Канашри вакунпа юсав заводӗнче бухгалтерта ӗҫленӗ.
1947 ҫулта тӑван яла таврӑннӑ, ахаль колхозник, унтан уй-хир бригадин звеньевойӗ пулса тӑрӑшнӑ. 1949 ҫулта ыраш тухӑҫне пысӑк тухӑҫпа — гектартан 31,1-шер центнер — пухса илнӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе, 1949 ҫулта пысӑк тыр-пул туса илессипе тивӗҫтерессинче палӑрнӑшӑн Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят парса чысланӑ[2].
Ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче Ӗпхӳри строительство управленийӗнче, Хусан чукун ҫулӗн Юдинӑри уйрӑмӗнче виҫевҫӗ пулса ӗҫленӗ. Тӗрлӗ тапхӑрта — 1956—1957, 1962—1966, 1967—1974 ҫулсенче — тата 1979 ҫулта пенсие тухиччен юлашки ҫулсенче тӑван «Дружба» колхозра тӗрлӗ должноҫсенче ӗҫленӗ.
Вӑрмар районӗнчи Чупай ялӗнче пурӑннӑ. Районти арҫынсем хушшинче вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫын шутланнӑ. 2005 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче, пурнӑҫӑн 99-мӗш ҫулӗнче, вилнӗ. Чупай ялӗн масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (13.07.1950),
- икӗ Ленин орденӗ (19.03.1948; 13.07.1950 № 125624),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (13.07.1950, № 5465),
- медальсем
Ӑнлантарусем
- ^ Ныне — Урмарский район, Чувашия, Россия.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении П.П. Пупину звания Героя Социалистического Труда. Люди труда - гордость Чувашии (13 Кӑрлач уйӑхӗн 1950).
Вуламалли
- Мадебейкин, И. Н. Николаев Кирилл Николаевич / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 295.
- Мадебейкин, И. Н. Николаев Кирилл Николаевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 237.
- Николаев Кирилл Николаевич Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 264.
- Степанов-Маяксем, Л. Открытая душа / Л. Степанов-Маяксем // Наши земляки — Герои Социалистического Труда / сост. Н. И. Иванов, М. В. Румянцев. — Чебоксары, 1971. — С. 104-109.
Каҫӑсем
- Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1907 ҫулта ҫуралнисем
- Вăрмар районĕнче çуралнисем
- Ҫӗрпӳ уесӗнче ҫуралнисем
- Ҫурлан 5-мӗшӗнче вилнисем
- 2005 ҫулта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Чупайра ҫуралнисем
- Хусан кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Раҫҫей Империйӗнче ҫуралнисем
- Чупайра вилнисем
- Вӑрмар районӗнче вилнисем
- Чӑваш Республикинче вилнисем
- Вӑрмар районӗн паллӑ ҫыннисем
- Чупайӑн паллӑ ҫыннисем