Новотроицки (Марий-Эл)

Новотроицки (выр. Новотроицкий, улăхри мари У ТРОЦЕ-ПОЧИНКА), — Марий-Эл республикинчи Йошкар-Ола хула тăрăхĕнчи ял. Ăна, 1903-мĕш çултан пуçласа, чăвашсем никĕсленĕ. Халĕ те пурнакансен пĕр пайĕ (26%, 2002) чăвашсемех. Ялăн оригиналлă чăвашла ячĕ пуррипе çукки паллă мар. Ун пекли тупăнсан — статья ятне улăштарма тивет. Çармăссем епле калани пирки пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ. Вырăнти ытти çынсем (вырăссем) ку яла чылай вăхăт хăйсен хушшинче "Чуваши" тенĕ[2].

Тавралăх

Ял Йошкар-Ола хулин варринчен 6-7 çухрăм кăнтăрарах вырнаçнă[2]:

<Куçару:Новотроицки ялĕ Йошкар-Ола — Кокшайск çулĕн 9-мĕш километрĕнче тата Сидорово ял канашĕн центрĕнчен, Нолька ялĕнчен, 3 километр кăнтăрарах вырнаçнă.>

Истори

Ак çакăн пек хыпарсем пур[2]:

<Куçару: Ята Атӑл çинчи Сӗнтӗрвӑрринчен килсе яла 1903-мĕш çул пуçламăшĕнче никĕсленĕ çынсем панă. Пичетленĕ çăлкуçра пĕрремĕш хут 1911-мĕш тĕлĕнче асăннă. Чархула уесĕн Варакса вулăсĕн Подборная ялĕ çумĕнче Новотроицкое текен имени пулнă. Çав именин хуçисем 4 кил шутланнă. Çавсем имение 1902-мĕш çулта Хусан кĕпернинчи Шупашкар уесĕнчи Сӗнтӗрвӑрри купсин Елизаветы Петровна Короткова тăлăх арăмне тÿлев креппăçĕпе 5900 тенкĕ парса илнĕ. Хуçасем: Гурий Александров (Энĕшкасси Кушкă ялĕ), Назар Тихонов (? ялĕ), Матвей Степанов Шупашкар уесĕнчи (?) вулăсĕн (?) ялĕ), Гордей Тихонов (? ялĕ). Пурте вĕсем Шупашкар уесĕнчен пулнă. Таврари çынсем ку яла Чуваши тенĕ.>

Кунта Сӗнтӗрвӑрри çыннисем никĕслени пирки каланă-ха та, анчах та чăннипе чăваш ялĕсенчен тухнă çынсем пирки сăмах пырать. Вĕсем киличчен кунта Сĕнтĕрвăрри купсин тăлăх арăмĕн именийĕ пулнă — çавă кăна. Малалла акă мĕн çырнă[2]:

Татах та малалла[2]:

Ял йышĕ, тытăмĕ

2002-мĕш çулхи кăтартусемпе Новотроицкире 379 çын; 26% чăвашсем[3]. Каярахри кăтартусем те пур. Шел пулин те, вĕсенче чăвашсен шайĕ аплах мар çав, пĕчĕкрех. Çакăн сăлтавĕсем яла çĕнĕрен туса хунă çурттăвăм кооперативĕ çумне çыпăçтарнипе çыхăннă (кун пирки аяларах вулăр).

Сăнавçăсем çапла палăртаççĕ[2]:

<Куçару: 20-мĕш ĕмĕрти 1990-мĕш çулсемчченех йыш тĕлĕшпе чăваш ялĕ шутланнă.>

Асăннă тапхăрта чăвашлăх мĕншĕн хăвăрт чакса пыни те паллă[2]:

Çутĕç тата культура

Ялти ачасем Йошкар-Олари 26-мĕш вăтам шкула вĕренме çÿреççĕ.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

  • Назаров Василий Назарович — ялта пуринчен малтан чул çурт хăпартнă çын, çурчĕ паянхи кунчченех сыхланать[2].
  • Назаров Терентий Васильевич — вăрçăчченхи "Ясное утро" колхозăн ертÿçи[2].
  • Назаров Н.Г., профессор, техника наукисен докторĕ (Мускав, Бауман ячĕллĕ МВТУ), яла никĕслекенсенчен пĕрин тăхăмĕ[2].
  • Назаров Анатолий Григорьевич, ялта асăну хăмине уçассине пуçарнă çын, яла никĕслекенсенчен пĕрин тăхăмĕ[2].

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.

Каçăсем